Хӗрлӗ Чутай округӗнче бюджет тата социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсене социаллӑ найм мелӗпе хваттер уйӑрса панӑ. Нумаях пулмасть хута янӑ ҫӗнӗ ҫуртра ун пекккисем валли 10 хваттер уйӑрнӑ.
Хваттер уҫҫине тивӗҫнисен йышӗнче – вӗрентекенсем, медицина ӗҫченӗсем, йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем. Палӑртмалла: Хӗрлӗ Чутай округӗ – ятарлӑ ҫурт-йӗр муниципалитет фондне пӗрремӗш йӗркелекенсенчен пӗри.