Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Пӗрисен тупӑшӗ ӳсет, теприсен чакать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.02.2018 19:41 | 1821 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Чӑваш Енри районсемпе хуласенче тупӑш илнине шутласа кӑларнӑ. Налук тата урӑх тупӑш илесси ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш уйӑхра республикӑри 11 муниципалитетра лайӑхланнӑ.

Тупӑш илессине процентпа танлаштарса тишкерсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑмах аван ӗҫлени курӑнать: унти ӳсӗм — 58,3%, Ҫӗмӗрлере — 12,2%, Канашра — 6,4%, Муркаш районӗнче — 26,6%, Етӗрне районӗнче — 14,4%.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 15 муниципалитетра тупӑш пайӗ унчченхинчен чакнӑ. Уйрӑмах пӗчӗкленнисен шутӗнче республикӑн Финанс министерстви Ҫӗрпӳ тата Комсомольски районӗсене асӑннӑ. Малтан асӑннинче тупӑш илесси пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи малтанхи уйӑхринчен 29,5 процент сахалланнӑ, Каҫал тӑрӑхӗнче — 15,6 процент.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #Етӗрне районӗ, #экономика, #укҫа-тенкӗ, #Финанс министерстви, #статистика, #Ҫӗӗ шупашкар, #Канаш, #Муркаш районӗ, #Комсомольски районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем