Республикӑра
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗ ҫывӑхӗнче Кӗтне юханшывӗ хӗрринче электрокӗтӳҫ вырнаҫтарнӑ. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна унтан илмелле тесе йышӑннӑ. Электрокӗтӳҫ ҫынсене ирӗклӗн ҫӳреме чӑрмантарнине палӑртнӑ. Ӑна шыв ҫывӑхӗнче вырнаҫтарни саккуна та пӑсать тесе прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Йӗпреҫ районӗн сучӗ ӑна тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Раҫҫей почти» акционер обществин Феерацин почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Максим Ладилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ хутра каланӑ тӑрӑх, Максим Эдуардович ку хисепе «ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енре почтӑна Ладилов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Почта тытӑмӗнче вӑл чылай ҫул ӗҫленӗ иккен. 2006 ҫултанпа Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
toplogos.ru сайтри сӑн Тӗнче тетелӗнчи «МК в Чебоксарах» хаҫата малашне Владимир Васильев ертсе пырӗ. Вӑлах - «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ. Ҫапла «МК»-на «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ кӑларса тӑрӗ. «МК» Чӑваш Енре иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе тухса тӑрать. Унтанпа ӑна темиҫе тӗрлӗ редакци кӑларса тӑнӑ. Темиҫе ҫул каялла хаҫата кӑларассишӗн Йошкар-Олари компани яваплӑ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче ШӖМӗн коллегийӗ иртнӗ. Унта ултавҫӑсем пирки те калаҫнӑ. ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов тӗнче тетелӗ урлӑ тата телефонпа усӑ курса укҫа вӑрланипе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫӑмлатасси ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл республикӑри ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине те каланӑ. «Палламан номертен шӑнкӑравлакансемпе чӑвашла калаҫмалла», - тенӗ вӑл. Прокурор палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ӑнланмалла мар чӗлхепе калаҫнине илтсен чылай чухне телефона сӳнтереҫҫӗ. Сӑмах май, Эдуард Гиматов Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче Катӑш ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл килтен кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗрлӗ тӗслӗ куртка, угги тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыранӑ. Хӗрарӑма тупни пирки кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Анчах, шел те, унӑн виллине. «Лиза Алерт» сайтӗнче нимеҫӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре «Архивы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архивӗсем) информаци тытӑмӗ туса хума йышӑннӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗнче асӑннӑ тытӑм пирки калакан йӗркене ҫирӗплетнӗ. Правительство йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Подслушано Аликово" пабликири сӑн Тӗнче тетелӗнче Элӗк округӗнчи Ман Вылӑра ҫынна масар ҫине ҫунапа сӗтӗрнине кӑтартакан сӑнӳкерчӗк анлӑ сарӑлнӑ. Ҫула мӗншӗн хырман? Прокуратура тӗрӗсленӗ. Пӗр ҫемьере ватӑ арҫын чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл нумай ҫул трактористра ӗҫленӗ. Ҫав кун шӑпах юр нумай ҫунӑ. Тӑванӗсем ҫул хырма ыйтса вырӑнти администрацие шӑнкаравланӑ. Малтан лешсем шантарнӑ. Кайран пуҫлӑх телефона тытма пӑрахнӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, администраци ҫын пытарнине пӗлнӗ. Анчах ҫул хырас тесе ним те туман. Ведомство Элӗк округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Енре - Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ. Ҫулталӑка официаллӑ майпа уҫасси йӑлана кӗнӗ. Экологи ҫулне кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ыран, уҫма палӑртнӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Унта влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, общество ӗҫӗсене хастар хутшӑнакансем, шкул лесничествине хутшӑнакансем, педагогсем, наставниксем, ӑсчахсем, экологсем, вӑрманҫӑсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 8,5 процент ӳсӗ. Ку вӑл медицинӑра, педагогикӑра, социаллӑ тата ытти ҫавӑн йышши сферӑра ӗҫлекен 70,5 пин ҫынна пырса тивӗ. Йышӑнӑва республикӑн Правительстви ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Индексаци валли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑванӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫывӑх вӑхӑтра ҫавӑн пек ятарлӑ йышӑнусем тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
usinsk.online Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ойкас ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ ҫын юрҫӳренпе пынӑ чухне ҫырмара кӗрсе ларнӑ. Юр нумай пулнипе вӗсем хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ вырӑна ҫитнӗ те икӗ ҫынна ҫырмаран тухма пулӑшнӑ. Вӗсене специалистсем служба юрҫӳренӗпе ял ҫывӑхӗнчи ҫул патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |