Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Лысяковсем ачисене телейлӗ ӳстерессишӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Мария Александровнӑпа Александр Анатольевич ҫемйинче пилӗк ача. Асли — 13-ре, кӗҫӗнни — 2-ре. Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр. Тӗпренчӗкӗсене чунтан юратакан ашшӗпе амӑшӗ ывӑл-хӗрне вӗсен чун киленӗҫне кура аталантарать. Тепӗр ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫа кӗреймен хӑйӗн ӗмӗтне ача урлӑ ҫитерме талпӑнать. Лысяковсем вара апла мар. Вӗсем ачисем мӗнпе кӑсӑкланнине кура чун киленӗҫӗ тупса панӑ. Аслисем, акӑ, акӑлчан чӗлхине тарӑннӑнрах ӑша хываҫҫӗ, арҫын ачасем робототехникӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ, хӗрачасем ташлама юратаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫемье бассейна ҫӳрет. Кӗҫӗннине шута илмесен аслисем пурте музыка шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Ачасем конкурссене пӗрмай хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ шайри диплома тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cheb.mk.ru сайтри сӑн Кӑҫал хӗлле юр нумай ҫурӗ те, ейӳ вӑйлӑ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк пулнине унчченех асӑрхаттаратчӗҫ. Ӗнер ҫанталӑк самай ӑшӑтнӑ, юр вӑйлӑ ирӗлме пуҫланӑ. Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Чӑваш Сӑкӑтӗнчи Чапаев урамӗнче пурӑнакансем ӗнер шар курнӑ. Унта уй-хиртен, вӑрмантан шыв тӑрук анса ял тӑрӑх юхма тытӑннӑ. Аса илтерер: ӗнер Улатӑр администрацийӗ Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарни пирки пӗлтернӗччӗ. Пӗр талӑкра шыв 1 метр ытла хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Улатӑр хула администрацийӗ Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарни пирки асӑрхаттарнӑ. Ку Улатӑр хулинчи «Подгорье», «Ямская» микрорайонсенче, Симӗс тата Водников кварталӗсенче пурӑнакансене пырса тивет. Паянхи кун шыв шайӗ 435 сантиметр. Пӗр талӑкра шыв 105 сантиметр хӑпарнӑ. Палӑртмалла: 730 сантиметра ҫитсен ҫуртсене шыв илес хӑрушлӑх пур. Сӑмах май, «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран 18 градус таранах ӑшӑ пулмалла. Анчах ҫил тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
volgodonsk-media.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫӑлавҫӑсем Атӑлта путма пуҫланӑ пулӑҫа пулӑшнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ку ирхине 7 сехет ҫурӑра Чӑваш Енпе Тутарстан чиккинче Куславкка хули патӗнче пулнӑ. Зеленодольск хулинче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын мотобуксировщикпе пынӑ. Ҫӗрле пӑр шӑннӑ тесе шаннӑ. Анчах вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Юрать-ха, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Шӑнса кӳтнӗскере ҫӑлавҫӑсем Волжскри пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
vk.com/antonkroto страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Антон Кротов ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ. Аякри ҫула тухма юратакан арҫын тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх 1991 ҫултанпа ҫӳрет. Унтанпа вӑл хамӑ ҫӗршыви мӗнпур регионта пулнӑ, тӗнчери 130 ҫӗршыва ҫитнӗ. Антон Кротов ирӗклӗ ҫулҫӳрев концепцине хатӗрленӗ. Унта автостоп та, вписки меслет те (ҫын патӗнче ҫӗр каҫасси) тата ытти кӗрет. Ҫутҫанталӑкӑн кашни вӑхӑтӗнче тата тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗ мелпе усӑ курма пулать иккен. Хӑй кайса курас ҫӗре кирек кам та ҫитме пултарать, ҫавӑн валли нимле гид та, турфирма та кирлӗ мар тесе шухӑшлать опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ. Тӗлпулу 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Москакассинче ача пахчи тӑваҫҫӗ. Ӗҫсем епле пынипе вырӑнти тӳре-шара паллашнӑ. Муниципаллӑ округӑн территорисене хӑтлӑх кӗртессипе тата аталантарассипе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Андрей Мясников хӑй куҫӗпе курса хакланӑ. Унта вӑл планерка та ирттернӗ. Унта подряд организацийӗн пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Рабочисем хальхи вӑхӑтра ача пахчин никӗсне хураҫҫӗ. Ҫак ӗҫе строительсем ҫитес эрнере вӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Муркаш ҫити экологи сукмакӗ уҫасшӑн. Туризм маршручӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗ. Паллашмалли унта вара, чӑн та, пур. Ҫак эрнере Муркаш муниципаллӑ округӗнче республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Елена Дымза пулнӑ. Вырӑнти администрацире пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Зоя Дипломатовӑпа вӗсем экологи сукмакне кӗртнӗ объектсене тишкернӗ. Экомаршрута авалхи чӑваш юманне, шыв сиккине, страус фермине, Ильинкӑри вӑтам шкула тата «Юман» кафене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗ ҫывӑхӗнчи Шиблево кӳллинче пулӗ нумай вилнине сӑн ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑр ирӗлнӗ вырӑнта вилнӗ пулӑ нумай ишсе тухнӑ. Мӗн пулнӑ-ха унта? Вырӑнти ҫынсен шухӑшӗпе, юнашар «Кипиай Агро» уй-хирӗ пур, ҫавна пула юханшыв вараланма пултарнӑ. Рыбнадзор ӗҫченӗсем юханшыва тӗрӗслӗҫ, шыв пробине илӗҫ. Тӗрӗслеве Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура та хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫӗр паракан саккун пур. Юлашки вӑхӑтра ҫынсем ҫӗр вырӑнне укҫан илме пултараҫҫӗ. Тӳлев вӗсене пӗр хутчен лекет. Шӑпах ҫавӑн пек майпа усӑ курнӑ та Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Энтри Пасар ялӗнче пурӑнакан Лукиновсем. Вӗсем ҫӗр вырӑнне укҫа сетификатне суйласа илнӗ. Еленӑпа Владимирӑн виҫӗ ача. Хӗрарӑмпа арҫын тӑван ялта ӗҫлеҫҫӗ. «Ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа илме май килнишӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр. 250 пин тенкӗ укҫана эпир хваттер туянма ярасшӑн», — тенӗ виҫӗ ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Нават ялӗпе ҫыхӑнтаракан кӗпере, хӗлле Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑскере, илме пуҫланӑ. Текех унтан каҫса ҫӳреме май пулмӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май Сӑрта шыв хӑпарнӑ, пӑр ҫӳхелнӗ. Эппин, унта техникӑн кӑна мар, ҫынсен те ҫӳреме юрамасть. Ку хальлӗхе кӑна. Кайран унта пантон кӗпер тӑвӗҫ. Палӑртмалла: хӗллехи кӗпер раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |