Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Вӗренӳ институчӗпе пӗрле «Хунав» фестиваль-конкурса килнӗ ӗҫсене хакласа пӗтӗмлетнӗ. Унта шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасенэм хутшӑннӑ Фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем пурӗ 62 номерпе хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурс 3 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри», «Асамлӑ юмах тӗнчи», «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах». Тӳресем конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене палӑртнӑ. Дипломсемпе сертификатсем каярах пулассине хыпарланӑ. Вӗсене хӑҫан пырса илесси ҫинчен Чӑваш Ресӑубликин Вӗренӳ институчӗн сайтӗнче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() detkino.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре математика предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ иртнӗ. Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзаменра йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Математикӑпа 3468 ҫын ППЭ тытнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Аудиторирен 3 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсен ҫумра телефон, шпаргалкӑсем пулнӑ. Аудиторисенче видеосӑнав вырнаҫтараҫҫӗ пулин те экзамена телефон, шпаргалка йӑтса кӗрекенсем пур. Экзамен мӗнле иртнине тӗрлӗ ведомство сӑнаса тӑрать. Экамен кӑтартӑвӗсем утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кашмашра шкул пулатех. Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтупа виҫ-тӑват ҫул каялла хытах шавланӑччӗ. Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) «Youtube» видеохостингра видеочӗнӳ те вырнаҫтарнӑччӗ. Аса илтерер: Кашмашри шкула 1931 ҫулта хӑпартнӑ. Унти ачасене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарма йышӑннӑччӗ. Шкул тӑвассине тӳре-шара шантарнӑччӗ. Анчах каярах. Халӗ Кашмашра шкул тума палӑртнӑ-палӑртнах. Вӑл 108 вырӑнлӑх пулӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев пӗр ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство организацине палӑртма кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче аукцион иртӗ. Шкул тума 211 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал Раҫҫейри шкулсенче авӑнӑн 1-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ уяв линейкисем пулмӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫапла йышӑннӑ. Ку мӗнпе ҫыхӑнни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Сергей Кравцов министр ачасем авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларасса питӗ шанать. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула требованисене урӑхлатма тивӗ. Ҫакна чир-чӗр ан сарӑлтӑр тесе тӑваҫҫӗ. Сергей Кравцов авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пур шкулта та уяв линейки вырӑнне дистанци мелӗпе вӗреннин пӗтӗмлетӗвӗпе «шкул ачисен пӗлӗвӗн диагностикине» йӗркелӗҫ. Куншӑн паллӑ лартмӗҫ, педагогсем ачасен пӗлӗвне ҫеҫ тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 53news.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри хулинчи шкул авариллӗ лару-тӑрура. Ӑна 1953 ҫулта хута янӑ. Вӑл СанПиНа тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермест. Пӳлӗмсем сахал пулнӑран ачасем икӗ сменӑпа вӗреннӗ. Сӗнтӗрвӑрринчи Коновалово микрорайонта ҫӗне шкул хута ярасшӑн. Проектпа смета документацийӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑл экспертиза витӗр тухсан шкул строительствине плана кӗртӗҫ. Ҫӗнӗ шкулта 375 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫуртне тумашкӑн 343 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче строительство ӗҫӗ хӗрсех пырать. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Куснарта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ шкул хута яма шантарнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫӗн 83 процентне вӗҫленӗ. Шкула ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне туса ҫитермелле. Шкулта 165 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ ҫумӗнче ача пахчи тӑвӗҫ. Унта вара 40 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Шкулта стадион та тӑваҫҫӗ. Подряд организацийӗ шалти ӗҫсене пӗтернӗ. Халӗ киплӗ хатӗр-хӗтӗре туянаҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал Куславкка хулинче 160 шӑпӑрлан валли ача пахчи тума тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() dipaul.ru сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 127 ҫынна тӗллевлӗ вӗрентме хатӗр. Ведомство ординатура программипе вӗренес кӑмӑллисенчен документсем йышӑнма пуҫланӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 17 специальноҫпе 71 вырӑн хатӗрленӗ. Ытларахӑшӗ - «Педиатри», «Терапи», «Анестезиологи татареаниматологи» специальноҫсемпе. Шупашкарти тухтӑрсене хатӗрлемелли институтра тӗллевлӗ вӗренекенсем валли 46 вырӑн хатӗр. Министерство тӗллевлӗ вӗренме ытти региона та ярать. Вӗсен йышӗнче – Мускав, Чӗмпӗр, Мӑкшӑ Республики, Пушкӑртстан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cmirocheb.rchuv.ru сайтри сӑн Кӗҫех аслӑ шкула вӗренме кӗме палӑртнӑ яш-хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытӗҫ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнӑ тапхӑрта ҫакна ирттернӗ чухне чылай саманта шута илмелле. Шупашкарта ятарласа репетици те иртнӗ. Ачасене аудиторие мӗнле кӗртӗҫ? Еплерех лартса тухӗҫ? Репетицире ачасем вырӑнне мероприяти йӗркелӳҫисем пулнӑ. Вӑл 10-мӗш шкулта иртнӗ. Ачасене экзаменра медицина маски, перчетке, дезинфекци хатӗрӗ, пирометр тата рециркулятор парӗҫ. Экзамен тытакансене аудиторие пӗчӗк ушкӑнпа кӗртӗҫ. Кашни класра 9 ачаран ытла пулмӗ, вӗсене зигзаг евӗр лартса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хӑҫан уҫӑласси паллӑ терӗмӗр те, анчах ӑна татсах каламан-ха. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуллахи уйлӑхсем ҫитес уйӑхӑн 15-мӗшӗнче уҫӑлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян сӑмах хускатнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев ашшӗ-амӑшӗн заявкине утӑ уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче, ҫавӑн пекех утӑ уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче йышӑнассине пӗлтернӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене халӗ пӗрремӗш тапхӑр шайӗнче ҫемҫетнӗ. Ача-пӑча уйлӑхӗсене вара Роспотребнадзор виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр уҫма сӗнмест. Апла пулсан, йӑлтах лару-тӑру епле пулнинчен килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() earningcash.org сайтри сӑн «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Улшӑнусем ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха вӗсем? Аслӑ пӗлӳ илекен студентсене педагогика ӗҫӗпе, тӗп тата хушма вӗренӳ программипе, тӑрӑшма ирӗк парӗҫ. Тӗп программӑсемпе вӗрентме 3-мӗш курс ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ студентсен ирӗк пур. Хушма пӗтӗмӗшле вӗренӳ программипе ачасене вӗрентме 2-мӗш курс студенчӗсем пултарӗҫ. Ҫапла ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ министерстви саккуна кӗртнӗ улшӑнусене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |