Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Суд приставӗсен федераци службин республикӑри управленийӗ чи лайӑх водителе палӑртнӑ. Анчах ҫакна вӑл «Эсӗ мана килӗшетӗн, эсӗ вара аплах мар» тесе мар, конкурс ирттерсех суйланӑ. Мероприятие Автотранспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунне халалланӑ.

Конкурса 11 водитель хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен ҫул-йӗр правилине епле пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ. Конкурсӑн тепӗр пайӗнче руле ӑста тытнине кӑтартмалла пулнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, тен, ҫук та пулӗ, пӗрремӗш вырӑна хӗрарӑм-водитель тухнӑ. Вӑл — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Татьяна Григорьева. Иккӗмӗшӗнче — суд приставӗсен Шупашкарти Калинин районӗнчи пайӗн водителӗ Артем Зайцев, виҫҫӗмӗшӗнче — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Алексей Каргин.

 

Персона

Францинче пурӑнакан вырӑс художникӗ Николай Дронников Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне парнепе савӑнтарнӑ. Унччен те вӑл хӑйӗн кӗнекисене тата художество произведенийӗсене парнелекеленӗ иккен-ха. Хальхинче вӑл мӗнпе савӑнтарнине вулавӑш ӗҫченӗсем пӗлтерме васкамаҫҫӗ. Кӑсӑкланакаснем юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 11 сехетре вулавӑша ҫул тытма пултараҫҫӗ. Ун чух ҫав парнесене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парассине йӗркелӗҫ.

Николай Дронников Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ҫывӑх юлташӗ пулнӑ. Наци вулавӑшӗпе те вӑл туслашма ӗлкӗрнӗ.

 

Персона Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов
Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов

Красноармейски районӗн вырӑсла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Упи ялӗн тӗп урамӗн лапамӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ тата Раҫҫей I Патшалӑх Думинчи эсерсен фракцийӗн депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине паллӑ туса тата ӑна халалласа сквер уҫнӑ.

Абрамов Яков Абрамович — Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ. 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ.

Пурнӑҫӗ: Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пӗрремӗш Патшалӑх Думине лекнӗ.

Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха.

Малалла...

 

Персона
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.

Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 218, 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, 227, [228]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Юпа, 02

1926
100
Тӗпӗҫтӑвком чӑваш чӗлхин пирвайхи орфографи правилисене ҫирӗплетнӗ.
1946
80
Карлин Николай Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Пукаш Анатолий Владимирович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Юлия Силэм, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2009
17
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем