Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хутсем

Республикӑра
mobillegends.net сӑнӳкерчӗкӗ
mobillegends.net сӑнӳкерчӗкӗ

ИНН свидетельствине хальхи вӑхӑтрал онлайн мелпе илме пулать. Тепӗр майлӑ каласан, асӑннӑ хут кирлисен Налук инспекцине кайса ҫӳремесен те.

Шупашкар хулинче пурӑнакансем ҫӗнӗлӗхпе хастар усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫеҫ хулари 4,5 пин ытла ҫын ИНН свидетельствине илме кӑмӑл тунӑ, вӗсенчен 598-шӗ — налук органне каймасӑр.

Онлайн-пулӑшупа усӑ курас тесен Раҫҫейӗн Налук службин сайтне кӗмелле те «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» (чӑв. Уйрӑм ҫынсем валли налук тӳлекенсен уйрӑм пӳлӗмӗ) сервиса суйламалла. Унта ИНН тӳлевсӗр уҫласа илме май пур. ИНН илес тесен заявление ҫырма «Жизненные ситуации» (чӑв. Пурнӑҫри лару-тӑру) ярӑма кӗмелле.

 

Ҫурт-йӗр

Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компанисем хальхи вӑхӑтра лицензи илесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (Шупашкарта ӑна 52 организацие панӑ) хаклӑ хута илсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, теприсене вӑл лекмен.

Аса илтеретпӗр, ӗҫлеме ирӗк паракан лицензие управляющи компанисен ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илмелле. Шупашкарта хальлӗхе тӑватӑ компание ирӗк паман. Виҫҫӗшӗ вара хӑйсемех ку енпе тек тӑрӑшас темен — кирлӗ документсене комиссие тӑратман та. Ҫапла 216 ҫурт управляющи компанисӗр тӑрса юлнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби «ЖКХ Сервис», «Альфа», «Центр» тата «Пик-1» управляющи компанисем лицензи илейменнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ организацисем хӑйсен ӗҫӗ пирки информацие уҫӑмлатман-мӗн те, лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Тата вӗсем газпа, ҫутӑпа, шывпа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче парӑма кӗрсе пӗтнӗ иккен.

 

Раҫҫейре

Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЗАГС органӗсем регистрацилекен актсен хакӗ ӳснӗ. РФ Налук кодексне кун пирки ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ.

Малашне пӗрлешес текенсен патшалӑх регистрацийӗшӗн 350 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тата мӑшӑрсен килӗшӗвӗпе уйрӑлмашкӑн 650 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Мӑшартан пӗри уйрӑлас тесен (тепри паллӑ мар сӑлтава пула суда пымасан, 3 ҫултан ытларах айӑплансан) те ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.

Ашшӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн — 350 тенкӗ. Хушамата, ята, ашшӗн ятне улӑштарма шухӑшланисен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Акта улшӑнусем кӗртес текенсен кӗсйи 650 тенкӗлӗх пушанӗ.

Архив справкине илмешкӗн 200 тенкӗ кирлӗ. Апостиль лартмашкӑн кашни документшӑн 2500 тенкӗ тӳлемелле. Ют патшалӑхри кашни документа тӗрӗслемешкӗн те 350 тенкӗ.

 

Тӗнче тетелӗ

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре юридици пӗлтерӗшлӗ корреспонденци валли электрон форматпа ятарлӑ тытӑм ӗҫлесе каймалла.

Вӑл пӗлтерӗшлӗ документсемшӗн хӑйне евӗр e-mail. Унпа организацисем те, ҫынсем те усӑ курма пултарӗҫ. Унпа усӑ курнӑ чухне электрон мелпе алӑ пусӗҫ. Вӑл тулли документ шутланӗ. Тӗслӗхрен, унпа судра та усӑ курма пултарӗҫ.

Ҫапла майпа ҫынсене тӗрлӗ документ ярса пама май пулӗ: суда каймалли повестка, штраф пирки пӗлтерни тата ытти те. Ҫыру ҫыннӑн харпӑр электрон пӳлӗмне килӗ.

Тытӑма Роскомнадзор тӗрӗслесе тӑрӗ. Электрон ҫырусене вара Раҫҫей Почти илсе ҫитерӗ. Тытӑма патшалӑх сайчӗсемпе ҫыхӑнтарӗҫ.

Проекта нарӑс уйӑхӗнче пуҫарма шутлаҫҫӗ. Ӑна халӗ тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр япалана ҫеҫ тумалли юлнӑ. Раҫҫей Почти кун валли 1 уйӑха яхӑн ҫеҫ кирлӗ тесе шутлать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 24

1910
116
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
36
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын