Ҫутҫанталӑк
Кун пек шӑрӑх ҫанталӑк 2010 ҫултанпа пулман. Паян урамра кӑшт уҫӑрах пулчӗ, ҫапах нормӑран ӑшӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнипех ҫакӑн пек кӑшт уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрнекун ҫеҫ шӑрӑхланӗ. Каҫсерен 11-16 градус ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче тинех ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ. Сывлӑш температури 20-25 градуса ҫеҫ ҫитӗ. Ҫапах антициклона пула хӗвеллӗ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗчченех тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Юлашки ҫулсенче ҫутҫанталӑк ылмашмаллипех ылмашса пырать. Кӑҫал ҫеҫ ӑҫта кӑна вӑрман ҫунмасть-ши, шыв-шур илмест-ши?! Чӑваш Ене илсен, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 21 сехет тӗлӗнче Йӑлӑмра пушар алхасма тытӑннӑ. Сосновка посёлокӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Вӑл 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме пушарпа кӗрешекен 8 единица техника, 4 инженери техники хутшӑннӑ. Пушар тухнӑ территори тавралла ятарлӑ полоса туса хунӑ. Пушара сӳнтерме Йӑлӑм посёлокӗнче пурӑнакансем те пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫапларах ҫанталӑк пулӗ Чӑваш Енре ҫак кунсенче шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Термометрсем паян пирӗн тӑрӑхра 30 градус ӑшӑ кӑтартӗҫ. Улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулнӑран шӑрӑха ытлашши туймӑпӑр. Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫанталӑк улшӑнӗ. Чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн вӑйлӑ ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма, вӑйлӑ ҫил вӗрме пултарӗ. Ҫитес эрнере пирӗн тӑрӑхра сулхӑнрах ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрла сывлӑш температури 20-25 градус пулӗ. Ҫитес канмалли кунсенче кӗске вӑхӑтлӑха каллех шӑрӑх килӗ. Синоптиксем ун чухне 30 градус ӑшӑ пулассине систереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем ҫурла уйӑхӗн варринчен ҫанталӑк кашт сивӗтессине пӗлтернӗччӗ. Анчах сивӗ васкамасть, вӑл пирӗн пата ҫурлан 24-мӗшӗнче ҫеҫ ҫитӗ. Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн – вӑйлах, аслати авӑтма, ҫил вӑйланма пултарӗ. Шӑматкун кӑнтӑрлаччен ҫамӑр ҫӑвӗ. Ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ: 24 градус таран ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун та пӑчӑ пулмӗ. Тунтикун вара каллех шӑрӑх таврӑнӗ, 30-35 градус ӑшӑ пулӗ. Унашкал ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе сывлӑш температури нормӑран 6 градус ӑшӑрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Республикӑра каллех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ҫанталӑк тепӗр темиҫе кун пулӗ. Кӗҫнерникун Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Вӑтам Азирен ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ҫавна май республикӑра ҫав кун 38 градус таран шӑрӑх тӑма пултарӗ. Шупашкарта сулхӑнра 33-35 градус пуласса пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури талӑкри рекордран пысӑкрах пулӗ ахӑртнех. 2011 ҫулта ку кӑтарту 33,2 градуспа танлашнӑ. Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 23-28 градуспа танлашӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Виҫӗмкун Чӑваш Енре ҫуллахи чи шӑрах кун пулнӑ. Сывлӑш температури 35,2 градуса ҫитнӗ. Унашкалли 2010 ҫултанпа пулман. Ҫав кунах шӑрӑха пула тачка пӗлӗтсем капланнӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Паян вара питӗ лайӑх ҫанталӑк: уҫӑ ҫил пур, 20-25 градус ӑшӑ. Ҫӗрле вара 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Эрнекун каҫхине тата ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх ҫитӗ: сулхӑнра та 28-33 градус пулӗ. Ытларикун каллех ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн эрне тӑршшӗпех 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ахӑртнех, ку ҫуллахи юлашки шӑрӑх пулӗ. Ҫурлан иккӗмӗш ҫурри ҫумӑрлӑ тата сивӗрех килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, вӑйлӑ ҫил Етӗрнери Красноармейски урамӗнчи 5-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ коммерци банкӗн ҫивиттине сӳсе кайнӑ. Пӑтӑрмах 16 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Ҫил ҫав вӑхӑтра ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Кредит учрежденийӗн ҫивиттийӗ Етӗрнери пуҫламӑш шкулӑн территорине пырса выртнӑ. Етӗрне район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗ хытах сиенленмен, мӗншӗн тесен ҫивитти тимӗр карта ҫине ӳкнӗ. Халӗ яваплисем пӑтӑрмаха сирессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Эльвира Хмелёва журналистӑн Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк Юлашки вӑхӑтра ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйне хытах кӑтартма пуҫларӗ. Ҫил-тӑвӑл, шыв-шур, вут-кӑвар этеме — пуян-и вӑл е чухӑн-и, ӑслӑ-и е айван-и, пысӑк вырӑн йышӑнать е хура ӗҫе пурнӑҫлать-и — никама та уяса-суйласа тӑмасть. Алхасса кайсан пурин пурлӑхне те пӗр пек ишет-ватать, ҫӗмӗрет-ҫӗрпе танлаштарать. Ҫутҫанталӑк тата технологи лару-тӑрӑвӗ ҫурт-йӗре, хваттере, ытти пурлӑха сиен кӳнине саплаштарассипе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа йышӑнма палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхн 2-мӗшӗнче ку ыйтупа Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче тӳре-шара канашлӑва пухӑннӑ. Сергей Артамонов вице-премьер ертсе пыракан мероприятие страхлакан компанисенче ӗҫлекенсем те хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, ӗнер те пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Шупашкарта, ав, «Пичет ҫурчӗ» чарӑнӑва тӳнтерсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫурла уйӑхӗ те пире ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ-и? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑш температурин вӑтам кӑтартӑвӗ нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ, ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ. Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче 27-32 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хӗвел пӑхӗ, ҫумӑр ытлах ҫумӗ. Иккӗмӗш ҫурри вара ҫумӑрлӑ килӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, сывлӑш температури те сивех пулмӗ, 20-25 градус тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫак кунсенчи ҫанталӑк кӗр енне сулӑннине аса илтерет. Апла пулин те синоптиксем Чӑваш Ене каллех шӑрӑх ҫанталӑк килессине систереҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пирӗн тӑрӑхра сывлӑш температури уҫӑрах тӑрӗ-ха. Кӑнтӑрла 21-26 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, вӑйлӑ ҫил тухӗ. Юнкун ҫумӑр ҫумӗ, анчах пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӗҫнерникун каллех ӑшӑ фрончӗ килӗ. Вӑл кун уяртса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫуса иртӗ. Ҫумӑр эрнекун та ҫума пултарӗ, сывлӑш температури 23-28 градуспа танлашӗ. Канмалли кунсенче ҫанталӑк 30 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче пирӗн патра 35 градус таран шӑрӑх пулӗ. Анчах вӑл 1-2 кунран ытла тӑмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |