Культура
Патӑрьелти «Ҫӑкӑр» историпе этнографи музейӗнче «Искусствӑсен каҫӗ» культурӑпа ӑс-хакӑл акцийӗ пулнӑ. Вырӑнтисем ун пирки йӑлана кӗнӗ мероприяти тесе хыпарлаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна «Ӳнер пӗрлештерет» девизпа ирттернӗ. Аваллӑх управҫинче литература вулавӗсем, «ҫавра сӗтелсем», ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ. Уява Патӑрьелти 4–8-мӗш классем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнинчен пуҫланӑ. Ачасем Тӑван ҫӗршыв, туслӑх, тӑнӑҫлӑх ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. «Ҫавра сӗтел» хушшинче музейпе куракан хушшинчи туслӑха ҫирӗплетесси пирки калаҫнӑ. «Сӑвӑ ҫырасси» ӑсталӑх сехетӗнче кашниех сӑвӑ хайласа пӑхнӑ. Патӑрьелти тӗп вулавӑш пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Маллинан тата 1-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Марина Федоровӑн сӑввисене итленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче «Финн-угорсен пурлӑхӗ» курав уҫӑлнӑ. Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Чӑваш Енре II-XX ӗмӗрсенче тупнӑ хӑйне евӗр артефактсене курма пулать. Куравра Мӑкшӑ тата Мари республикисенчи ӗлӗкхи масарсенче тупнӑ япаласем, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурӑннӑ финн-угорсен XIX–XX ӗмӗрсенчи костюмӗсем вырӑн тупнӑ. Унтах ҫар ҫыннин хӗҫ-пӑшалӗ, капӑр таврашӗ, ӗҫ хатӗрӗсем пур. Унччен ку экспонатсене ниҫта та кӑтартман. Ҫавӑнпа пурне те курав ҫитме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Туризм индустрийӗнчи профессийӗпе чи лайӑххи» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ӑна малтан регионсен шайӗнче пӗтӗмлетнӗ, кайран ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗршывра тупӑшнӑ. Регионти тапхӑра республикӑн Культура министерстви ҫӗртмен 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ирттернӗ. Номинацийӗсем тӗрлӗрен пулнӑ: «Хӑна ҫурчӗсене чи лайӑх йышӑнакан тата вырнаҫтаракан ӗҫчен», «Шалти тата тулашри туризмри чи лайӑх менеджер», «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ». Регионсенче ҫӗнтернисем федераци шайӗнчи тупӑшура хӑйсене кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер чысланӑ. Йышра Чӑваш Енрен те лекнӗ ҫын пулнӑ. «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ» номинацире Светлана Николаева ҫӗнтернӗ. Вӑл «Экскурси тӗнчи» компанире гид-экскурсоводра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Митта Ваҫлейӗн преми лауреачӗ Надежда Кириллова Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне пултарулӑх каҫне чӗнет. Надежда Кириллова Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1983 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Республикӑн Культура министерстви Н. Кириллова хӑйӗн илемлӗхӗпе, уҫӑ чунӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе куракана хӑй майлӑ ҫавӑрнине палӑртать. Надежда Мефодьевна пирки Культура министерстви пур сӑнара та калӑплаять пуль тесе шухӑшлать. Надежда Кириллован пултарулӑх каҫӗ чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисем пурте ҫитсе курма, хак пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 16–21-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна ЧР Кинематографисчӗсен пӗрлӗхӗ тата ЧР Культура министерстви ирттерет. Фестивале киноӳнерти пултаруллӑ ҫынсене тупса палӑртас, чӑваш киностудийӗн ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, наци фильмӗсене сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кинофестивале кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, анимаци фильмӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чи лайӑххине фестиваль гран-прине парӗҫ. Чӑваш киноӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ картинӑсене ятарлӑ номинацире палӑртӗҫ. Кинофестиваль чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехетре ЧР Наци вулавӑшӗнче уҫӑлӗ. Программӑна кино кӑтартассине, тӗлпулусене, хӑтлавсене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех фильм авторӗсемпе тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Фильмсене ЧР Наци вулавӑшӗнче, ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче кӑтартӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳкӗн 21-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ. Киносеанссене, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери «Истоки» канашлупа килӗшӳллӗн этноколлективсем концерт лартӗҫ. Вӑл Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 20–22-мӗшӗсенче иртӗ. Этнофестиваль пирӗн патра иккӗмӗш хут пулӗ. Шупашкара Раҫҫейри тата Молдовӑри 11 этноколлектив килӗ. Сцена ҫине Мускаври, Питӗрти, Екатеринбургри, Пушкӑрт Республикинчи, Чӑваш Енри, Молдовӑри ушкӑнсем тухӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӑватӑ лапамра пуллаштарӗҫ: «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, Культурӑпа ӳнер институтӗнче, Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Трактор историйӗн музейӗнче. Ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхне сайра тӗл пулакан инструментсем каласа кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче — дудельзак, раушпфайк, бомбарда, зурна, фрестел, цитоль, эрмен дудукӗ, вырӑс кӗсли тата ыттисем. Мероприятисене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ. ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ ЧР Культура министерстви пулӑшнипе республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс ирттерет. Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен конкурса литература каҫалӑкӗнче пирвайхи утӑмсем тӑвакан 15–30 ҫулсенчи яш-хӗр хутшӑнма пултарать. Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ: «Проза», «Драматурги», «Поэзи». Вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене А4 калӑпӑшлӑ хут ҫине 20 страницӑран ытла мар (вырӑсла ӗҫсене — 12 Times New Roman, чӑвашлисене — Arial Cyr Chuv шрифтпа) пичетлемелле. Кунсӑр пуҫне ӗҫсене СD-диск е флешка ҫинче илсе килме ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн 6х8 калӑпӑшлӑ тӗслӗ сӑн ӳкерчӗк пулмалла. Алӑпа ҫырнӑ тата кӗнеке пуххисенче, литература альманахӗсенче пичетленнӗ ӗҫсене йышӑнмаҫҫӗ. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Шупашкарти И. Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитермелле. Тӗплӗнрех 8 (8352) 51-62-63, 52-37-22, 54-02-82 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать. Конкурс пӗтӗмлетӗвне библиотека сайтӗнче раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вырнаҫтарӗҫ. Чи лайӑх хайлавсене «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче», «Тантӑшра» тата «Самант», «Тӑван Атӑл», «ЛИК» журналсенче пичетлеме, «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература пуххин 5-мӗш кӗнекине кӗртме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудио-диск кӑларасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫе 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пурнӑҫлама шутлани пирки те ун чух каланӑччӗ. Кунсӑр пуҫне аудио версие кӑларас ӗҫ вӗҫне ҫитсе пынине, анчах та патшалӑх пултарулӑх ушкӑнне укҫа енчен пулӑшасшӑн пулманнине каланӑччӗ. Ҫавӑнпа та диск ҫинче кӑларма укҫа пухассине «Армир» ушкӑн ниме мелӗпе ирттерме шут тытнине хыпарланӑччӗ. Халӗ диск кун ҫути курнӑ-курнах. Вӑл сутлӑха та тухма ӗлкӗрнӗ. омплекта икӗ диск кӗрет: пӗри — чӑвашла, тепри — вырӑсла. Вырӑсла вариантӗнче Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэминчи автор сӑмахӗсене паллӑ актер Михаил Ефремов вулать. Чӑвашла аудиокӗнекере ҫак сӑмахсене вуламашкӑн Николай Сергеева шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май ЧР Наци вулавӑшӗнче «Ачалӑх тӗнчи» курав уҫӑлнӑ. Ахаль пуканесем мар унта. Вӗсем — театр «артисчӗсем». Сцена ҫинче пӗр ҫул мар вылянӑ, ҫавӑнпа кӑштах кивелнӗ те. Ҫавӑнпа «тивӗҫлӗ канӑва» янӑ вӗсене. Вӗсем арчарах выртнӑ. Унтан кӑларса тепӗр хутчен выляттарса вӗсемпе театр историне кӑтартнӑ. Малтанах перчетке пек пуканесем пулнӑ. Вӗсене алла тӑхӑнса вылянӑ. Унтан пуканесене ҫӗнетсе пынӑ. Халӗ театр пӗр вырӑнта тӑмасть — тӗрлӗ пуканепе ӗҫлет. Пуканесене чӗртекен артистсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Вӗсем пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ. Репертуар пуян: чӑвашла та, вырӑсла та юмахсем пулаҫҫӗ. Куравра вара юратнӑ пуканесене курма пулать. Кунта — Емеля, Русалка, Алладин… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |