Хуҫасӑр йытӑсем чупса ҫӳрени пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӑшӑрханса ҫырнине час-часах курма пулать. Тепӗр тесен, те хуҫаллӑ вӗсем, те хуҫасӑр. Ирӗклӗн ҫӳрекенскерсем иртен-ҫурен сехрине, уйрӑмах ачасенне, хӑпартаҫҫӗ.
Республикӑн патшалӑх ветеринари службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Викторов паян иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫасӑр йытӑсене приютсене вырнаҫтарасси, сиплесси, стерилизацилесси, маркӑласси уҫӑмланӗ. Стерилизациленӗ хыҫҫӑн вӗсене хӑйсем унччен чупса ҫӳренӗ вырӑна кайса яма юрӗ.
Республика территорийӗнче хуҫасӑр йытӑсем кӑна 1,8 пине яхӑн тесе каланӑ паянхи ларура. Кашни районтах приют уҫасшӑн мар. Темиҫе районпа пӗрлехи приютсем йӗркелесшӗн.