Вӗренӳ
![]() ru.dreamstime.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 56-мӗш шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ хӗрарӑм-педагогпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче учитель пиллӗкмӗш класс ачисене класа вараланӑшӑн, ҫав шутра пушмак тӗпӗ хуратнӑшӑн та, ятланӑ. Вӑл вӗсене кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ. Пӑтӑрмах ҫын ҫине тухсан прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Шупашкарти шӑв-шав ҫинчен федераци МИХӗсем те тупӑшса тенӗ пек хыпарларӗҫ. Вӗрентекен хай кӑмӑлӗпе заявлени ҫырса парса ӗҫрен кайнӑччӗ, шкул директорӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ. Паян вара Чӑваш Ен прокуратури учитель хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле ирттермелле?» ҫавра сӗтел ирттернӗ. Кун пирки вӑл паян пӗлтернӗ. ZOOM хушӑм ирттернӗ ӗҫлӗ калаҫура Чӑваш, Пушкӑрт тата Тутар республикисенчи вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтелте этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ, экзамен ирттермелли формӑсене сӳтсе явнӑ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулу усӑллӑ та тухӑҫлӑ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель ачасене кӳрентернине, ҫавна май прокуратура тӗрӗслев пуҫарнине паян эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти 56-мӗш шкулта вӗрентекенте ӗҫлекен хӗрарӑм-учитель 5-мӗш класс ачисене «йӳнӗ» пушмак тӗпӗпе вараланӑшӑн тата апат ҫинӗ чух тирпейсӗр пулнӑшӑн темтепӗр каласа пӗтернӗ. Вӗсене вӑл, сӑмахран, ҫын шучӗпе тӑранса пурӑнакансем тата чухӑнсем тенӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗрентекене выговор панӑ. Учитель шкултан кӑларса яма ыйтса хӑй кӑмӑлӗпе заявлени ҫырнӑ. Ыран вара хулари мӗнпур шкулта канашлусем ирттерӗҫ, педагогсене хӑйсене епле тытмаллине ӑнлантарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() journaltdn.ca сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель ачасене кӳрентерсе пӗтернӗ. Пӑтӑрмах пирки малтан тӗнче тетелӗнче, кайран МИХсенче пӗлтернӗ. Ҫавна асӑрханӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем шкулта вӗрентӳ ҫинчен калакан саккуна епле пӑхӑннине тата педагог хӑйне чӑнахах та килӗшӳсӗр тытнине палӑртӗҫ. Ачасене вырӑс чӗлхипе литературин тӗнчине илсе кӗртекен ҫын вӗренекенсене класри тасамарлӑхшӑн ятланӑ май кӳрентермелле сӑмахсемпе кӑшкӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() primamedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк хуласемпе районсенче апатлану комбиначӗсем пуррине, вӗри апата унтан турттарассине Алла Салаева вице-премьер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 8 районта йывӑртарах пулма пултарать. Вӗсем ачасене апатлантарас ыйтӑва татса паман иккен-ха. Ҫак хыпара илтсен руспублика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑмӑлсӑрланӑвне пытарман. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушнине аса илтернӗ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакан пуҫлӑхсен явап тытма тивесси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Помнить – значит знать» (чӑв. Асра тытни пӗлнине пӗлтерет) уҫӑ урока хутшӑннӑ. Кӑҫалхи урока Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов хутшӑннӑ. Мускаври уҫӑ урока Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри Катя тата Ваня Филипповсем кайма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем «Добро не уходит на каникулы» (чӑв. Ырӑ каникула каймасть) конкурса хутшӑнса Мускава кайма тивӗҫнӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе тата тусӗсемпе Милиционерсен палӑкӗ тата Паллӑ мар салтака асӑнса лартнӑ палӑксен патӗнчи территорие тирпейленӗ, курӑк ҫулнӑ, чечек акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хысна вырӑнӗсен шучӗ нумайланӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Мускавра пулнӑ май Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ шкул министрӗпе Валерий Фальковпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем ЧПУна никӗс аслӑ шкул статусне парасшӑн. Ҫавӑн хыҫҫӑн университет патшалӑх саккасне пурнӑҫланӑ май региона тӑнӑҫлӑ аталанма кирлӗ специалистсене вӗрентсе кӑларассипе ҫине тӑрӗ. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, аслӑ шкулта хальхи вӑхӑтри лабораторисем халех пур. Вӗсем пысӑк шайри специалистсене хатӗрлес ӗҫре пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Унта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Паян пулас шкул вырӑнӗнче пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Строительство лапамне карта тытса ҫавӑрнӑ. Шкул 3-мӗш микрорайонта 37-мӗш позицире пулӗ. 3-4 хутлӑ ҫуртра аслисемпе кӗҫӗннисем валли блоксем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне бассейн, акт залӗ, вӑй-халпа спорт занятийӗсем валли блок тума палӑртнӑ. Шкул тавра футбол уйӗ, баскетбол тата волейбол лапамӗсем, теннис корчӗ, чупмалли ҫулсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Вӑл — «Телей». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине 220 вырӑнлӑх тунӑ. Ҫӗнӗ ача пахчинче шӑпӑрлансене кирли йӑлтах пур. Музыка тата физкультура залӗсем, методика, логопед, тухтӑр, психолог пӳлӗмӗсем, LEGO-студи пӑхса хӑварнӑ. Столовӑя та хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тунӑ. Картишӗнче ачасене вылямалли тата уҫӑлса ҫуремелли вырӑнсем пур. Вӗсене тӗрлӗ кӳлепепе илемлетнӗ. «Телей» ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӑххӑрмӗш микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна тума тӗрлӗ бюджетран 126 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Надежда Луговскаяна шкулта тата ача пахчинче медицина маскипе ҫӳреттерес ыйтӑва тепӗр хутчен пӑхса тухма ыйтнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, асӑннӑ учрежденисенче ӗҫлекен ҫынсен маска тӑхӑнмалла, ӑна кунне 4 хут улӑштармалла, перчеткене вара – икӗ хутчен. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, кунне ҫак тӗллевпе 10 пин тенкӗ кирлӗ. Ҫулталӑкне 100 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Хыснара вара ку тӗллевпе укҫа пӑхса хуман. Сити-менджер ку нормӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ пӑхӑнма, кайран лару-тӑрӑва кура йышӑнусем тума ыйтнӑ. Авӑн уйӑхӗ валли кӑна 12 миллион тенкӗлӗх хӳтӗлев хатӗрӗсем туянӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |