Вӗренӳ
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӗр каҫра Чӑваш Енри 400 ытла шкула тӗрӗсленӗ. Правӑна сыхлакан органсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗркаҫ каҫхине мина хума пултарни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫӗршыври тӗрлӗ шкула ҫитнӗ. Чӑваш Енре мӗнпур районти 400 ытла вӗренӳ заведенине тӗрӗсленӗ. Мина хунӑ тени суя сӑмах пулнӑ. Паян ирпе, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Шупашкарти 23-мӗш шкулта мина хунӑ тесе хӑратнӑ. Шкулта ҫв вӑхӑтра пулнӑ 20 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Нимле мина та тупӑнман. Право хуралӗнче ӗҫлекенсем халӗ суйса шӑнкӑравлакансене палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӑрмар районӗнчи пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пурнӑҫламан тесе шутлаҫҫӗ. Ку Пысӑк Енккасси шкулӗнче тата ун ҫумӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ача пахчинче шӑпӑрлансем, 2-7 ҫулсенчисем, ҫывӑрнӑ. Пӳлӗмре вара сывлӑш температури 15 градус ҫеҫ пулнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн 18 градус пулмалла. Шкулта вара вырӑс чӗлхи тата информатика пӳлӗмӗсенче 14-15 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ку та нормӑран пӗчӗкрех. Шкул ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗпе пӗрле «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентес уйрӑмлӑхсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Конференцие Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халаллӗҫ. Конференци программине ҫак ыйтусемпе докладсем кӗртме палӑртнӑ: «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли майсемпе мелсем»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасен этнокультура компетецине йӗркелесси»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене вӗрентмелли хальхи технологисем». Конференцие хутшӑнма тӗпчевҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ӗҫченӗсем те конкурсра ҫӗнтернӗ. чгсха.рф сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй» тата «Ҫулталӑк аспиранчӗ – 2020» республика конкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ. Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри аспирант ятне Чӑваш патшалӑх аграри университетнчи Татьяна Иванова тивӗҫнӗ, гуманитари енӗпе — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи Наталья Ярабаева. Естествӑлла наукӑсен енӗпе ҫулталӑкри чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Беликов; техника науки енӗпе — ЧПУн прикладной механикӑпа графика кафедрин заведующийӗ Сергей Васильев; социогуманитари наукисен енӗпе — ЧПУн публика правин кафедрин аслӑ преподавателӗ Гульназ Гайнетдинова: ветеринари науки енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин доценчӗ Дмитрий Никитин; чи лайӑх ҫамрӑк ученай-тӗпчевҫӗ — Владимир Дементьев, «Химпром» предприятин технологи пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ; чи лайӑх ҫамрӑк ученӑй-практик — Дмитрий Михайлов, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн конструктор бюровн пуҫлӑхӗ. ЧПУра «Физикӑпа астронми» енӗпе вӗренекен Дарья Ануфриевӑна хӑйӗнпе паллаштаракан чи лайӑх хӑтлав хатӗрленӗшӗн палӑртса та хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
limonos.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ. 2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
f-idpo.udsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министерстви тата Раҫҫей Федерацийӗн Ҫут ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019/2020 вӗренӳ ҫулӗнче пирӗн республикӑри аслӑ пӗлӳ паракан 10 заведенире 34,4 пин студент вӗренет, професси пӗлӗвӗ паракан 31 организацире — 29,9 пин студент. Университетсемпе институтсенче вӗренекен студентсенчен 52 проценчӗ — хӗрсем. Колледжсенче, техникумсенче тата училищӗсенче вӗренекенсенчен 55 проценчӗ — яшсем. Аслӑ пӗлӳ илекенсенчен куҫӑн майпа студентсен 50 проценчӗ ӑс пухать, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче кун пек мелпе 90 проценчӗ вӗренет. Республикӑри аслӑ шкулсенче 1,3 пин профессорпа преподаватель тӑрӑшать. Вӗсенчен 12 проценчӗ — наука докторӗ, 63 проценчӗ — наука кандидачӗ, 7 проценчӗ — профессор, 43 проценчӗ — доцент. Вӑтам професси пӗлӗвӗ парассипе 1,6 пин педагогика ӗҫченӗ тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧПУ тунӑ сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн 2-мӗш общежитийӗнче халӗ хӑтлӑ та таса, ҫутӑ та тирпейлӗ. Паян юсаса ҫӗнетнӗ общежитие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл 2019 ҫулхи кӗркуннерен реконструкцире пулнӑ. Ӑна кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче туса пӗтермелле пулнӑ. Ӗҫе вара маларах вӗҫленӗ. Реконструкци 158 миллион тенке кайса ларнӑ. 139,6 миллион тенки – федераци хыснинчен. 18,4 миллион тенки – ЧПУ хыснинчи мар нухрат. Унччен общежити 5 хутлӑ пулнӑ, халӗ вара – 6. Реконструкиц вӑхӑтӗнче 1 хут ҫӳллӗрех тунӑ. Ҫавна май унти лапам 2 пин тӑваткал метр ытларах пулса тӑнӑ. Халӗ лифт та пур. Перепланировка тунӑ май пурӑнмалли вырӑнсен шучӗ 1,5 хут ӳснӗ. Халӗ 163 пӳлӗм, унта 320 ҫын вырнаҫаять. Кашни пӳлӗмре тӗнче тетелне кӗме май пур. Пӳлӗмсем пысӑкланнӑ, кашни студент пуҫне – 7,5 тӑваткал метр. Общежитире медицина факультетӗнче вӗренекен 320 студент пурӑнӗ. Вӗсенчен 80-шӗ – ют ҫӗршыврисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ ҫул тӗлне 16 вӗренӳ кӗнеки хушма тиражпа пичетленнӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑван чӗлхе, литература тата культурипе историне вӗрентме вӗренӳ кӑларӑмӗсем ҫителӗклине тишкернӗ. Унта республикӑри 328 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Ҫак тишкерӳ кӗнекесем ҫитменнине кӑтартса пачӗ. Вӗренӳ кӗнекисен ҫӳлӗкӗ 800-тен пуҫласа 6600 экземпляр таран пуянланнӑ. Тӑван (чӑваш) чӗлхипе тӗп пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсем валли А.А. Ермошкинӑпа Н.Н. Черновӑн 1-мӗш класс валли «Чӑваш азбуки», 5-мӗш классем валли Л.П. Сергеевӑн, Е.А. Андреевӑн, Г.Ф. Брусовӑн, ҫиччӗмӗшсем валли Ю.М. Виноградовӑпа Л.Г. Петровӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекисем кун ҫути курнӑ. «Тӑван литература» кӑларӑм та тепӗр хут пичетленнӗ. 5-мӗш, 6-мӗш классем валли (авторӗ тата хатӗрлекенӗ ‒ Н.Г. Иванова), ҫиччӗмӗшсем валли (авторӗсем тата пухса хатӗрлекенӗсем ‒ Н.И. Степановӑпа П.Н. Метин) «пиҫсе тухнӑ». Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсла вӗрентекен чылай шкулта Г.В. Абрамовӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекипе усӑ кураҫҫӗ, ӑна автор ансат чӗлхепе ҫырнӑ, уроксене темӑсем тӑрӑх пайланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ Юрий Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачӗ, доцент 75 ҫул тултарнине халалласа «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнин ӑслӑлӑх никӗсӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ. ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ ӑслӑлӑх канашлӑвне Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен наука ӗҫченӗсем, аслӑ тата ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан преподавательсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫтешӗсем, тутар, пушкӑрт, ирҫе чӗлхи вӗрентекенсем, учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт преподавателӗсемпе методисчӗсем, студентсем хастар хутшӑннӑ. Конференцие Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев уҫнӑ, вӑл ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре Ю.М. Виноградовӑн тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине пысӑк хак панӑ, Юрий Михайлович вӗрентекенсен вӗрентекенӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Ирина Степанова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алевтина Долгова, Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров ӑшшӑн саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвне улшӑну кӗртнӗ. Республикӑра «санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине кура» аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗнче улшӑну пулӗ. Тӗрӗсрех каласан, студентсем инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренме пӑрахӗҫ. Аса илтерер: хӗрсемпе каччӑсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗреннӗччӗ. Ҫакна та палӑртар: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран вакцина кӳрсе килнӗччӗ, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти илсе килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |