Пӑтӑрмахсем
Сергей Беккерӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ хулинче стена йӑтӑнса аннӑ. Пурӑнмалли ҫуртӑн мар-ха. Котельнӑйӑн. Хулари котельнӑйӗн ишӗлнӗ стенаи пирки Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн дппутачӗ Сергей Беккер Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Ҫӗрпӳри чи пысӑк микрорайона тивӗҫтерекен котельнӑй стени йӑтӑнса аннӑ. Хулари пӗлтӗрхи ҫулла юсанӑ ҫулсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи евӗр. Ҫакӑн сӑлтавӗ — хулана тата района ӑнӑҫсӑр ертсе пынинчӗ», — тесе шухӑшлать Сергей Беккер. Унтан депутат кадр политикишӗн пӑшӑрханнине систерсе республика ертӳҫисем тата мӗн пулса иртессе кӗтеҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. «Районсемпе ял тӑрӑхӗсене халӑхпа суйлас йӑлана вӑраха хӑвармасӑр тавӑрмалла!!!» — предложение Сергей Беккер виҫӗ кӑшкӑру паллипех вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Михаил Марискин Улатӑр районӗн судӗнче асӑннӑ хула администрацине ертсе пынӑ Михаил Марискин тӗлешпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Ҫакна «Коммерсант» хаҫат ӗнер хыпарланӑ. Судра Михаил Марискинсӑр пуҫне унӑн экс-ҫумӗн Олег Добрынкинӑн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн экс-ертӳҫин Елена Басюкӑн тыткаларӑшне тишкереҫҫӗ. Улатӑрти районсем хушшинчи прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи Александр Емельянов Михаила Марискина РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйипе, тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнишӗн, 10 эпиоздпа айӑпласа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха ӑсатма, влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме чарма ыйтнӑ-мӗн. Суда материалсем 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсакан организацисене Михаил Марискин 2008–2009 ҫулсенче 34,8 млн тенкӗ куҫарса панӑ, лешсем ӗҫне пурнӑҫламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккунпа килӗшсе тӑман ытти ӗҫпе те вӑл аппаланнӑ тесшӗн. Михаил Марискин хай айӑпне йышӑнман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Ставрополь тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 41 ҫулти ӗҫсӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 359-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Киева тухса кайнӑ. Унта вӑл Украинӑри Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ районӗнчи хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннӑ теҫҫӗ. Киевҫ кайсан Украинӑри националистсен пӗрлешӗвне кӗнӗ. Ятарлӑ ҫар чаҫӗнче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Донецк облаҫӗнче «Генрих» ятпа перекен пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн. Уншӑн ӑна укҫа тӳленӗ. Украинӑра ҫапӑҫнӑ ҫынна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче наркотик сутнишӗн тытса чарнӑ. Вӑл Украинӑра ҫапӑҫни ҫавӑн чухне ҫиеле тухнӑ иккен. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ хулинчи следстви изоляторӗнче пӗр кун харӑсах икӗ пӑтӑрмах пулнӑ: айӑплакансенчен пӗри куҫсӑр тӑрса юлнӑ, тепри вилсе кайнӑ. Кун ҫинчен «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать. Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахсем пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Айӑпланакансенчен пӗри, ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор вӑя кӗме ӗлкӗреймен, хӑйне хӑй амантса куҫсӑр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те ӑна медицина пулӑшӑвӗ пама ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл сипленет. Тепӗр айӑпланакан вара сывламах чарӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш пулман, ҫавӑнпа ӑна никам та пусмӑрламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ахӑртнех, унӑн чӗри чирлӗ пулнӑ. Палӑртса хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗрӗс хаклас тӗллевпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫавна май мӗн пур материала следстви органӗсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ фирмӑна ертсе пыракан арҫын приставсем туртса илесрен хӑраса хаклӑ йышши ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ. Асӑннӑ службӑн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ патшалӑха 800 пин тенкӗ налук тӳлемен арҫын тӗлӗшпе пурнӑҫлав производстви пуҫарнӑ. Ӗҫ-пуҫа тишкерме тытӑннӑ кун хайхискер хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи 1 миллион тенкӗ тӑракан Nissan Muran машинине арӑмне документсем хатӗрлесех парнеленӗ. Ҫакна кура суд приставӗсем налук инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Ҫӗрпӳ районӗн судне ҫитнӗ, парне хутне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Суд ыйтӑва туллин тивӗҫтернӗ. Ӗҫ пурнӑҫлакан пристав ҫӑмӑл машина ҫине арест хурсанах арҫын юратнӑ «тимӗр урхамахӗсӗр» юласран сехӗрленсе парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ZaRulem.ws портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче таксиста тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. Кайран 26 ҫулти каччӑ тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑна Канаш хулинче тытса чарнӑ. Вӑл унта кукамӑшӗ патӗнче пытанса пурӑннӑ. Ӑна Канашри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраса тупнӑ. Ӑна Мускав облаҫне конвойпа илсе кайнӑ. Кун валли ятарласа Балашихӑри полицейскисем килнӗ. Ҫамрӑкскертен следовательсем ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ЧР ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсенчен пӗри вилнӗ. Ку инкек М-7 ҫулӑн 699-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Volvo машина водителӗ, 45 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл Hyundai йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын, Пушкӑрт Республикин ҫынни, ларнӑ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем питӗ вӑйлӑ ҫапӑннӑран 33 ҫулти водитель йывӑр суранланнӑ, вӑл авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Халӗ авари мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сар.ru сӑнӗ Экологипе технологи тата атом тӗрӗслевӗн федераци службин Атӑлҫинчи управленийӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромӑн» органика кремнийӗ туса кӑларакан цеха хупса хума сӗнӗ. Суд приставӗсем цехӑн алӑкӗсене пичетлесе тухнӑ та ӗнтӗ. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпромӑн» 16-мӗш цехӗнче авари пулнӑ, ҫавна пула техника хатӗрӗсемпе сооруженийӗсем сиенленнӗ. Производство вырӑнӗ вара 1-мӗш класри хӑрушлӑхри шутланать. Ҫак сӑлтава, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх пуррине тата техногенлӑ катастрофа сиксе тухма пултарнине шута илсе цеха виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. «Химпром» ертӳҫисене асӑрхаттару ярса панӑ. «Химпромра» суд йышӑнӑвне епле пурнӑҫланине приставсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартакан «Артек» организацие прокуратура ҫине тӑнипе штрафланӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ организаци район администрацийӗн ун чухнехи пуҫлӑхне Георгий Егорова 330 пин тенкӗ укҫа панӑ иккен. Ҫакӑ 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Кӗмӗле вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма уйӑрса паракан ҫӗр хуҫине палӑртмалли конкурсра ҫӗнтерессишӗн тӳленӗ имӗш. Киревсӗр тӗллевпе укҫа панӑшӑн район прокурорӗ РФ Административлӑ право кодексӗн статйипе килӗшӳллӗн «Артек» тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна судра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна 500 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Аса илтерер, 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑччӗ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑччӗ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗччӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн прокуратури шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсемпе пӗлтӗр пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкернӗ. Судсем пурӗ 15 ӗҫ пӑхса тухнӑ май ҫынсене 4 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлесе татнӑ. Шалупа татӑлма васкаман пуҫлӑхсене Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 145-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама юрать. Пӗлтӗр ун йышши ӗҫсене 15 хутчен пуҫарнине маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ. Айӑплӑ пуҫлӑхсем хӑйсене тӗрлӗрен тытаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри чунтан ӳкӗннине ӗнентерме тытӑннӑ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна шелленӗ-ши — пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Анчах прокуратура тӳрен ҫак йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫапла вара пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплӑ пуҫлӑха судпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |