Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Наци телекуравӗн корпункчӗсене регионсенче йӗркелеме сӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 19.02.2019 12:51 | 1568 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Иртнӗ шӑмат кун, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Тутарстанри «Сувар» хаҫат хӑйӗн чӗрӗк ӗмӗрхине уявларӗ. Унта Чӑваш Енри делегаци те, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, хутшӑнчӗ.

Уяв вӑхӑтӗнчи вулакансен конференцине тӗрлӗ регионтан пухӑннисем ҫивӗч ыйтусене те хускатнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Михайлов, сӑмахран, Чӑваш наци телекуравӗ Чӑваш Енри чӑвашсен кӑна пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн корреспондент пункчӗсене чӑвашсем йышлӑ регионсенче те йӗркелемеллех. Чӑваш наци телекуравӗн анлӑшӗ сарӑлсан вӑл ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ ентешӗмӗрсен пурнӑҫне те ҫутатӗ. Вулакансен конференцийӗнчисем Юрий Михайловӑн шухӑшне ырланӑ. Вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе ҫавӑн пек чӗнӳпе тухма йышӑннӑ.

#уявсем, #юбилейсем, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #телекурав, #МИХсем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1103.8.4384
2019.02.22 08:59
Agabazar
Кунта, фото çинче, "Самар ен" редакторĕ çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем