Республикӑра
Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канури ҫынсем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли социаллӑ карттӑ тӑвасшӑн. Вӑл «Карта жителя» (чӑв. «Пурӑнакан картти») ятлӑ пулӗ. Ку ыйтӑва утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Ку проекта «Мир» тӳлев карттин наци тытӑмӗ ҫумӗнче пурнӑҫласшӑн. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, дисконтлӑ карттӑпа ҫынсен уйрӑм категорийӗ усӑ курӗ. Социаллӑ проект вырӑнти влаҫпа услам пӗрле ӗҫленипе пурнӑҫланса пырӗ. Дисконтлӑ карттӑпа усӑ куракансем хӑш-пӗр суту-илӳ сечӗсенче, организацисенче тавара йӳнӗрех хакпа туянма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫак кунсенче урамра тӗлӗнмелле машина ҫӳренине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамах» ҫине «Отлов ведьм» (чӑв. «Тухатӑмшсене тытмалли»), «Служба охотников за ведьмами» (чӑв. «Тухатмӑшсене тытакансен служби» тесе ҫырнӑ. Машинӑн малти бамперӗ ҫине шӑлсем ӳкернӗ, алӑкӗ ҫине шӑпӑр утланнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ. Ку машина улатӑрсен мар, вӑл таҫтан килнӗ. Номерсене пӑхас тӑк, пирӗн пата вӑл Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Тухатмӑшсене Самар тӑрӑхӗнче тытмалли служба тесе палӑртнӑ. Эппин, машина чӑхах та ҫав регионтан килнӗ. Улатӑр ҫыннисем хӑйне евӗр машинӑна килӗштернӗ, ун патне тӑрса сӑн та ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫамрӑк мӑшӑрсене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» пирвайхи хут панӑ. Аса илтерер: ҫак документа пама тытӑнасси пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Сертификата ЧР Элтеперӗ «Арҫынсен сывлӑхӗ: 80+ тӗллев патне» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче виҫӗ мӑшӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Уяв И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртнӗ. Ҫак сертификат тин кӑна ҫемье ҫавӑрнӑ упӑшкипе арӑмне амӑшлӑх центрӗсенче пысӑк квалификациллӗ специалистсем патӗнче тӳлевсӗр пулӑшу илме май парать. Ҫак документа хӗсӗрлӗхе тупса палӑртас, ӑна вӑхӑтра сиплес тӗллевпе параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн судра явап тытма тивӗ. Ӑна тӑван мар хӗрне ясар шухӑшпа тапӑннӑшӑн айӑпласшӑн. Йӑлтах кӑҫал авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Ҫак ӳсӗр арҫын тӑван мар хӗрне, 9 ҫултискере, ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра арӑмӗ килте пулман. Кӑшт вӑхӑ иртсен хӗрачан кун пирки амӑшне каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтернӗ. Арҫынна ун чухнех тытса чарнӑ. арҫын ҫак преступление тунине кӳнтеленсем, шар курнӑ хӗрача каласа кӑтартнисем ӗнентереҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри пӗр ҫемье лотерейӑра выляса илнӗ. Вӗсем 700 пин тенкӗ тӑракан автомобиль илме пултараҫҫӗ. Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче камсем ҫуралнӑ тетӗр-? Николайпа Марина Шуряковсем. Вӗсене мӗнле маркӑллӑ автомобиль лекесси хальлӗхе паллӑ мар. Николай каланӑ тӑрӑх, вӑл выляса илни пирки пӗлсен тӳрех компьютер патне чупнӑ. «Мӗн чухлӗ выляса илнине пӗлсен видеотрансляци ятӑм. Ҫав вӑхӑтрах арӑма эпир лотерея выляса илни пирки кӑшкӑртӑм», - тенӗ вӑл. Шуряковсем машина пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ, анчах укҫи ҫитмен. Тинех ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ вӗсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Дмитрий Самаренкин «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Капла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Дмитрий Самаренкин — «Казанский маслоэкстракционный комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ертӳҫи. Чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче суйланӑ. Дмитрий Самаренкинӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Элтеперпе Дмитрий Самаренкин тӗл пулнӑ. Ун чухне енсем «Канаш Агро» агрофирмӑна (унӑн учредителӗ — эпир маларах асӑннӑ Хусанти агрохолдинг) аталантарас тата Тутарстанра пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Унта, сӑмах май, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ. Уяв ыран иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ пулма Павел Иванова шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ министрпа Михаил Игнатьев паян Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Кун пирки Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Элтепер Павел Иванова министра вӑл унччен патшалӑх службинче тата банк тытӑмӗнче ӗҫленине кура шаннине пӗлтернӗ. Павел Иванов И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. РФ Правительствин Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче, Финанс университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин пулӑшуҫи пулнӑ. ЧР финанс министрӗн ҫумӗнче, Тулашэкономбанкра, Перекет банкӗнче ӗҫленӗ опыт та пур. Ҫакна та палӑртар. Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Светлана Ананьева малашне Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ун чухне ял ҫыннисем те лайӑх мар шӑршӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Ара, сӑмсана ҫуракан шӑршӑ таврара сарӑлнӑ. Вырӑна специалистсем тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Чӑнах та, пӗверен сысна каяшӗ шӑрши кӗнӗ, шыв пӑтраннӑ. Пӗвере 90 яхӑн пулӑ вилнӗ. Сысна каяшӗ шӑрши ӑҫтан кӗме пултартӑр? Ҫывӑхра «Ҫӗрпӳ беконӗ» предприяти пур. Тислӗк чӑнах та унтан юхса килнине специалистсем ҫирӗплетнӗ. Предприяти тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Илпеш ялӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрне промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки халӑха пӗлтермен. Аса илтерер: унта Китай ҫыннисем сӗт савучӗ ҫӗклеме палӑртнӑ, анчах ҫынсем хирӗҫленӗ. Халӗ илпешсем питӗ кӑмӑлсӑр. Китай инвесторӗсем Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче савут ҫӗклес ыйтӑва хускатнӑ, анчах унта та халӑх хирӗҫ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн китайсем каллех Илпеш тӑрӑхне таврӑнни вырӑнти халӑха питех те кулянтарать. Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухасшӑн. Вӗсем ӑна йӗркелеме ирӗк илнӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 10 сехетре илпешсем Кӳкеҫ поселокӗнчи Ленин палӑкӗ умне пуҫтарӑнӗҫ. Унта килнисем ЧР Министрсен Кабинечӗ ку постановление саккуна пӑхӑнса тунипе туманни пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Сергей Неяскин Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Владимир Путин хушӑвне Право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Полицин генерал-майорӗ ӗҫрен каяссине Чӑваш Енӗн ШӖМӗн планеркинче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине вӑл ӑнлантарса тӑманччӗ. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |