Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри хулинче 15-ри каччӑ машинӑпа полицейскисенчен тарса юр купи ҫине пырса кӗнӗ.

Ку Лазо урамӗнче пулнӑ. Ҫӗрле ҫул-йӗр инспекторӗсем «Лада» машина хӑрушӑ маневрсем туса пынине асӑрханӑ. Пакунлисем ӑна чарӑнма ыйтнӑ, анчах водитель тарма пуҫланӑ. Анчах та инҫе каяйман – ҫул хӗрринче купаланса выртакан юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ: ҫул ҫитмен каччӑн водитель прави ҫук.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи Варасӑр ялӗнче пурӑнакан Рожновсем туй тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. Алексей Калистратовичпа Ефросиния Николаевна 1956 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстренӗ, кашнине пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Ҫемье пуҫӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ: колхозра рабочирен пуҫланӑ та механизатора ҫитнӗ. Кил ӑшшин управҫи шкул хыҫҫӑн Мускавра ӗҫленӗ, анчах чунӗ тӑван тӑрӑхах туртнӑ. Унтан таврӑнсан рабочи пулнӑ, кайран — хмелевод.

Паянхи кун Рожновсен – 6 мӑнук, 7 кӗҫӗн мӑнук.

 

Республикӑра
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнарти аш-какай мясокомбинатӗнче продукцие упрамалли хальхи вӑхӑтри склад туса лартнӑ. Унта пӗр харӑс 60 тонна продукци вырнаҫать, ку вӑл унччен пулнинчен 2,5 хут пысӑкрах, саккаса вара 4 сехетре пурнӑҫлама пултараҫҫӗ-мӗн.

Предприятири роботсем, вӗсене унта

Вася теме юратаҫҫӗ, талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем вара комплекса ӗҫлеттерессишӗн яваплӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26323
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Фанческо ятлӑ арҫын ача кун ҫути курнӑ. Ӑна Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрацленӗ.

Ача Марийӑпа Роккӑн ҫемйинче ҫуралнӑ. Мария – Чӑваш Ен хӗрӗ, Рокко – Итали каччи. Мария Италие итальян чӗлхине вӗренме кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне паллашнӑ вӗсем.

Халӗ ҫемье Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ хӗрӗ вӗсен Александра ятлӑ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинчи ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр 11 камера вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем сӑн тата видео ӳкерсе илӗҫ.

Ӗҫе пурнӑҫлама 38 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Камерӑна вырнаҫтараканни — Питӗрти «Потс» тулли мар яваплӑ общество.

Виҫӗ уйӑхра подрядчикӑн 11 камера вырнаҫтармалла, унсӑр пуҫне Канашри Ленин проспектӗнчи тата Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчисене юсаса ҫӗнетмелле.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш – ывӑлпа хӗр – ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене киле кӑларнӑ.

Ку телей Бургановсен ҫемйине ҫитнӗ. Ачасем 37-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ. Малтан Самира ҫуралнӑ – 2700 грамм тайнӑ, 49 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Унтан, тепӗр 6 минутран, Самир ҫут тӗнчене килнӗ. Арҫын ача 2810 грамм тайнӑ, 48 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ачасене «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» парне панӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем тухтӑр патне «МАХ» наци мессенджерӗ урлӑ ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Ятарлӑ мини-приложенипе усӑ курса ҫынсем терапевт патне ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Специалистсен списокӗ ӳлӗмрен ӳссе пырӗ», — пӗлтернӗ Лариса Тарасова.

«МАХ» мессенджер урлӑ тухтӑр патне ҫырӑнас тесен @medicine_chuv_bot бота уҫмалла.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Канаш окугӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче Юр кӗлеткесен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ.

Ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫак мероприятие Юр кӗлетке кунӗ умӗн ирттернӗ.

Юр кӗлеткесем чӑрӑшшӑн кӗрешнӗ. Ӑмӑртура туслӑх ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен пурте тӑвайккинчен ярӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16681
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче пурӑнакан Арбузовсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Николай Захаровичпа Маргарита Васильевна – тӗслӗхлӗ мӑшӑр. Пӗрлешсен вӗсем ҫурт лартнӑ, ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Арбузовсем тӑхӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_16940
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнче пурӑнакан арҫыннӑн импульс генераторне тата аккумуляторне 5 ҫул каялла вӑрланӑ. Ун чухне вӑл 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Ҫухалнӑ япаласене тӳрех йытӑпа шыранӑ. Анчах усси пулман. Япаласене шырав базине кӗртнӗ.

Халӗ, 5 ҫул иртсен, Вӑрнарти оперативниксем вӑрланӑ генератора Вӑрнарта пурӑнакан арҫын патӗнче тупнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, вӑл айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ...680
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

Сурӑх:

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та