Вӗренӳ
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара вӗренӳ тытӑмӗ инҫет ҫыхӑну мелӗпе анлӑ усӑ курать. Ҫак кунсенче ҫапла мелпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш касси ачисене, ҫавӑн пекех студентсене вӗрентеҫҫӗ. Уроксене педагог тӗрлӗ мелпе йӗркелеҫҫӗ: социаллӑ сетьсем урлӑ та, мессенджерсем е видеоконференцҫыхӑну валли усӑ курмалли программӑсем пулӑшнипе те. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентме пӗрлехи платформа ҫине куҫассине республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӳре-шара Мускавра тата Мускав облаҫӗнче усӑ куракан программӑна республикӑри пилӗк шкула тӗрӗслесе пӑхма сӗннӗ. «Хӑш платформӑпа ӗҫлессине палӑртиччен программӑна IT-специалистсем ҫеҫ мар, унпа усӑ куракан учительсемпе ачасем те хаклаччӑр», – тенӗ Чӑваш Ен вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ Алла Салаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ хулинче тата тепӗр ача пахчи туса лартӗҫ. Юлашки ҫулсенче хула сарӑлса, пысӑклансах пырать. Ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартнӑ май ачасен йышӗ те ӳсет. Ҫӗнӗ объект тӑвасси пирки район администрацийӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Ача пахчи Арцыбышев урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пулӗ. Объектӑн контракт хакӗ 214 миллион тенкӗ. Ача пахчине федераци, республика тата район хыснисен шучӗпе тӑвӗҫ. Учрежденире ясли тата кӗҫӗн ушкӑнсем пӑхса хӑварӗҫ, бассейн, столовӑй, физкультурӑпа акт залӗсем, кӗпе ҫумалли пӳлӗм, психолог, логопед пулмалла. Ҫӗнӗ ача пахчине 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() vest-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ырантан, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗсенчи 9-11-мӗш класс ачисене тата студентсене инҫет ҫыхӗпе вӗрентӗҫ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче паян иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Йышӑну хальлӗхе икӗ эрнене пырӗ. Кӑшӑлвируспа пирӗн республикӑра 114 вӗренекен чирленӗ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ Шупашкарта-мӗн. Ковид тӗп хулара 104 ачана ернӗ. Вӗрентекенсем те чирлеҫҫӗ. Вирус 54 педагога лекнӗ. Ку йышран 17-шӗ — Шупашкарта. Кӑшӑлвируса пула Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш, Вӑрнарти 2-мӗш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсене вӑхӑтлӑха хупнӑ. 34 класс инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ промышленность валли роботсем тата автоматизациленӗ тытӑмсем кӑларакан «KUKA» компанипе килӗштерсе ӗҫлӗ. Ӗҫе темиҫе енӗпе йӗркелӗҫ, ҫав шутра вӗренӳре ҫӗнӗ йышши оборудованисемпе усӑ курассине те палӑртса хунӑ. KUKA технологийӗсемпе усӑ курса кӑларакан роботсене сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ҫавӑ промышленноҫри робот техники валли пысӑк шайри специалистсене хатӗрлеме пулӑшӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫамрӑксем роботпа ӗҫлеме кӑна мар, ун валли программӑсем ҫырма та хӑнӑхӗҫ. Ун валли ятарлӑ лаборатори уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкул ачисене пурне те, пур класа та дистанци мелӗпе вӗрентме янӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем ку мелпе чӳкӗн 12-26-мӗшӗсенче вӗренӗҫ. Палӑртмалла: ку шкулта темиҫе класс карантинра пулнӑ. Унта пӗр вӗренткенӗн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ. Пӗр ачан амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хушӑва хатӗрлесен сетьри журнал урлӑ ярса парӗҫ. Каласа хӑвармалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк пуҫланнӑранпа ку вируса пула 33 ҫын вилнӗ, юлашки талӑкра – 2 ҫын. Пӗтӗмпе 178 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен «Артек» центрта «Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ 11-мӗш класс ачисене, 300 ҫамрӑка, 1 миллион тенкӗ, 9-10-мӗш классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫе 200 пиншер тенкӗ панӑ. Сӑмах май каласан, ку проекта Чӑваш Енри 3 пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Финала пирӗн тӑрӑхри ҫичӗ ача лекнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ: Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти Александра Салмина, Шупашкарти 56-мӗш шкулти Игорь Александров, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи шкулти Иван Иванов – тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ. Чулхулари чӑвашсен автономийӗн ертӳҫин Алина Артемьевӑн хӗрӗ Дарья та финалистсен йышӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() krasnoyarsk.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе йӗркеленӗ оперштаб паян каллех ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче тӳре-шара тата яваплӑ специалистсем ачасем кӗрхи каникула епле ирттерессине сӳтсе явнӑ. Республикӑри 169 шкулта каникула юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен кайнӑ, вӗсем чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен канӗҫ. Тепӗр 244 шкулта каникул чӳк уйӑхӗн 2-мӗшнче пуҫланӗ. Шкула кайман вӑхӑтра ача-пӑчан килте лармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ яваплисем. Республика Правительствин вице-премьерӗ — вӗренӳ министрӗ Алла Салаева кружоксемпе секцисен ӗҫне те чарса лартмалла тесе шухӑшлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗпе, Спорт тата Культура министерствисемпе пӗрле кружоксене каникул вӑхӑтӗнче ӗҫлеттермелле мар тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() fialka.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче строительство организцийӗсенчен пӗри, «СК Приоритет» тулли мар яваплӑ общество, ача пахчине юсама килӗшнӗ. Муниципалитетпа вӑл контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта ӗҫе пӗр уйӑхра вӗҫлеме шантарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, Шупашкар районӗнчи Карачурари «Фиалка» ача пахчине юсаса пӗтермен. Ӗҫе муниципалитетпа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеменнине прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Строительство организацийӗн пуҫлӑхне суд администраци мелӗпе явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() caricature24.com сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ертӳҫисем тӗрӗслевҫӗсенчен хӑранипе укҫасӑр юлнӑ. Хулари шкулсенчен пӗрне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл право органӗсенче ӗҫлекен тесе каланӑ. Ҫав ҫын шкула тӗрӗслевҫӗсем пырассине пӗлтернӗ. Хӑнасене чечекпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе кӗтсе илме сӗннӗ. Ултавҫӑна ӗненсе шкул директорӗ палламан ҫын счечӗ ҫине 23 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Тепӗр шкул директорне те ҫавӑн улталанӑ. Анчах тӑкак виҫи пӗчӗкрех. Вӑл тӗслӗхре пурӗ 12 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() multiurok.ru сайтри сӑн И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсене, хӑшӗ-пӗрне, дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Хӑш-пӗр лексцисем ҫак мелпе иртеҫҫӗ. Университет ректорӗ ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 65 ҫултан аслӑраххисен занятисем ирттермелле мар. Вӗсене килте ларма, лекцисене онлайн мелпе ирттерме сӗннӗ. Ҫапла аслӑ шкул дистанци мелӗпе вӗренме хатӗрленет. Хальлӗхе республикӑра кун пирки сӑмах ҫук. Ҫапах пулас тӑк – университет хатӗр. Чӑнах та, университетра вӗренекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, лекцисем унччен аудиторире иртнӗ пулсан халӗ – онлайн мелпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |