Муркаш районӗн сучӗн судйи пуҫиле ӗҫӗн материалӗсене улӑштарнӑ. Татьяна Салдыркина икӗ ҫынна ют пурлӑха варланӑшӑн, ют ҫын килне саккуна пӑсса кӗнӗшӗн суд тунӑ. Анчах патшалӑх айӑплавҫи приговора тепре пӑхса тухма янӑ.
Кун хыҫҫӑн судья следовтеле хӑйӗн патне чӗнсе илнӗ те официаллӑ документсене ҫыртарнӑ флешкӑна ыйтнӑ. Хайхискер (Татьяна Салдыркина ӗнтӗ) хӑй тӗллӗн хӑш-пӗр самантсене хуратнӑ, документсене улӑштарнӑ. Кайран следователе алӑ пусма ыйтнӑ. Ҫапла майпа ҫӗнӗ хутсене ҫӳлерех асӑннӑ пуҫиле ҫумне ҫирӗплетнӗ, чӑн-чӑннисене вара илсе юлнӑ. Ҫак ӗҫе Салдыркина аппеляцие янӑ.
Анчах ултав ҫиеле тухнӑ. Документсене улӑштарнине тӳрех темиҫе ҫын асӑрханӑ, ҫав шутра – прокурор та, айӑпланнӑ ҫын та, хур курнӑ ҫын та. Эксперт та документсене улӑштарнине ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнӗ хутсем ҫине алӑ пуснӑ следователь вара ҫапла ӑнлантарнӑ: судья унӑн йӑнӑшӗсене тӳрлетет тесе шутланӑ, ҫавӑнпа Салдыркина хушнине пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енри судьясен квалификациллӗ коллегийӗ Татьяна Салдыркина ку таранччен лайӑх енчен кӑна палӑрнине шута илсе ӑна асӑрхаттару ҫеҫ анӑ.