Республикӑра
Аҫтахар Плотников сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев ятне пама йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута Кремль сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Хушура пирӗн республикӑри аэропорт кӑна мар, ытти регионтисене те хисеплӗ ҫынсен ятне пама палӑртнӑ. Аса илтерер, Шупашкарти аэропорт валли ят шыранӑ май пӗлтӗр сасӑлав та ирттернӗччӗ. Ӑна «Раҫҫейри паллӑ ҫынсем» сайтра йӗркеленӗччӗ. Сасӑлава хутшӑннисенчен чылайӑшӗ, 62 проценчӗ, Шуршӑл ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлне, Андриян Николаев лётчик-космонавта суйланӑччӗ, Святослав Федоров офтальмологшӑн – 19 процент, Иван Яковлев ҫуттакӑларуҫӑшӑн — 17 процент. Шупашкарти аэропорт валли суйлас ӗҫе 58,2 пин ҫын хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал Чӑваш Енре «Пӗрремӗш пул» ыркӑмӑллӑх акцине ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ. Хаклӑ хӑнасене сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ямӗҫ. Каҫхи апатлану Шупашкарти «Роланд» ресторанра иртӗ, унта 200 ҫын килмелле. Хӑнасене апатлантармашкӑн республика хыснинчен 981 пин те 300 тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла кашни ҫын пуҫне 4907 тенкӗ лекет. Кунта сервировка, официантсем пӑхни, апат хатӗрлени кӗреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, асӑннӑ ресторанра «Цезарь» салат 710 тенкӗ тӑрать, 200 хӑна валли 142 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫмелли минераллӑ шыв пулӗ. «Волжанка» ятлӑскере саккас тунӑ. Ҫур литрли ресторанра 160 тенкӗ тӑрать. Кунсӑр пуҫне шур ҫырли морсӗ, икӗ тӗрлӗ чей пулӗҫ. Менюра эрех-сӑра ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче лайӑх хыпар пур: васкавлӑ медулӑшу тухтӑрӗсем 4 ҫулти ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Пӗчӗкскер БАД капсулине пырне лартнӑ, вӑл сывлама пӑрахнӑ, чӗри те чарӑнса ларнӑ. Телее, васкавлӑ медпулӑшу вырӑна часах ҫитнӗ: 4 минутран вӗсем пӗчӗк пациента медпулӑшу панӑ. Тухтӑрсем хӑвӑрт ҫитни арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ. Вӗсем малтан ачан чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ, унтан капсулӑна кӑларнӑ. Халӗ пӗчӗк пациент хӑйне аванах туять. Арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ тухтӑра ятранах палӑртар: Олег Владимирович Косов анестезиолог-реаниматолог. Унпа пӗрле бригада пулнӑ. Олег Владимирович васкавлӑ медпулӑшу службинче 30 ҫул вӑй хурать. Тата ҫакна каласа хӑварар: водительсем, васкавлӑ медпулӑшу машини васканине курсан ӑна ҫул парӑр, капла эсир ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма пултаратӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пӗлтӗр ҫуркунне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри полици уйрӑмӗсене пӗр вӑхӑтра тенӗ пек ҫынсенчен пӗрешкел заявлени килнӗ: пурин те банк счечӗ ҫинчен укҫа ҫухалнӑ. Иккӗшӗ – 10 пин тенкӗ, тепри 47 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Анчах укҫа счет ҫинчен пӗтни пирки вӗсем патне СМС-ҫыру килмен. Полицейскисем ҫак ҫынсен телефонӗсене тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: мессенджерсене официаллӑ мар сайтсенчен уҫласа илнӗ чухне вирус телефона сиенлетнӗ. Оперативниксем ку преступление Красноярск тӑрӑхӗнчи ҫын тума пултарнӑ тесе палӑртнӑ. Вӗсем ҫав региона кайса ӑна тытса чарнӑ. 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑр хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере коллекторсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ-мӗн. Хӗрарӑм микрозаймсем илнӗ, анчах укҫана вӑхӑтра тӳлесе пырайман. Парӑм пухӑнсан ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Агентство ӗҫченӗсем парӑма тавӑрмалли пирки каланӑ, хӑратма, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмен. Ҫитменнине, хӗрарӑмӑн тӑванӗсене те тапӑннӑ. Коллекторсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене судра явап тыттарнӑ. «Парӑмсене пӗтерекен агенство» тӗлӗшпе приговор вуланӑ, 250 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Сӑрҫи» заповедник ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра сӑвӑссене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн энцефалит вирусне тупса палӑртнӑ. Тӳрех каламалла: ку вируса Чӑваш Енре сайра-хутра тупаҫҫӗ. Энцефалит вирусне Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнпа специалистсем ҫине тӑрсах асӑрхаттараҫҫӗ: вӑрмана кайнӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла. Уйра, вӑрманта пулнӑ хыҫҫӑн тумтира лайӑх пӑхмалла: сӑвӑс ҫакланман-и? Асӑннӑ вырӑнсене кайиччен тумтире сӑвӑссемпе кӗрешмелли реппелентсемпе сапмалла. Энцефалита хирӗҫ прививка тусан тата лайӑхрах. Сӑмах май, унашкал вакцинӑна республикӑна илсе килнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш телеканал йӗркелекен «Пӗрремӗш пул!» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Мероприятисене паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ канашлура тишкернӗ. Паллӑ телеертӳҫӗсенчен, эстрада юрӑҫисенчен тӑракан пысӑк ушкӑн (пурӗ 150 ытла ҫын) Шупашкарта пулӗ. Ҫавсен хушшинче «Давай, поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) кӑларӑмри евчӗ, Роза Сябитова, та пур. Вӑл Шупашкарти ЗАГСра кӑсӑклӑ та асра юлмалла тӗлпулу ирттерӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине вертолетпа вара Леонид Якубовичпа пӗрлех «Мужское/Женское» телекӑларӑм ертӳҫисенчен пӗри Юлия Барановская та анса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗн ертӳҫине паян официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Вадим Ефимова шанса панӑ. Вадим Петрович асӑннӑ вырӑнта тӑрӑшма пуҫлани пирки иртнӗ эрнерех сӑмах сарӑлнӑччӗ. Анчах ку хыпара официаллӑ хутсемпе ниҫта та ҫирӗплетменччӗ. Телерадиокомпанин тытӑмӗнче Вадим Петровича ун чухне ертӳҫӗн ҫумӗ евӗр кӑтартнӑччӗ. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Вадим Ефимов 1973 ҫулта Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Вырӑс тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ. Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те тӑрӑшнӑччӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) издательствӑпа полиграфи комплексӗн ертӳҫин лавне туртрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Никита Тӗнче паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шарана кӳреннӗ. Аса илтерер, ҫак эрнере вӑл Европӑна, тата тӗрӗсрех каласан, Финландине, велосипедпа тухса кайнӑ. Унпа пӗрле ҫула мӑшӑрӗ Анастасия тата ҫулталӑк та тултарман хӗрӗ Аяран тухнӑ. Чӑваш Республикин ятне хамӑр ҫӗршыв тӑрӑх ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те ҫӗклесе ҫӳрекенскер Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшасса шанса пурӑннӑ. Кун пирки ӑна пӗлӗшӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче шантарнӑ-мӗн. Вӑл хула администрацийӗнчи тӳре-шарапа паллаштарма пулнӑ. Хула администрацийӗ ҫул ҫинче кирлӗ снаряженипе тата ытти хатӗрпе пулӑшма килӗшнӗ-мӗн. Никита малтан Салаевӑпа ҫыхӑну тытнӑ, кайран лешӗ ӑна спортпа физкультура пайӗнчи Малов патне ӑсатнӑ. Маловӗ йышӑнӑва та чӗннӗ. Анчах сӑмахпа шантарнинчен ытла лав хускалман. Ҫапла вара Чӑваш Енри паллӑ велоҫӳревҫӗ ҫемйи пулӑшу кӗтсе илмесӗрех Хӗвеланӑҫ енне тухса кайнӑ. «Манӑн тӑван хулара ҫавӑн пек пуҫлӑхсем ӗҫленишӗн намӑс та. Тепӗр тесен вӗсемпе ӑнманнишӗн савӑнатӑп та», — тесе ҫырнӑ Никита Тӗнче тӗнче тетелӗнче. |
Республикӑра
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина ӗҫрен кӑларнӑ. Ӑна пӗр вӑхӑт ӗҫрен сирнӗччӗ, анчах тилхепӗне туртса илменччӗ. Паян Михаил Игнатьев Аврелькина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Аса илтерер, пысӑк пуканлӑ тӳре-шара тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Аврелькина изолятора малтанласа икӗ уйӑхлӑха хупса хунӑччӗ, кайран ҫав вӑхӑта тата тепӗр тӑватӑ уйӑхлӑха тӑснӑччӗ. Ҫав мерӑна ҫемӗҫтерме ыйтса министрӑн ваккачӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑччӗ. Анчах унти тӳресем Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвне улӑштарма килӗшменччӗ. Республика Правительствинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ ҫыннӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна суд нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Владимир Аврелькин арестне 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |