Республикӑра
![]() Эсир ӳкерме юрататӑр-и? Мӗнле те пулин музыка инструменчӗпе калама е юрлама пӗлетӗр-и? Сирӗншӗн декораципе прикладной ӳнер тата скульптура ют мар-и? Сӑмах ӳнерӗпе туслӑ-и? Е сире документлӑ фильмсем тыткӑнлаҫҫӗ-и? Апла айккинчен иртсе ан кайӑр. РФ Шалти ӗҫсен министерстви литературӑра тата ӳнерте пилӗк преми, ӑслӑлӑхпа техникӑра икӗ преми, 100 пин тенкӗллӗ кашниех, ҫирӗплетнӗ. Преми шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫлекенсен тӑрӑшулӑхне хакланине палӑртать. Унта ШӖМ ҫыннисем тата уйрӑм ҫынсемпе организацисем йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенсене мухтанине пӑхаҫҫӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин премийӗпе уйрам ҫынсене те, коллективсене те чыслӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон - 8(8352) 62-05-98. Документсене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паянпа ыран Атӑл хӗрринчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче радио юратакансен слечӗ иртет. Чӑваш Енӗн Информаци тата массӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарас, радиоспорта пропагандӑлас, сывӑ пурнӑҫа сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Радиоспорт енӗпе ӑмӑртусем, тренингсем, культура программи пулмалла. Йӗркелӳҫӗсем слет кӑсӑклӑ та асра юлмалла иртессине шантараҫҫӗ. Слета пуҫтарӑннисенчен чылайӑшӗ радиостанцисемпе кайнӑ. Ӑна илмелли пирки вӗсене малтанах асӑрхаттарса хунӑ.Слета хутшӑнас шухӑшлисе ирхи сакӑр сехетре ҫула тухнӑ. Малтан, ҫавсем ДОСААФӑн регионти уйрӑмӗ патне пуҫтарӑннӑ. Кайран вӗсем Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхне пӗр шухӑшлӑн ҫул тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ. Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене Акула килет. Раҫҫей эстрада артисчӗ Чӑваш Енре унччен те пулнӑ. Акула Етӗрне районӗнче иртекен уява килӗ. Вӑл Совхозный поселокӗнче иртӗ. Уява «Атӑлҫи кубокӗ» чупӑва халалласа ирттерӗҫ. Акула пӗччен мар, H2O ушкӑнпа (унчченхи «Турбомода») килӗ. Мероприяти программи пуян пулӗ. Унта аттракционсем ӗҫлӗҫ, конкурссем, анимацисем пулӗҫ, ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ. Уяв 10 сехетре пуҫланать. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнче полицейскисене тата вӗсен машинина ҫӑмӑртапа пенӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Арҫын кил картишӗнчен полици машинине ҫӑмартапа пӗнӗ. Вӑл полицейскисене тӗллесе ывӑтнӑ. Ҫӑмартасем иртен-ҫӳрене, ытти автомобиле те лекнӗ. Полици ӗҫченӗсем ӑна лӑплантарасшан пулнӑ, анчах лешӗ хӑлхана та чикмен, тарӑха-тарӑха пенӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Киревсӗр хӑтланнӑшӑн арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Суд вӑл ниҫта та ӗҫлеменнине, унччен явап тытманнине шута илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫавна май ӑна 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мешӗнче Канаш хулинче авари пулнӑ. Ҫавна май хӑш-пӗр урамра пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем шыв ӑсса юлма та ӗлкӗреймен. Паян кӑнтӑрларанпа унта сивви те, ӑшши те ҫук. Шыв хӑҫан пулӗ? Паллӑ мар. Йӑлтах ӑнсӑртран пулса тухнӑ, ҫынсене кун пирки асӑрхаттарма та ӗлкӗреймен. Халӑх халӗ ӑҫтан май килнӗ – ҫавӑнтан шыв ӑсать. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вырӑнне коммуналлӑ служба тата МЧС ӗҫченӗсем хӑвӑрт ҫитнӗ. Аварие сирес тӗлӗшпе халӗ ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Мӗнех, администрацин халӑхран каҫару ыйтмалли ҫеҫ юлать. Вӗсем кун пек пуласса хӑйсем те пӗлмен-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Транспорт министерстви ҫӳллӗ мар икӗ автобус туянасшӑн. Кашни 6,6 миллион тенкӗ тӑрать. Аукцион ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртмелле. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 60 кунран автобуссене Шупашкарти Республика тӳремне илсе ҫитермелле. Ку автобуссем М3 категориллӗ, метанпа ӗҫлеҫҫӗ. Салона 25 ҫынран кая мар вырнаҫать. Автобусра сусӑрсене кӗмелли платформа пулӗ. Ҫавӑн пекех пассажирсене пӗлтермелли таблосем вырнаҫтарӗҫ. Гаранти 3 ҫул пулӗ. Икӗ автобусӑн малтанхи хакӗ — 13,25 миллион тенкӗ. Ӑна республика хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наталья Устакишева Шупашкарта пурӑнакан Наталья Устакишева тӑванӗсемпе пӗр эрне ҫыхӑнӑва тухмасть. 39 ҫулти хӗрарӑм машини-качки ҫухалнӑ. Ӑан шырани пирки утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче халӑх тетелӗсенче хыпар тухнӑ. Наталья 158-160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран. Вӑл Киа Рио автомобиль рулӗ умӗнче пулма пултарать. Машина шурӑ тӗслӗ, багажник ҫине хура кушак наклейкине ҫыпӑҫтарнӑ. Наталья юлашки хутчен утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухнӑ. Халӑх тетелӗнче те ҫав кун пулнӑ. Вӑл ӑҫтине халӗ пӗлмеҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Натальйӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 02, 112 е 89603046868, 89176532894. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 43-ри хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна опекӑна илнӗ ачисене хӗненӗшӗн условлӑ майпа 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 12-ри арҫын ачана, 13 ҫулти тата 17-ри хӗрачасене, хӑйне тӑван лекекенскерсене, 4 ҫул хӗнесе пурӑннӑ. Вӑл вӗсене 2002 ҫулта опекӑна илнӗ. Хӗрарӑм ачасене пиҫҫиххипе, патакпа, вешалкӑпа, бадминтонла вылямалли ракеткӑпа хӗненӗ, пӑрҫа ҫине чӗркуҫлентернӗ, хӗрачасене ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ. Йӑлтах – ачасем шкулта япӑх паллӑ илнине, кӑвакал чӗпписене пӑхса ҫитерейменнине пула. Пӗррехинче хӗнесен кӗҫӗн икӗ ачи велосипед ҫине ларнӑ та килтен тухса тарнӑ. Кӑштахран вӗсене полици тупнӑ. Палӑртмалла: аслӑ хӗрачи Шупашкарта вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шыравҫӑсем Чӑваш Енри салтак виллин юлашкисене тупнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫ хунӑ. Специалистсем салтакӑн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӑл – Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ Фомин Михаил Иванович. Вӑл Хӗрлӗ Ҫарта стрелоксен 378-мӗш дивизийӗн стрелоксен 1256-мӗш полкӗнче ҫапӑҫнӑ. Халӗ салтакӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Унӑн виллин юлашкисене 2016 ҫулхи кӗркунне Новгород облаҫӗнче тупнӑ. Михаил Фомина Березово ҫар комиссариатӗнчен Омск облаҫне илсе килнӗ. Шыравҫӑсем унӑн тӑванӗсем тупӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |