Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн суд умӗнче явап тытнӑ. ФСБ палӑртнӑ тӑрӑх, 36 ҫулти арҫын сирпӗнекен япаласем хатӗрлесе сутнӑ. Куншӑн ӑна колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Анчах ку кӑна мар иккен. Каярахпа вӑл 2010 ҫулта пӗр сайтра Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ экстремизмла организаципе ҫырӑннине, ӑна укҫан пулӑшма сӗннине тупса палӑртнӑ. Унтан арҫын ют ҫӗршыв арҫыннине 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Суд куншӑн ӑна 6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне 170 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енри следовательсем коллегин анлӑ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Унта РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, пакунлӑ ытти ҫын та пуҫтарӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та коллегин анлӑ ларӑвӗнче пулнӑ, тухса калаҫнӑ. Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский республика ертӳҫине ырӑпа палӑртнӑ. ЧР Элтеперӗн пресс-служби кун пирки прокурора ҫапларах цитатӑланӑ: «Саккун тата право йӗркисен пӗтӗмлетӗвне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикинче лару-тӑру лайӑх пулнине, пур шайри влаҫ та, право йӗркине сыхлассипе пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ. Республикӑра мӗнпур тытӑмра вӑй хуракансемпе пӗрле Чӑваш Республикн Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьевӑн витӗмлӗхӗ ҫав тери пысӑк». уйӑхӗн Руководство ведомства ставит задачу по дальнейшему улучшению качества проведения следственных проверок. Александр Мигушов потребовал от сотрудников следственного управления скрупулезного подхода к каждому преступлению, совершенных в отношении несовершеннолетних. На особом контроле также должны быть дела коррупционной направленности, восстановление нарушенных прав работников по выплате заработной платы, налоговые преступления. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан 10-ри шӑпӑрлан путакан ачана ҫӑлнӑ. Ку темиҫе кун каяллах пулнӑ-ха, анчах кун пирки халь тин пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Денис Ведяшов ҫемйипе пляжра каннӑ. Вӑл путакан 6-ри ачана асӑрханӑ та пулӑшма часрах васканӑ. Денис пӗчӗкскер шыв айне ҫухалнине пуринчен малтан курнӑ. Вӑл ӑна юлташӗпе ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. 6-ри ача шыв нумай ҫӑтнӑран кӑвакарсах кайнӑ. Юрать, ҫыран хӗрринче виҫӗ арҫын пулнӑ, вӗсенчен пӗри ачана пирвайхи пулӑшу кӳнӗ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Тухтӑрсем ҫитнӗ тӗле ача тӑна кӗнӗ, анчах мӗн пулса иртнине ӑнланман. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана ҫӑлнӑ Денис 4-мӗш класа куҫнӑ. Вӑл спорткомплекса ҫӳрет, шӑпах ҫавӑнта ишме вӗреннӗ те. Денис ҫемье чи аслӑ ача. Вӑл кӗҫӗннисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин халӑх канашӗ тата республикӑри халӑхпа сӑнав комиссийӗ вӑхӑтлӑх изоляторсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсем унта тытса пынисене мӗнле условире усранипе паллашнӑ. Комсомольскинчи вӑхӑтлӑх изолятора лекнисем нимшӗн те кӑмӑлсӑрланман. «Эп кунта час-часах килетӗп. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чей параҫҫӗ, шыв параҫҫӗ, чей вӗретеҫҫӗ! Тӗрмерипе танлаштарсан лайӑх тӑрантараҫҫӗ», — савӑнса каласа кӑтартнӑ пӗри. Чӑн та, камерӑра шыв та, санитари кӗтесӗ те пур иккен. Камерӑна унта лекнисем хӑйсем тасатса тӑраҫҫӗ. Чирлисем, пирус туртакансем тата хӗрарӑмсемпе ҫул ҫитменнисем валли — расна камерӑсем. Патӑрьел районӗнчи изолятор та унти услови енчен тӗрӗслевҫӗсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Волга» упрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Дмитрий Филиппов тӗлӗшпе суд пулнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Филиппова темиҫе эпизодпа айӑпланӑ. Вӗсенчен пӗри Ҫӗрпӳ кӗперӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл патшалӑх контрактне 1 ҫул ытларах тӑснӑ, хӑй подрядчиксем унчченхи ӗҫе пурнӑҫламаннине пӗлнӗ. Филиппов организацин расчет счечӗ ҫине аванс тесе 120 пин тенкӗ ытла куҫарма ыйтнӑ. Контракта вара 2013 ҫулта алӑ пуснӑ, вӑл 700 миллион тенкӗлӗх пулнӑ. Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулта Филиппов Чӗмпӗр облаҫӗнчи федераци ҫулне тӗпрен юсама пӗр строительство фирмине палӑртмаллине кӑтартнӑ. Унпа 346 миллион тенкӗлӗх контакт алӑ пуснӑ. Анчах подрядчик ӗҫе вӑхӑтра туман, штраф санкцийӗсене унран шыраса илмен. Филиппова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ-ха, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлемен. Ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне. Паянхи кун тӗлне ӗҫченсене пӗтӗмпе 10 миллион тенке яхӑн тӳлемен. Ҫӗртме уйӑхӗнче предприяти 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ, ку укҫапа ҫу уйӑхӗнчи шалӑва парса татнӑ. Халӗ, ЧР транспорт министрӗ каланӑ тӑрӑх, шалӑва тупӑшран тӳлеҫҫӗ. Анчах предприяти тупӑшӗ нумаях мар. Хула тулашӗнче ҫӳрекен автобуссен тупӑшӑн ҫуррине яхӑнӑшӗ предприятие ҫитмест. Ҫавӑнпа ЧР Транспорт министерстви автобусра водительтен билет ыйтмалли пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи ветерансен ҫурчӗсем хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Ку сӑмах унччен те ҫӳрекелетчӗ-ха, халӗ ҫакна яваплисем ҫирӗплетсех каланӑ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем хальхи вӑхӑтра тӑваттӑ. Пушарпа кӗрешекенсем хакланӑ тӑрӑх вӗсенчен пӗри, Кӑрмӑшри, ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтерет. Ыттисене юрӑхсӑр тесе йышӑнма вӗсем йывӑҫ ҫуртсенче вырнаҫни хистенӗ. Специалистсем хурланӑ Янӑшри, Хыркассинчи, Шорккари уйрӑмсене хупма палӑртнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтнине Кӳкеҫри ветерансемпе инвалидсен ҫурчӗ ҫеҫ тивӗҫтерет иккен. Апла пулсан ялти ватӑсене Кӳкеҫе куҫараҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме пулать. Юрӑхсӑр ҫуртсене 2017—2018-мӗш ҫулсенче хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнче темиҫе ҫул каялла пулнӑ авари халӗ те ҫынсен асӗнчен тухмасть. Ун чухне арӑмӗпе упӑшки вилнӗ, вӗсен хӗрӗ 10 уйӑх комӑра выртнӑ хыҫҫӑн сывлама пӑрахнӑ. Ывӑлӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Вӑл та пулин сусӑра тухнӑ. Нумаях пулмасть ҫак аварире айӑплӑ ҫынна УДОпа колонирен кӑларнӑ. Ҫакӑ аварире шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсене питех те тӗлӗнтернӗ. Вӗсем ку ӗҫе Аслӑ суда пӑхса тухма ыйтнӑ. Ҫак кунсенче суд тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: руль умне ӳсӗрле ларса авари тунӑ Сергей Белова ун чухне 8 ҫуллӑха колоние ӑсатнӑ. Анчах вӑл ирӗке 5 ҫул маларах тухнӑ. Адвокачӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ, ирӗке тухсанах ӗҫе вырнаҫнӑ. Шар курнӑ ҫынсем Белов малтанах икӗ ҫын вилнӗшӗн ҫеҫ явап тытма шухӑшланине шута илме ыйтнӑ. Пӗчӗк хӗрача комӑра выртнӑ хыҫҫӑн, приговор янӑрасан, ҫеҫ пурнӑҫран уйрӑлнӑ имӗш. Айӑпланнӑ ҫын Улатӑр районӗн сучӗ УДО пирки ыйтӑва пӑхса тухас умӗн ҫеҫ кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тӑкак кӳнине саплаштарма тытӑннӑ. ЧР Аслӑ сучӗ Белова каялла колоние тавӑрмалла тесе йышӑннӑ. Арҫын суд ларӑвне килмен, колоние унӑн хӑйӗнех ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнӑ. Пурӑнмалли ҫуртсене, социаллӑ объектсене, организацисемпе предприятисене шыв виҫеллӗ пырса тӑма пуҫланӑ. Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра газ тата ҫутӑ укҫине вӑхӑтра тӳлесе пыманран парӑм пухӑнса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырман мар. Энергопурлӑхпа тивӗҫтерекен монополистсем ку ыйтупа темиҫе хутчен те канашлу ирттернӗ. Канашра парӑм самаййине кура Чӑваш энергосбыт компанийӗ хулари «Водоканал» предприятие ҫутӑ парассине чакарнӑ. Насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен. Канашри шыв ыйтӑвне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. «Шыв ҫуккипе тӗрлӗ чир-чӗр пуҫарса яма эпир пултараймастпӑр. Шыв каҫа валли пултӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв парса тӑрассине каҫ енне Канашра йӗркелесе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |