Ҫутҫанталӑк
Ҫулла, ӑҫта эсӗ? Урамри ҫанталӑка пӑхса ҫапла калас килмест-и? Паян ӑшӑ-ха, анчах синоптиксен прогнозӗ савӑнтармасть: ҫулла ҫывхарнӑҫемӗн сивӗтсех пырать. Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра 30 градус шӑрӑх тӑнӑ. Кӑҫал вара эпир курткӑсене те хывма ӗлкӗреймерӗмӗр. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Ҫу уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ. Кӑнтӑрла та 10 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Хушӑран ҫумӑр вырӑнне юр та ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче кӑштах ӑшӑтӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ. Ун чухне 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӗмӗрт ҫурӑлнӑ. Апла, халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтмелле. Чӑннипе вара кӑҫал ҫу уйӑхӗнче ӑшӑ йӗркеллӗ те пулман. Пӗрремӗш декада сивӗ тӑчӗ. Синоптиксем пӗлтерне тӑрӑх, унашкалли 15 ҫул пулман. Паллах, ҫынсем ӑшӑ ҫанталӑк кӗтеҫҫӗ. Анчах синоптиксем савантармаҫҫӗ: ҫумӑр сахалтан та 1 эрне ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ыран 13-18 градус таран ӑшӑтӗ. Тунтикун каллех сивӗтме пуҫлӗ. Кӗҫнерникун чи сивви пулӗ: 8-10 градус ҫеҫ. Ҫитес эрне вӗҫне ӑшӑтма тытӑнӗ, 20 градус ӑшӑ ҫу уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче анчах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫу уйӑхӗ ҫу уйӑхӗ пек мар кӑҫал, нормӑран 3,5 градус сивӗрех. Синоптиксем лӑплантарма васкаҫҫӗ: текех питех сивӗ пулмӗ, тӑм ӳкмӗ. Малашне ӑшӑтса пырӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, 20 градус таранах пулӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫил те лӑпланӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-13-мӗшӗсенче ҫанталӑк кӑштах пӑсӑлӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче каллех ӑшӑтӗ, аслатиллӗ ҫумӑр та ҫума пултарӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче каллех сивӗтме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Геннадий Исаков архивӗнчи сӑн Атӑл леш енче хӑйне евӗр акӑшсем (кликунсем) вырӑн тупнӑ. Кун пирки «Шупашкарти хыпарсем» сайт пӗлтерет. Акӑшсем Атӑл леш енчи пӗр кӳлӗне вӗҫсе килнӗ. Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ку сайра тӗл пулакан пулӑм. Мӗншӗн тесен ку таранччен республикӑра унашкал акӑшсем пӗр вырӑнта тӗпленнине ҫеҫ шута илнӗ. Акӑшсем ҫынран хӑрамаҫҫӗ пулин те вырӑнти халӑха вӗсене тӑрантарма сӗнмеҫҫӗ. Вӗсем аяккарах вырнаҫнӑ кӳлле вӗҫсе кайсан лайӑхрах, мӗншӗн тесен унта вӗсемшӗн хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Зелёная суббота» (чӑв. Симӗс шӑматкун) экологи акцийӗ пуҫласа иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — усӑ курнӑ электрон япаласене тата приборсене парнелесси тата пӗр-пӗринпе ылмаштарасси. «Хупӑ ҫаврӑмри экономика ӑнлав паян чылай фактора пӗрлештерсе тӑрать. Ку вӑл — производительсен яваплӑхӗ те (тирпейлеме меллӗ материалсемпе усӑ курни), тирпейлесси те, япаласене тепӗр хутчен усӑ курни те», – тенӗ акцин тӗллевӗ пирки Раҫейӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минитсрӗн ҫумӗ Дмитрий Тетенькин. Хула ҫыннисем принтерсем, джойстиксем, компьютер системин блокӗсене, клавиатурӑсем, блютуз-колонкӑсем илсе пынӑ. Тата 5 фотоаппарт йӑтса пынӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ хуҫисене тупнӑ. Хуҫа тупӑнман тавара мастерскойсене саппас пайсем валли уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫу уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхинчен кӑшт ӑшӑрах та пулма пултарӗ. Ҫумӑр вара икӗ хут сахалрах ҫӑвӗ. Уйӑх таршшӗпех тенӗ пек Вӑтам Азирен ӑшӑ та типӗ сывлӑш килӗ. Ҫавна май типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Виҫҫӗмӗш декада ҫеҫ ҫумӑрлӑ килме пултарӗ. Ҫитес уйӑхра виҫӗ хутчен сивӗтӗ: пуҫламӑшӗнче, варринче тата вӗҫӗнче. Кашнинчех ҫӗр шӑнӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрла 23-28 градус таранах ӑшӑтма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗнерхи кун Чӑваш Енре чи ӑшши пулнӑ. Сывлӑш температури 18,3 градус таран ҫитнӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех сивӗтӗ. Эппин, ӑшӑ тумсене халех пуҫтарса хумалла мар. Ыран 17-2 градус таран ӑшӑ пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкун сивӗ фрончӗ ҫывхарма пуҫлӗ. Хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати те авӑтма пултарӗ. Кӗҫнерникун кӑнтӑрла нумайран та 5-10 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрле шӑнтӗ. Юр ӳкме те пултарӗ. Ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш кунсенче сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк пирӗн пата пӗрремӗш декада варринче таврӑнӗ. Уявсем хыҫҫӑн сывлӑш температури 15-20 градуса ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
psfishki.net сайтри сӑн "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче пире лайӑх ҫанталӑк савӑнтарӗ. Ыран та паянхи пекех хӗвеллӗ, лӑпкӑ ҫиллӗ ҫанталӑк пулӗ, термометр 12-14 градус кӑтартӗ. Ҫапах каҫсерен шӑнтма пултарӗ. Вырсарникунпа тунтикун татах ӑшӑтӗ, ҫил те лӑпкӑ пулӗ. Ытларикун пушшех те ӑшӑ ҫанталӑк савӑнтарӗ. Сывлӑш температури 20 градус таран ӑшӑнӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тата ӑшӑрах пулӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ те кӑштах сиветӗ: 13-15 градус пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче питӗ ӑшӑ пуласса кӗтмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ака уйӑхӗн варринче тем хулӑнӑш юр ҫуса лартни юлашки хутчен хӑҫан пулнӑ-ши? Ҫанталӑк кӗрхи пекех: сивӗ, йӗпе юр пӗрӗхет… Юр ирӗлессе вӑрах кӗтме тивмӗ. Ку эрнере ҫумӑр ҫӑвӗ, унтан хӗвел пӑхӗ. Паллах, тин ҫунӑ юртан йӗр те юлмӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвеллӗ ҫанталӑк шупашкарсене ҫеҫ савӑнтарӗ. Ыран 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкун пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Кӑнтӑр районсенче пӗлӗтсем хупӑрласа илӗҫ. Эрне варринче сывлӑш температури 8-10 градуспа танлашӗ. Мӑнкуна 15 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ку – республикипех. Анчах синоптиксем каллех сивӗтме, юр ҫума пултарассине те асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
zyarro сайтри сӑн Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ. Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр. Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |