Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Район-хуласем иртнӗ ҫула пӗтӗмлетеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 08.02.2018 19:48 | 1645 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме пуҫларӗҫ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Куславккара пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

Пухуччен Михаил Игнатьев Куславкка район пуҫлӑхӗпе Юрий Петровпа тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ. «Ертӳҫӗсем муниципалитетӑн бюджечӗ пирки сӳтсе явнӑ, районӑн малашнехи аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ ҫинчен калаҫнӑ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.

«Ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах та пулмалла мар. Халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерсе пымалла. Вӗрентӗве, сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫине тӑмалла. Халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес ыйтупа та пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Ыран Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пухусем иртӗҫ, шӑматкун — Муркашра.

#тӗлпулусем, #экономика, #пӗтӗмлетӳсем, #Куславкка районӗ, #Элтепер, #пухусем, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Муркаш районӗ, #Патӑрьел районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем