Пӑтӑрмахсем
Укҫа нихӑҫан та ытлашши мар та, ӑна налук яма шел тесе шухӑшланӑ-ши Шупашкарти строительство организацийӗн ертӳҫисенчен пӗри? 2011–2013-мӗш ҫулсенче вӑл хӑй ертсе пыракан предприятин хуҫалӑхпа укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвӗ пирки налук декларацийӗсенче суя цифрӑсем тӑратнӑ. Пӗчӗклетерех. Ҫавна пула налукне те унӑн сахалтарах тӳлеме тивнӗ. Виҫӗ ҫулта самай тупӑш кӳнӗ ҫапла суйни: 3 миллион тенкӗ кӗсьере юлнӑ. Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ те, хайхи этемӗн чееленӗвӗ каярах ҫиеле тухнӑ. Хальлӗхе ҫакна тӗпчевҫӗсемпе суд ҫирӗплетсе паман та, анчах полицейскисем пуҫлӑх хыснана 3 миллион тенкӗ тӳлесе ҫитермен тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулин чи управленийӗн ӗҫченӗсем хутсене тӗрӗсленӗ те тӗрӗс мар кӑтартнине асӑрханӑ. Ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Анастасия Максимова Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Новороссийскри циркра питӗ пысӑк инкек пулнӑ. Шоу вӑхӑтӗнче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Унта лашасемпе шоу иртнӗ. 24 ҫулти Анастасия Максимова джигитовкӑн пӗр элементне пурнӑҫланӑ. Ҫӗртрен япала илнӗ чухне вӑл темӗнле майпа тытӑнса юлайман, лаша ҫинчен ӳкнӗ. Анчах ури ҫакланнӑ. Ҫавна май лаша хӗре арена тӑрӑх сӗтӗрнӗ. Урхамаха темиҫе минут тытса чарайман, вӑл Настьӑна темиҫе ҫаврӑм сӗтӗрнӗ. Ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ, хӗре пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах вӑл унта ҫитиччен куҫне яланлӑхах хупнӑ. Хӗр пуҫпа нумай ҫапӑннӑ, ӑна лаша таптанӑ. Халӗ ку ӗҫе Краснодар енӗнчи следстви комитечӗ тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче тӑватӑ ҫын нӳхрепре наркӑмӑшланса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 42-ри ывӑлӗ, ҫавӑн пекех 56-ри арҫын нӳхрепе ҫӗрулми хума аннӑ. Унта вӗсен япӑх пулса кайнӑ. 36 ҫулти арҫын вӗсене пулӑшма аннӑ. Анчах вӑл та тӑнне ҫухатнӑ. Ҫулте тепӗр арҫын тӑрса юлнӑ. Унран 56-рискер пулӑшу ыйтса ӗлкӗрнӗ. Вӑл ӑна кӑларма хӑтланнӑ, анчах нӳхрепрен шӑршӑ тухнине туйнӑ та урама чупса тухнӑ, ҫынсене каласа панӑ. Лешсем полицейскисене чӗннӗ. Пакунлисем ҫитсен нӳхрепрен тӑватӑ вилле кӑларнӑ. Вилнӗ ҫынсен пӗрин еркӗнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе нӳхрепе анса армути нумай ҫунтарнӑ. Ҫапла шӑши-йӗкехӳре таврашӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ вӗсем. Унтан тухсан арҫын нӳхрепе фуфайкӑпа витнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗпчев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, ҫурлан 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта темиҫе ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра — ачан та. Авари Куславкка районӗнчи Йӗршер ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехет те 40 минутра федераци ҫулӗн 722-мӗш ҫухрӑмӗнче тӳрех виҫӗ урапа ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Москвич» водительне пула сиксе тухнӑ. Вӑл ҫул пӑрӑнӑшӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, унта фурӑпа ҫапӑннӑ. «Москвич» ҫапӑннине пула ҫурмаран пайланнӑ, фура вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл «Москвич» хыҫҫӑн пыракан Chevrolet Lacetti урапа ҫине кӗрсе кайнӑ. «Москвичра» пыракан ҫынсем — пурте Тутарстанрисем. Виҫӗ аслӑ ҫын тата пӗр ача вырӑнтах вилнӗ. Chevrolet Lacetti урапа водителӗ те сурансене пула ҫавӑнтах куҫне хупнӑ. Унӑн пассажирӗ те вӑйлах аманнӑ, вӑл та пурнӑҫпа сывпуллашнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Анчах ку штраф Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, «Тус» строительство организацийӗн пуҫлӑхне, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова урапана (машинӑна) тӗрӗс мар вырӑна лартнӑшӑн штрафланӑ. Пӑтӑрмахӗ паян сиксе тухнӑ. Николай Угаслов Шупашкар хула администрацине ӗҫпе пынӑ. Унтан тухнӑ ҫӗре ӑна тата темиҫе ҫынна ҫул-йӗр инспекторӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен урапине тӗрӗс мар вырӑна лартнине асӑрхаттарнӑ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑснӑшӑн штрафлама тивнине пӗлтернӗ. Строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсене хула администрацийӗ умне урапасене тӗрӗс мар лартнӑшӑн штрафлани пирки Дмитрий Семенов ятлӑ журналист «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Роспотребнадзорӑн Тверь облаҫӗнчи управленийӗ такамсем вӑл тӑрӑхра ҫу савутсен ячӗпе услам ҫу сутнине асӑрхаттарнӑ. Ку хыпара вӗсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсене те систернӗ. Услам ҫу сутакан темле фирма «Нелидовский маслосырзавод» тата «Молочный путь» тулли мар яваплӑ обществӑсем кӑлараҫҫӗ тесе кӑтартнӑ-мӗн. Предприяти вырнаҫнӑ адреса хайхи Тверь облаҫӗнчи Нелидовски районти Кӑнтӑр поселокри Комсомольски проспекта тата Маресьев урамне кӑтартнӑ. Анчах ун пек предприятисем асӑннӑ поселокра ҫук-мӗн. Тверь облаҫӗнчи сӗт-ҫу савучӗсен ячӗпе услам ҫу ярӑнтаракансем пирки Тверь облаҫӗнчи асӑннӑ службӑна ытти регионти ӗҫтешӗсем вунӑ хутчен ҫӑхавланӑ. Вӑл ҫимӗҫ пахалӑхӗ чаплах маррине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ ун пек ҫӑва лавккасенче сутмалла мар тесе асӑрхаттарнӑ. Лавккара курсан ҫынсене Роспотребнадзор управленийӗн территорисенчи пайӗсене систерме ытйаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвне депутата суйланма кандидата тӑнӑ Александр Алешина такамсем тапӑннӑ пулать. Ҫак ҫын — Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ-мӗн. Пӑтӑрмахӗ ҫурлан 19-мӗшӗнче тӑр кӑнтӑрла, 13 сехетре, «Атӑл» кинотеатр» транспорт чарӑнӑвӗнче пулса иртнӗ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗ пӗлтерни тӑрӑх «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм ҫырать. Алешин патне палламан тӑватӑ ҫын утса пырса персе пӑрахассипе хӑратнӑ, ӑна хӑйӗн кандидатурине илме хушнӑ пулать. Лешӗ хирӗҫленине кура ӑна пуҫран темӗскерпе ҫапнӑ, ҫурӑмран темӗнле шӗвек янӑ. Каярах ҫавӑ 20 миллилитртан кая мар героин пулнӑ тесе ҫырнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула комитечӗ Алешина политика сӗмӗпе тапӑннӑ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Тутарстанри Кайпӑҫ районӗнче пурӑнакан 44-ри арҫынна ют пурлӑха вӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Кун пирки Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтерет. Вӑйпитти уйран утӑ вӑрласа Чутай районӗнчи «Чутей» ял хуҫалӑх кооперативне 5 пин те 600 тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ. Пӗр кунхине ҫав арҫын хире машинӑпа икӗ хутчен вӗҫтерсе ҫитнӗ: малтанах тӑватӑ рулон, кайран тата тепӗр виҫҫӗ тиесе кайнӑ. Анчах уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Рулона куҫ хывнӑ ҫыннӑн урапине хуҫалӑх ӗҫченӗсем асӑрханӑ та часрах йӗрке хуралҫисене систернӗ. Выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлесшӗн ҫунакан арҫын утта туянас тесе хуҫалӑх кантурне те кайнине пӗлтернӗ. Никам пулман пирки ку ыйтӑва унӑн уҫӑмлатма май килмен-мӗн. Вара вӑл вӑрлас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ. Арҫын судра айӑпа йышӑннӑ, куляннине пӗлтернӗ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пирӗн республикӑра та суйлав иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ун чухне эпир республика пуҫлӑхне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйлӑпӑр. Суйлава хатӗрленнӗ май йӗркене пӑсакансем те тупӑнаҫҫӗ. Шупашкар район прокуратури ҫавӑн пек тӗслӗхе асӑрхани пирки пӗлтерет. Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суйлав прави ҫинчен калакан федераци саккунне пӑсни пирки прокуратурӑна систерекен тупӑннӑ. Ку фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑнти ял тӑрӑхне депутата суйланас шухӑшлӑ кандидатсенчен пӗриншӗн алӑ пустарса ҫӳрени ҫиеле тухнӑ. Хастар пуҫлӑх пирки прокуратура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта 64 тенкӗлӗх пурлӑха пула тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун чухлӗ тенкӗлӗх вӑрланӑшанах пуҫиле майпа айӑпламаҫҫӗ-ха. Административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха. Ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти Ҫӗнӗкӑнтӑр раойнӗнчи лавккасенчен пӗринчен икӗ булка тата салат илсе тухас тенӗ. Тӳлемесӗрех. Ҫакна лавкка хуралҫисем сиснӗ. Пурлӑхӗ 64 тенкӗлӗх кӑна пулин те суту-илӳ точкинчи пурлӑхшӑн яваплӑскерсем полицейскисенех пӗлтерме йышӑннӑ. Лешсем 64 тенкӗлӗх тавара вӑрлакана тытса чарма персе ҫитнӗ. 64 тенкӗлӗх тавара пӗчӗк ача е выҫӑ студент куҫ хывнӑ пуль текенсем йӑнӑшаҫҫӗ. Ирпе апатланма шутласа лавккаран вӑрлама тӑни – 24 ҫулти ӳсӗр хӗр. Вӑрлакана йӗрке хуралҫисем шалти ӗҫсен пайне илсе каяс тесе машинӑна лартма тӑнӑ. Лешӗн каяс килмен те вӑл малтан пӗр полицейские алӑран ҫыртса лартнӑ, кайран теприне. Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн ӑна административлӑ майпа айӑпласа пӗр пин тенкӗлӗх явап тыттармалла тунӑ. Пуҫиле ӗҫне вара влаҫри ҫынсене хирӗҫ тӑнӑшӑн пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |