Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Комсомольскинче пурӑнакан хӗрарӑмсем питӗ ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем нуски, пинетка ҫыхаҫҫӗ. Питӗ-питӗ пӗчӗк вӗсем, мӗншӗн тесен вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем валли ҫыхнӑ.

Чӑнах та, нускисемпе пинеткӑсем пукане валли ҫыхнӑ пекех. Ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипе ҫыхнӑскерсене кӗҫех вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем патне ҫитӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2025 ҫула пирӗн республикӑра ҫӗнтерӳ темине халаллӗҫ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку сӗнӗве Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑ. Ҫак ыйтӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗнче хускатнӑ.

2025 ҫула ҫӗнтерӳ темине халаллани ытахальтен мар. Ҫитменнине килес ҫул пирӗн ҫӗршыв Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлӗ.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Аня Чижова ячӗллӗ фонд кӑҫал та авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шкул ачисене акцие хутшӑнма чӗнет. Вӗрентекен валли класпа пӗр чечек ҫыххи илсе памалла та ытти укҫана нихӑҫан сипленмен ачасем валли ямалла. Фонд «Чечек вырӑнне - ачасем» акцие кӑҫалхипе саккӑрмӗш ҫул ирттерет.

Пӗлтӗр акци вӑхӑтӗнче 916 284 тенкӗ пуҫтарнӑ.Ку укҫа 26 ачана пулӑшма кайнӑ. Унта Мускаври, Мари Элти, Чӑваш Енри, Мускав ҫывӑхӗнчи шкулсем хутшӑннӑ. Спонсорсем те пулнӑ.

Кӑҫал акци вӑхӑтӗнче 2 миллион та 334 пин тенкӗ пухма палӑртнӑ. Ку укҫапа 94 ачана пулӑшасшӑн.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӗмӗл волонтёрсен конкурсӗ иртет. Ӑна республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ.

«Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацие Раҫҫей ҫарне пулӑшакан, гуманитари пулӑшӑвӗ кӳрекен ватӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

«Волонтёр-наставник» номинацие — ачасене пӑхса пулӑшакансем, ватӑсене пулӑшу кӳрекенсем; «Эко-волонтёр» номинацие — ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе тӑрӑшакансем; «Социаллӑ экспреса» — тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнакансем.

Документсене mintrud@cap.ru электрон адреспа ярса памалла. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене «Кӗмӗл Чун» республикӑри форумра чыслӗҫ.

 

Республикӑра
funnyart.club сӑнӳкерчӗкӗ
funnyart.club сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан Чӑваш Енри вӑрманҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ.

«2025 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе лесниксен ӗҫ укҫи ӳсӗ. Чӑваш Республикине тепӗр ҫул ҫак тӗллевсем валли ӗҫ укҫи фончӗн 24% ӳсӗмне пӑхса хӑварнӑ», — палӑртнӑ Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентствин ертӳҫи Иван Советников Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫи республикӑри вӑтам шалуран 2,1 хут пӗчӗкрех. Ӗҫ укҫине ӳстерсен кадрсен ыйтӑвӗ те лайӑхланӗ.

 

Республикӑра
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри икӗ ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев паттӑрлӑхшӑн чысланӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе ҫар чаҫӗн — 29682 уй почтин комендант батальонӗн 2-мӗш комендант ротин санитари инструкторне Михаил Иванова наградӑланӑ.

Чӑваш Республикин Хисеп грамотине 26388 ҫар чаҫӗн снайперӗ Евгений Михайловский тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан арҫын пысӑк кӑмпа тупнӑ. Киле ҫитсен тараса ҫинче виҫсе пӑхнӑ та - 4 килограмм ытла.

Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑмпана ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тупнӑ. Ҫав кӑмпа «дождевик» ятлӑ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/99474
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Денис Гордеев тата Павел Балыков «Шупашкар - Сурски» ҫул ҫинче васкакан «Тойотӑна» чарнӑ. Унта вара тӑннӗ ҫухатнӑ 32-ри пассажир выртнӑ. Унӑн энцефалит пулма пултарнӑ. Полицейскисем кашни минут хаклине шута илсе машинӑна пульницӑна ҫити ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе пациента вӑхӑтра медпулӑшу панӑ. Тӑванӗсем вара ЧР шалти ӗҫсен министрне тав туса ҫырса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69911
 

Республикӑра
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи специалистсен шалу пӗчӗк. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Ӗҫе тинтерех вырнаҫнӑ ҫын унта 26 пин тенкӗ илет иккен, вӑтам шалу вара уйӑхсерен 33 пин тенкӗпе танлашать-мӗн.

«Экономика аталанӑвӗн министерствин ертӳҫи пулнӑ май эпӗ МФЦсен ӗҫне те сӑнаса тӑратӑп, лару-тӑрӑва ылмаштарӑпӑр.

Ӗҫ укҫине ҫитес ҫултан ӳстерме укҫа пӑхса хӑварӑпӑр. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 39 пин тенке ҫитӗ», — тесе хыпарланӑ министр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall609844792_5725
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ҫӑлавҫисем вӑрманта ҫухалса кайнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ.

Кинемей ҫухални пирки пӗрлехи службӑна ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехет те 37 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм Анат Кӑмаша ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта аташса кайни пирки хыпарланӑ. Вӑл унта кӑмпа пуҫтарма кайнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса кинемее часах тупнӑ. Аса илтерер: «Лиза Алерт» ушкӑн Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнчи Геннадий Рогулина шырать. Вӑл та вӑрманта ҫухалнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, ...629
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 05

1921
104
Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть