Республикӑра
Улатӑр районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын суд сакки ҫинче явап тытнӑ. Район сучӗ ӑна 2 ҫул та 6 уйӑх ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Шалӑвӗнчен 15 процент патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Кунсӑр пуҫне унӑн 300 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫак арҫын Улатӑрти «Вӑрман хуралӗ» лесничествӑра участковӑй лесникӗ пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче бензопӑчкӑпа 23 йывӑҫ каснӑ, вӗсемпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ку патшалӑха 209 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ. Айӑпланнӑ ҫыннӑн ваккачӗ приговора ЧР Аслӑ судне пӑхса тухма панӑ. Анчах унта та приговора ҫаплипех хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
45.fsin.su сайтри сӑн Чӑваш Енре айӑпланнӑ ҫынене ҫӳп-ҫап полигонӗсене ӗҫе вырнаҫтарма шутлаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, «Управление отходами» тулли мар яваплӑ обществӑн элчисем тӗлпулура сӳтсе явнӑ. Палӑртмалла: республикӑра ҫӳп-ҫапа уйӑрмалли сӑнав проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑ. Унта «Управление отходами» тулли мар яваплӑ общество хутшӑнать. Шӑпах унӑн объекчӗсенче ҫӳп-ҫапа уйӑрӗҫ, ӑна тепӗр хутчен туса кӑларма ӑсатӗҫ. Айӑпланнисене полигонсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва ҫитес тӗлпулусенче те сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Нумаях пулмасть Тӑвай район прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Тӗп прокурорӗн ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Александр Данилова шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи. Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Унта диплом илнӗ хыҫҫӑн 2002 ҫулта ӑна прокуратурӑна ӗҫе йышӑннӑ. Малтанласа вӑл Куславкка район прокурорӗн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран Канашри районсем хушшинчи прокурора пулӑшнӑ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри транспорт прокурорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ 94 ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах вӗсенчен 20-шӗн лаптӑкӗнче ӑпӑр-тапӑр пулнӑ. Ҫавна май ку ыйтӑва прокуратура пӑхса тухнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗ 94 ҫемьене ҫурт-йӗр хӑпартмашкӑн хулара ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, ҫав лаптӑксенче нимӗнле сооруженисем те пулмалла мар. Анчах администраци ҫакна шута илмен. Хӑш-пӗр лаптӑкра хуҫасӑр кивӗ зданисем, хуралтӑ таврашӗсем пулнӑ. Прокуратура Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче хӑлтӑр-халтӑр ҫуртсем ларнине кура 20 ҫемье ӑна илме килӗшмен. Прокуратура ыйтнипе ятарлӑ организаци кадастр ӗҫӗсем ирттерет. Кун хыҫҫӑн вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче ку хыпар Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ. Пирӗн тӑрӑхри тӳре-шара ҫак сӑмаха малтанласа ӗненменччӗ. Кайран Чӑваш Енӗн Спорт министерстви брифинг та ирттернӗччӗ. Михаил Богаратов министр допинга хирӗҫ «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗччӗ. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ. Ушкӑн иртнӗ шӑмат кун Шупашкарта ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Вӗсем тренерсемпе, медицина ӗҫченӗсемпе тата спортсменсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗпчев тӑрӑх ЧР Спорт министерстви тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑннине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне каллех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытнӑ. Хальхинче те вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Палӑртмалла: пуҫлӑх 2018 ҫул вӗҫӗнче те ҫак сӑлтавпах ҪҪХПИ инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарсан вӑл медицина освидетельствованийӗ витӗр тухма килӗшмен. Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата правана 1,5 ҫуллӑха туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Юсанмалли колонирен тарма хӑтланнӑ икӗ арҫын суд умӗнче явап тытнӑ. 1994 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна - ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха, 2000 ҫулта ҫуралнӑскере пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫак икӗ арҫын, 8-мӗш колони-поселенире ларнӑскерсем, йӗплӗ карта урлӑ каҫса Мӑкшӑ Республики еннелле утнӑ. Анчах ун чухне ҫанталӑк лайӑх мар пулнӑ, вӗсем инҫех каяйман – колони ӗҫсенӗсем хӑваласа ҫитнӗ. Тепӗр хутчен судпа айӑпланнӑ арҫынсем приговора ЧР Аслӑ судне пӑхса тухма панӑ. Хӑйсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем тарма шухӑшламан-мӗн, лавккана эре-сӑра патне ҫеҫ кайнӑ имӗш. Анчах суд приговора ҫаплипех хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарти эрех савучӗ Етӗрнери эрех савучӗ конкуренци сакунне пӑхӑнман тесе шутлать. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленине тавӑҫ тӑратнӑ: Етӗрне савучӗ шутласа кӑларнӑ «Илем» ятлӑ эрех ҫинчи пике Шупашкар эрех савучӗ кӑларакан «Парне» бальзам ҫинчи хӗре питӗ аса илтерет-мӗн. Етӗрнери эрех савучӗ «Илем» ятлӑ эрехе кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче регистрациленӗ. Продукцие хальлӗхе кӑларман-ха. Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти эрех савучӗ тӑратнӑ тавӑҫа утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче пурӑнакан ҫынсем «Про Город» хаҫата хӑйсен пӑтӑрмахӗ пирки каласа панӑ. Пӗр уйӑх каялла ялта кӗрт йыттисем таҫтан тупӑннӑ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тапӑнаҫҫӗ-мӗн, кушаксене вӗлереҫҫӗ. «Паян 10 сехетре йытӑсем пирӗн качакана тапӑнчӗҫ. Вӑл вилчӗ. Тепри суранланчӗ», - каласа кӑтартнӑ пӗр хӗрарӑм ҫӳлерех асӑннӑ хаҫата. Ял ҫыннисем вырӑнти админстрацие кӗрт йыттисем пирки пӗлтернӗ, анчах лешсем хальлӗхе нимӗн те туман. Ҫынсем йытӑсем ачасене тапӑнасран хӑраҫҫӗ, хӑйсем те урампа утма шикленеҫҫӗ. «Нивушлӗ вырӑнти влаҫа ҫапкаланчӑк йытӑсене пеме укҫа-тенкӗ уйӑрса памаҫҫӗ?» - пӑшӑрханать ҫав хӗрарӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри икӗ хулан ҫӗнӗ статус пулӗ. Ку постановление республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Постановлени официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрет. Ҫӗнӗ статуса Улатӑр тата Етӗрне хулисем тивӗҫӗҫ. Вӗсем малашне Чӑваш Ен историйӗпе культуришӗн пӗлтерӗшлӗ хуласем пулӗҫ. Палӑртмалла: Улатӑр хули – 1552, Етӗрне хули 1590 ҫулта йӗркеленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |