Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ
krasnoyarsk.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
krasnoyarsk.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе йӗркеленӗ оперштаб паян каллех ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче тӳре-шара тата яваплӑ специалистсем ачасем кӗрхи каникула епле ирттерессине сӳтсе явнӑ. Республикӑри 169 шкулта каникула юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен кайнӑ, вӗсем чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен канӗҫ. Тепӗр 244 шкулта каникул чӳк уйӑхӗн 2-мӗшнче пуҫланӗ.

Шкула кайман вӑхӑтра ача-пӑчан килте лармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ яваплисем. Республика Правительствин вице-премьерӗ — вӗренӳ министрӗ Алла Салаева кружоксемпе секцисен ӗҫне те чарса лартмалла тесе шухӑшлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗпе, Спорт тата Культура министерствисемпе пӗрле кружоксене каникул вӑхӑтӗнче ӗҫлеттермелле мар тесе йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ
fialka.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
fialka.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнче строительство организцийӗсенчен пӗри, «СК Приоритет» тулли мар яваплӑ общество, ача пахчине юсама килӗшнӗ. Муниципалитетпа вӑл контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта ӗҫе пӗр уйӑхра вӗҫлеме шантарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, Шупашкар районӗнчи Карачурари «Фиалка» ача пахчине юсаса пӗтермен.

Ӗҫе муниципалитетпа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеменнине прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Строительство организацийӗн пуҫлӑхне суд администраци мелӗпе явап тыттарнӑ.

 

Вӗренӳ
caricature24.com сӑнӳкерчӗкӗ
caricature24.com сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ертӳҫисем тӗрӗслевҫӗсенчен хӑранипе укҫасӑр юлнӑ.

Хулари шкулсенчен пӗрне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл право органӗсенче ӗҫлекен тесе каланӑ. Ҫав ҫын шкула тӗрӗслевҫӗсем пырассине пӗлтернӗ. Хӑнасене чечекпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе кӗтсе илме сӗннӗ. Ултавҫӑна ӗненсе шкул директорӗ палламан ҫын счечӗ ҫине 23 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.

Тепӗр шкул директорне те ҫавӑн улталанӑ. Анчах тӑкак виҫи пӗчӗкрех. Вӑл тӗслӗхре пурӗ 12 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ.

 

Вӗренӳ
multiurok.ru сайтри сӑн
multiurok.ru сайтри сӑн

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсене, хӑшӗ-пӗрне, дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Хӑш-пӗр лексцисем ҫак мелпе иртеҫҫӗ. Университет ректорӗ ятарлӑ хушу кӑларнӑ.

Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 65 ҫултан аслӑраххисен занятисем ирттермелле мар. Вӗсене килте ларма, лекцисене онлайн мелпе ирттерме сӗннӗ. Ҫапла аслӑ шкул дистанци мелӗпе вӗренме хатӗрленет. Хальлӗхе республикӑра кун пирки сӑмах ҫук. Ҫапах пулас тӑк – университет хатӗр.

Чӑнах та, университетра вӗренекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, лекцисем унччен аудиторире иртнӗ пулсан халӗ – онлайн мелпе.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67312
 

Вӗренӳ

Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви тата «Ворлдскиллс Россия» пӗрлешӳ кӑшӑлвируса пула шар курнисене тӗрлӗ профессие тӳлевсӗр алла илме пулӑшӗ.

Ятарлӑ программӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн ӗҫсӗр юлнисем; ҫурма ставкӑпа, тулли мар сменӑпа ӗҫлекенсем е ӗҫ ҫукран хӑйсен шучӗпе канма тивекеннисем; 2020 ҫулта вӗренсе тухнисем лекейӗҫ. Тӳлевсӗр курссем юпа уйӑхӗнчен пуҫласа раштав вӗҫӗччен пырӗҫ.

Заявкӑсене https://express.worldskills.ru сайтра йышӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ енпе вӗренме пулать. Сӑмахран, веб-дизайн, геодези, графика дизайнӗ, кирпӗч хурасси, кондитер ӗҫӗ, лабораторире хими анализӗ тӑвасси, маляр ӗҫӗ, плитка хурасси, экскурсисем йӗркелесси, парикмахер, повар, кӗҫӗн классенче вӗрентесси, усламҫӑ ӗҫӗ, промышленность автоматики, промышленность робототехники, ресторан сервисӗ, ҫӑмӑл автомобильсене юсасси тата пӑхса тӑрасси...

 

Вӗренӳ
р21.навигатор.дети сӑнӳкерчӗкӗ
р21.навигатор.дети сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен ертӳҫисем кӑгшӑлвируспа ҫине кӗрешни пирки МИХсенче хыпарласах тӑраҫҫӗ-ха. Ҫынсен хӑйсен яваплӑ пулмалла тесе асӑрхаттараҫҫӗ.

Паян Чӑваш Республикин Правительствинче кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов чирлекенсен йышӗ ӳснине каланӑ.

Паян пире республикӑра пин ытла ҫын чирлет. Ҫав шутра — сакӑр ача. Ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттаракан аппаратпа 28 ҫынна пулӑшаҫҫӗ.

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑннипе Пӑрачкаври шкулта вӗренекенсене каникула янӑ.

 

Вӗренӳ
zaych361.livejournal.com сайтри сӑн
zaych361.livejournal.com сайтри сӑн

Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ ҫуркунне иртмеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвируса пула ӑна кӗркуннене куҫарма тивнӗ.

Йӗркелӳҫӗсем диктанта хӑҫан ирттерссине палӑртнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, шӑматкун, иртӗ. Ҫак кун Раҫҫейӗпех акци иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри акцин штабӗнче лару-тӑру мӗнле аталанма пултарнине шута илсе виҫӗ сценари хатӗрленӗ: аудиторире, проектӑн сайтӗнче онлайн-мелпе, тата килте (#пишемдома хэштегпа, кун пекки пӗрремӗш хут пулать) ҫырма пулать.

Аудиторире маскӑпа пулмалла, ҫынсене дистанице пӑхӑнса лартса тухӗҫ.

 

Вӗренӳ
bbnews.ru сайтри сӑн
bbnews.ru сайтри сӑн

Кӗҫех ачасем кӗркуннехи каникула кайӗҫ. Вӑл хӑҫан пуҫланӗ? Чир-чӗре пула вӑраха тӑсӑлмӗ-и?

ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ачасем каникула графикпе килӗшӳллӗн кайӗҫ. Мускаври ачасем каникулта канаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсем кӑшӑлвируса пула маларах кайнӑ.

Пирӗн патра каникул чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Чир-чӗре пула каникул 2 эрнене тӑсӑлма та пултарӗ. Ку ОРВИ тата гриппа сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.

Кӗркуннехи каникул тӑсӑлӗ-и е ҫук-и – Роспортебнадзор татса парӗ.

 

Вӗренӳ

Элӗкре ҫӗнӗ ача пахчи хута яма палӑртнӑ. Ҫавна май район администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ача пахчи парк урамӗнче пулӗ.

Аукционӑн малтанхи хакӗ – 204 миллион тенкӗ те 383,5 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫе юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн ача пахчине 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.

Ача пахчи виҫӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Ҫавӑн пекех унта бассейн тӑвӗҫ.

 

Вӗренӳ

Республикӑри журналистсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе тӗл пулса калаҫнӑ.

Лидия Власова 19 ҫулта ӗҫе кӳлӗннӗ. Элӗк районӗнчи Ҫирӗккасси ялӗнче ҫуралнӑскер Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Атикасси шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Пуҫласа шкул урати урлӑ ярса пуснӑ вунӑ хӗрачапа вунӑ арҫын ача хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас шӑпӑрлан та пулнӑ. Пӗчӗк Олег Николаев математикӑна уйрӑмах аван ӑнланнине аса илнӗ Лидия Власова.

Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ халӗ Шупашкарти 48-мӗш шкулӑн Чантӑрти корпусӗнче ӗҫлет.

 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, ...133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть