Республикӑра
![]() Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Юрий Кручинин ҫынна хӳтӗлемен тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Сӑмахӗ тӗрлӗ шайри тӳре-шарана тивнӗ. Юрий Кручинин ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене куҫарас ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл сессире палӑртнӑ тӑрӑх, ку енӗпе кӑлтӑк ҫук мар. Сӑмахран, Вӑрнарта малтан Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен балансӗ ҫинче тӑнӑ ҫуртсем паян та никам балансӗ ҫинче те мар иккен. Кивелсе япӑхса кайнӑ ҫуртсене ишӗлекеннисен списокне те ҫавна пулах кӗртмен. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра пурӑнакансене Ишлея ирӗксӗртен куҫарма хӑтланнине те аса илнӗ. Шупашкарта та пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру сахал мар пулнӑ. | ||
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре пурӑнакан 50 ҫулти арҫын килте пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. «Киккирикне» хӗртнӗскер пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа тата ҫул ҫитмен ачипе хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрача тесе пӑхса тӑман — ӑна питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Мухмӑрлӑ арҫын тепӗр кунхине те лӑпланман: каллех кӑшкӑрашма тытӑннӑ, хӗрарӑмпа ачине урама кӑларса янӑ. Ӑҫта каймалла? Хӗрарӑм полици уйрӑмне ҫитнӗ, арҫын пуҫтахланнине, ачине ҫапнине каласа кӑтартнӑ. Кил хуҫине полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унтан таврӑнсан вӑл каллех хӗрарӑмпа ачине хӗненӗ. Пуҫтахланнӑшӑн арҫыннӑн юсанмалли ӗҫре 1 ҫул тӑрӑшма тивӗ. Шалӑвӗн 10 процентне патшалӑх хыснине тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗн прокуратури тӑлӑхӑн прависене хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ҫулти каччӑна хваттер паман. Тӑлӑха юлнӑ ачасене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерет. Ҫак каччӑ та хӑйне кӗтес парасса кӗтнӗ. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Вӑл администрацие кайнӑ, анчах лешсем хваттер пама килӗшмен. Вӗсен укҫа ҫук имӗш. Ҫамрӑкскер прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокурор Патӑрьел район администрацине тавӑҫпа тухнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судра тӑлӑха хваттер памалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем электроэнергишӗн тӳлес килменнипе панкрута тухаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн энергосбыт компанийӗ ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ. Цифрӑсене вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ-ха. Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен парӑмӗ 640 млн тенкӗрен иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӑл 613,3 млн тенкӗ пулнине шута илсен парӑм ӳсни куҫкӗрет. Энергосбыт асӑрханӑ тӑрӑх, парӑма кӗнисен панкрута тухас йӑла пур. Муниципалитет пурлӑхне шанчӑксӑр ҫынсене параҫҫӗ те тӗрлӗ тулли мар яваплӑ обществӑсемпе муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ имӗш. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Элӗк районӗнчи «ТеплоЭнергосервис» (нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне энергетиксен умӗнчи парӑм 2,68 млн тенкӗ пуҫтарӑннӑ), Куславкка районӗнчи «Теплоснаб» (11,89 млн), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Городок» (2,95 млн), Улатӑрти «Вода» тата «Сети» (27,5 млн тата 1,22 млн), Канашри «Водоканал» тата «Каналсеть» (28,46 млн тата 5,28 млн), Ҫӗмӗрлери «Теплоэнерго» (46,94 млн) тӗлӗшпе панкрут тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн депутачӗ судра явап тытнӑ. Судья ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Депутата патшалӑхшӑн 160 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ун чухне ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1 ҫул 8 уйӑх ларма юраман. Хальхинче те депутат руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл каллех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Чӑваш Енре вулавӑш диктанчӗ иртет. Ӑна республикӑри патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ диктанта йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Наци вулавӑшӗн сайтӗнче, «Контактра» халӑх тетелӗнче истори факчӗсене, патшалӑх символӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсен историйӗсемпе паллӑ кунсене пичетлӗҫ. Акцие республикӑри вулавӑшсем, вӗренӳ учрежденийӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем истори урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем йӗркелӗҫ. Диктанта ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче онлайн-мелпе те ҫырма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Алена Блинова, ача пахчинче ӗҫленӗскер, халӑх тетелӗнчи страницинче: «Эпӗ «террорист», ҫавӑнпа мана ӗҫрен кӑларса ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Воспитателе пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче иртнӗ антикоррупци митингне хутшӑннӑнӑн ӗҫрен кӑларнӑ-мӗн. Аслӑ шкулта вӗренекен студента та ҫакӑншӑн университетран кӑларса яма пултарӗҫ. Алексей Глухов хӳтӗлевҫӗ вӗсен прависене судра хӳтӗлесси пирки Фейсбукри страницинче ҫырнӑ. Алена ҫырнӑ тӑрӑх, ача пахчине участковӑй килнӗ. Заведующи ӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырма хушнӑ. Анчах Алена хирӗҫленӗ. Унтан ӑна ачасене апатлантармашкӑн иртерех кайма ирӗк ыйтнине ӳкернӗ видеона кӑтартнӑ. Воспитателе Ӗҫ кодексӗн 81-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен кӑларнӑ. Алена — ачине пӗччен ӳстерекен амӑшӗ, ӑна ӗҫрен кӑларассине саккун хӳтӗлет. Халӑх тетелӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентне, «Ҫуркунне» юхӑм хастарне Павел Иванова та йӗрлени пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна аслӑ шкултан кӑларса ямалли сӑлтав тупнӑ: вӗренӳре ӗлкӗрсе пымасть имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Журналистсене право тӗлӗшӗнчен пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центрӗн эксперчӗсем Чӑваш Енре журналистсен правине пӑснине асӑрханӑ. Кун пек списока пирӗн республика пуҫласа лекнӗ. Журналистсен правине пӑснине палӑртакан карттӑна виҫӗ тӗспе сӑрланӑ: сарӑ, хӗрлӗ сарӑ тата хӗрлӗ. Сарӑ тӗслисенче журналистсен правине кӑштах кӑна пӑсакансене кӑтартнӑ, хӗрлисенче — ытла та пӑсакансене. Пирӗн республика сарӑ хӗрлӗ тӗспе уйӑрнӑ регионсен йышне лекнӗ. Журналистсен правине уйрӑмах пӑсакан регионсем — Иркутск облаҫӗ, Буряти, Тинӗсҫум крайӗ, Краснодар крайӗ, Пенза облаҫӗ. Чӑваш Ен журналистсене хӑратма хӑтланнипе, вӗсен пурлӑхне пӑснипе, суд тӑрӑх сӗтӗрнипе, укҫа-тенкӗ енчен пусмӑрланипе, цензурӑпа палӑрса тӑнине пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Пуш уйӑхӗн пиллӗкмӗш, юлашки эрнинче Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • «Ирӗклӗх» хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министрӗ патне ҫыру яни пирки пӗлтертӗмӗр; • Аксаковпа Николаев депутатсем камсемпе тӗл пулса калаҫни ҫинчен каласа патӑмӑр; • Культура минстрӗн виҫҫӗмӗш ҫумӗ пулма кама лартнине пӗлме пултартӑр; • Паян 85 ҫул тултарнӑ Владимир Агеев кӑкӑрӗ ҫине менле медаль ҫакни пирки хыпарларӑмӑр; • «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кӑҫал кама чыслани ҫинчен каласа патӑмӑр; • Чапаев палӑкӗ умне тухнӑ ҫынсене мӗншӗн тытса чарма пуҫланин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр; • Владимир Иванов педагогика университетне ертсе пырӗ-ши тесе пуҫа ватрӑмӑр; • Нумай ачаллӑ ҫемьере 13-мӗш ача ҫут тӗнчене килни пирки хыпарларӑмӑр; • Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫула тухакансен нушине транспорт министрӗ тӗрӗслени пирки пӗлме пултартӑр; • Пуҫа алебастр ӑшне чиксен мӗн пулни пирки ҫырса кӑтартрӑмӑр. | ||
Республикӑра
![]() Республикӑра Строительство министерствин вӗренӳпе производство комбиначӗн ертӳҫи пулнӑ ҫыннӑн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер хушнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Хуласемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева ВПКра (вӗренӳпе производство комбинатӗнче) шалти аудит ирттернине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ комбиначӗсем иккӗ: эпир маларах асӑннисӗр пуҫне Промышленность хӑрушсӑрлӑхӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн вӗренӳпе курс комбиначӗ те пур. Иккӗшӗ те вӗсем пӗр пек пулӑшу кӳреҫҫӗ. ВПК экс-директорӗ пулнӑ Валерий Князев ӗҫрен пӑрахсанах тепӗр вӗренӳ учрежденийӗнче пуҫлӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Маларах вара унта ВПК юрисчӗ пуҫлӑх шутланнӑ. Валерий Князев патшалӑх предприятине те ертсе пынӑ, уйрӑм предприятире те ӗҫлен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Уйрӑм ҫын аллинчи вӗренӳ комбиначӗ патшалӑхӑн пурлӑхӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |