Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки кунсенче Чӑваш Енре ҫил вӑйланнӑ, ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян циклон ҫурҫӗр еннелле кайнӑ, ҫапах каҫчен ҫил лӑпланмӗ-ха. Ыран тата юнкун республикӑра ҫил пулмӗ. Ыран каллех юр ҫӑвӗ. Юнкун кӑштах сивӗтӗ. Кӗҫнерникун каллех 0 градус кӑтартӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ. Эрнекун каллех ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, 10 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче каллех шартлама сивӗ килӗ. Хальхинче 20-25 градус пулӗ. Кун пек ҫанталӑк нарӑс варричен тӑма пултарӗ. Ҫитес эрне варринче сывлӑш темрератури 30 градус таран сивӗнме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗҫех хӗллен юлашки уйӑхӗ пуҫланать. Шартлама сивӗсем те пулчӗҫ, ҫумӑр та ҫурӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерчӗ. Нарӑс мӗнлерех килӗ? Уйӑх ҫил-тӑманран пуҫланӗ. Нарӑсӑн 1-2-мӗшӗсенче ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла – вӗҫтерсе лартать. Унтан сивӗ килет. Хӗвел тухӗ, сивӗтӗ. 30 градусах пулмасть ахӑртнех, ҫапах термометр 25 градус кӑтартӗ. Уйӑх варринче каллех юр ҫӑвӗ, нарӑсӑн 19-20-мӗшӗсенче ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑс уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус ӑшӑрах килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре нимеҫӗсен ирӗклӗ «Симӗс Чӑваш Ен» экологи отрячӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна республикӑри кашни муниципалитетрах йӗркелесшӗн. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре экологи нимелӗхӗпе кӑсӑкланас туртӑм ӳсни палӑрать – ҫапла палӑртнӑ «Симӗс хула» экологи организацийӗн регионти председателӗ Федор Алексеев. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, шулсенче, аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче экоотрядсем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем ҫуралаҫҫӗ, ҫутҫанталӑка сыхлас тӗлӗшпе мероприятисем иртеҫҫӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 143 экологи отрячӗ ӗҫлет. Вӗсенче 4900 яхӑн ҫын тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тин кӑна шартлама сивӗччӗ. Кӗҫех ав ӑшӑ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн юлашки 10 кунӗ нормӑран 8 градус ӑшӑрах пулӗ. Республикӑра вӑтамран 5-6 градус сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун термометр «плюс» кӑтартӗ. Кӑрлачӑн 23-24-мӗшӗсенче 85 ҫул пулман рекорд кӗтет: 3 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫумӑр, юр ҫума пултарӗ. Ыран юр ҫӑвӗ, 5 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун хӗвел тухӗ, ҫавӑнпа ҫуркунне пекех туйӑнӗ. Ытларикун майӗпен сивӗтме тытӑнӗ. Юнкун-кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ. Вӑл йӗпе пулӗ. Эппин, юр кӗлетке те тума май килӗ. Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк нарӑсӑн иккӗмӗш декадинче ҫеҫ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() bk55.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫул ытти чухнехичнен ӑшӑрах килнӗ. 2021 ҫул вара пӗлтӗрхинчен 1 градус сивӗрех пулмалла. Ку малтанах сивӗ хӗлпе ҫыхӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче термометр 30 градусран аяларах анӗ. Кун пекуки юлашки 4 ҫулта пулман. Иртнӗ ҫуллана пӑхас тӑк, ку уйӑхра 35 градус та сивӗ пулас хӑрушлӑх пур. Кӑҫалхи ҫулла утӑ уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулӗ. Ака тата ҫурла уйӑхӗсенче нӳрӗк сахал пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗлтӗр вара шӑпах ҫак уйӑхсенче ҫумӑр нумай ҫунӑ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал 2009 ҫулти пек пулма пултарӗ – ун чухне типӗ ҫанталӑк тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче чирлӗ хир сысни тупӑннӑ. Кун пирки Республикӑн патшалӑх ветеринари служби паян пӗлтернӗ. Хир сыснине «Балхаш» сунар ҫӗрӗ ҫинче асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ «Резон» хупӑ акционер обществин шутланать. Анализ тума Улатимӗрти ветеринари лабораторине ярса панӑ. Унти специалистсем тискер чӗрчун Африка мурӗпе чирлине палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чире сарӑлма парас мар тесе специалистсем халӗ тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗ пӗлтӗрхинчен 1-2 градус сивӗрех пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ синоптиксем. Кӑргач уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнчи каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Кӑрлач уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 0 градуса ҫывхарӗ. Шупашкарта виҫӗ кунта юр хулӑнӑшӗ 5 сантиметртан пуҫласа 10 сантиметр тарӑнӑш пулӗ. Кайран тепре юр кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тата 19-21-мӗшӗсенче ҫӑвӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 17-26-мӗшӗсенче сывлӑш температури 10-11 градус пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче юр хулӑнӑшӗ хальхи 15 сантиметртан 25-30 сантиметра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ хыпса илнӗ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ паян кӑнтӑрла иртсен пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, полигон ҫунма пуҫлани ҫинчен Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пӗлтернӗ хыҫҫӑн вырӑна яваплӑ специалистсем тухса кайнӑ. Лару-тӑру пирки республика Элтеперне Олег Николаева та систернӗ-мӗн. Полигона сӳнтерес ӗҫе ыран пуҫӑнӗҫ. Ун валли 6 самосвал, 2 экскаватор тата 2 бульдозер уйӑрӗҫ. Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, полигон ҫунни ҫутҫанталӑкшӑн тата ҫынсемшӗн хӑрушӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() fotokto.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫула мӗнле ҫанталӑкпа кӗтсе илӗпӗр? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер. Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, хушӑран ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Паян ҫӗрле юр ҫума тытӑнӗ. Ыран ирхине вӑйлах хӳсе лартӗ. Ҫӗрле те ҫума чарӑнмӗ. Республикӑра икӗ талӑкра 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ. Тунтикун 12-17 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таран пулӗ. Ҫил лӑпланса хӗвел тухӗ. Раштав вӗҫӗнче, кӑрлач пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ? Паян ав республикӑра юр ҫума пуҫларӗ. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра сывлӑш температури питех улшӑнмӗ. Юр вара нумайрах ҫӑвӗ. Раштав вӗҫӗччен юр хулӑнӑшӗ 10-12 сантиметра ҫитӗ. Ку талӑкра пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур. Раштавӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗтӗ, юр ҫумӗ. Канмалли кунсенче юр самай ӳкӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк хӗвеллӗ те сивӗ ҫанталӑкпа вӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине те шартлама сивӗ тӑма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |