Пӑтӑрмахсем
![]() Сар.ru сӑнӗ «Диссернет» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн диссертацийӗн 40 проценчӗ хӑйӗн мар иккен. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки» ) кӑларӑм хыпарланӑ. «Диссернет» пӗрлӗх эксперчӗсем Алексей Ладыковӑн диссертацине тӗрӗсленӗ те текстӑн 40 проценчӗ ют ҫыннӑн иккенне палӑртнӑ. Аса илтерер, Алексей Олегович экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ятне тивӗҫмешкӗн 20о4 ҫулта диссертаци ҫырса пӗтернӗ, диссертацие вӑл Чулхулари менеджментпа бизнес институчӗн диссертаци канашӗнче хӳтӗленӗ. «Исследование структурно-отраслевых изменений в региональной экономической системе» диссертацие ҫырнӑ чухне унӑн ертӳҫи И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Анатолий Яковлев пулнӑ. Алексей Ладыковӑн наука ӗҫӗнче экспертсем Валерий Смирновӑн 2003 ҫулта пичетленнӗ «Повышение конкурентоспособности региона в условиях трансформирующейся экономики: на примере Чувашской Республики» статйинчи сыпӑксене асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 16 сехет те 10 минутра Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ача машина айне пулнӑ. Дементьев урамӗнчи 1-мӗш ҫурт картишӗнче 7 ҫулти арҫын ача велосипедпа ярӑннӑ, шӑпах 14-мӗш модельлӗ автомашина пынӑ. Ача пӑрӑнчӑк ҫултан сиксе тухнӑ, вӑл шӑпах урапа айне лекнӗ. Вӑйлах ҫапӑннӑнан арҫын ача та, велосипед та самай айккине вӗҫсе кайнӑ. Водитель авари хыҫҫӑн машинӑран тухнӑ та ачана алла тытнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ача пульницӑра тӑнсӑр выртать. Вӑл самай суранланнӑ. Кӑҫал арҫын ачан шкула каймалла. Автомашина рулӗ умӗнче вара 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти хулан клиника центрӗ йывӑр чирлӗ пенсионера тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтермен. Ҫав препарата ӑна укҫасӑрах памалла пулнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх шайне кура 81 ҫулти арҫынна питӗ хаклӑ эмел кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ категорири ҫынсене ку препарата тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗ вара ҫакна шута хуман, асӑннӑ эмеле туянма йышӑнман. Саккуна пӑснине кура Мускав районӗн прокуратурин Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан хулан клиника центрӗн тӗп тухтӑрне асӑрхаттарма тивнӗ. Ӗҫ-пуҫа прокуратура уйрӑмах тимлӗн сӑнаса тӑрать, сыватмӑшӑн йӗркесӗрлӗхе пӗтермелле, эмел туянса чирлӗ ҫынна памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан Александр Пименов Мари Элти юханшыв хӗррине похода кайни пирки, вӑл унта ҫухални ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ку кӑҫалхи ҫуркунне пулнӑччӗ. Унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ, ҫухалнӑ каччӑна тупайманччӗ-ха. Ӑна тӑванӗсем, ҫӑлавҫӑсем шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Кайран водолазсем, тусӗсем ӑна шывра усӑ курмалли ятарлӑ хатӗрпе шыранӑ. Темиҫе кунран ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине кура ӗҫе чарма тивнӗ. Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче унӑн виллине пулӑҫӑ тупнӑ. Ӳчӗ ҫухалнӑ вырӑнтах инҫех мар пулнӑ. Александр Пименова тепӗр кунхине Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ Владимир Антипов 28 ҫул тултармаллаччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кунӗччен пӗр кун ҫеҫ пурӑнайман. Шел те, ҫамрӑк арҫыннӑн пурнӑҫӗ Сирире татӑлнӑ. Владимир Антипов сержант Хомс провинцийӗнчи перкелешӳре пуҫ хунӑ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Антипов сержант хулана «зачистка» тунӑ чухне боевиксем ҫывхарнине асӑрханӑ, вӗсене пеме тытӑннӑ. Ушкӑн командирне ванчӑк лекнӗ, Владимир ӑна ҫапӑҫуран йӑтса тухнӑ, кайран каллех таврӑннӑ. 4 сехете пынӑ ҫапӑҫура салтаксен патронсем, ҫар припасӗсем пӗтнӗ, вара Антипов сержант ушкӑна хӑрушсӑр вырӑна янӑ, хӑй вара хӳтӗлеме юлнӑ. Вӑл нумай суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна патшалӑх наградине пама тӑратнӑ. Владимир Антипов 1990 ҫулта Канашра ҫуралнӑ, унтан унӑн ашшӗ-амӑшӗ Шупашкара куҫса килнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн арӑмӗ тата икӗ ачи юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Евгений Андреев халӗ депутат мар Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне, строительство предприятийӗн пуҫлӑхне Евгений Андреева парти пайташӗ пулма чарнӑ. Аса илтерер, ӑна икӗ уйӑхлӑха следстви изоляторне хупса хунӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх-депутат хӑйӗ ӗҫтешне вӗлерме тӑнӑ имӗш. Анчах хура ӗҫе пурнӑҫлама пакунлисем ура хунӑ пулать. 41 ҫулти депутат пирки партин регионти уйрӑмӗ парти пайташӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан унӑн пайташлӑхне чарса лартма май пуррине пӗлтернӗччӗ. Право органӗсенчен официаллӑ хыпар илсен Евгений Андреевӑн партирен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма пултарнине систернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗс пуҫарнине хыпарланӑ хыҫҫӑн партин регионти уйрӑмӗ Евгений Андреева парти пайташӗ пулма чарса лартнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телепередачӑн ӗнерхи кӑларӑмӗнче «юрлакан стилист» тесе хӑйӗнпе паллаштарнӑ Аида Великовӑпа тата Федор Федоров ятлӑ 25-ри каччӑпа пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Каччи хӑйӗн 3 ҫулхи ача пуррине пытарчӗ, хӗрарӑм Федорӑн амӑшӗ тесе суйрӗ. Федор хӑйне тӗлӗнсе каймалла пуян, миллионер, Европӑри инвестици фончӗн пуҫлӑхӗ евӗр кӑтартрӗ. Амӑшне вӑл ҫурт илсе панӑ имӗш. Унтан тата Шупашкар каччин савнийӗ Кира ятлӑ модель пулнӑ терӗҫ Аидӑпа Федор. Ҫав пике туй умӗн хӑйӗн тепӗр савнийӗпе автоинкеке лексе кӳмепе ҫӳрекен сусӑра ҫаврӑннӑ имӗш. Ырӑ чунлӑ Федор хӗре Израильте те сипленӗ-мӗн. Анчах Федорпа кӑтартнӑ сӑн ӳкерчӗкре пачах урӑх ятлӑ пикеччӗ, ури ҫинче те вӑл, Турра шӗкӗр, чиперех тӑратчӗ. Каччӑпа паллашма пынӑ иккӗмӗш хӗрпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти суеҫӗ геройсене кӑларӑмран тухса кайма ыйтрӗҫ. Вӗсем хускалманнине кура телеертӳҫӗсем хӑйсем тӑрса утрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне, строительство предприятийӗн пуҫлӑхне Евгений Андреева икӗ уйӑхлӑха следстви изоляторне хупса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, депутат ҫынна саккас парса вӗлерме тӑнӑ имӗш. Тӗнче тетелӗнче ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, ҫапла майпа хайхи усламри хӑйӗн партнерне сиен кӳме ӗмӗтленнӗ пулать. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ парти пайташӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан унӑн пайташлӑхне чарса лартма май пуррине пӗлтернӗ. Ку йӗркене партин уставӗнче пӑхса хӑварнӑ. Право органӗсенчен официаллӑ хыпар илсен Евгений Андреевӑн партирен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма пултарнине систернӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Андреевӑн ҫитес икӗ уйӑха следстви изоляторӗнче ирттерме тивӗ. Унта вӑл, политикӑна спортран куҫнӑскер, суд пуличченех ларӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») информаци порталӗ хыпарлать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата ҫынна вӗлерме саккас панӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Хӑшӗ-пӗри систернӗ тӑрӑх, «халӑх тарҫи» ҫапла майпа бизнесри партнерне тавӑрасшӑн пулнӑ. Тискер ӗҫ пурнӑҫланман пулин те Евгений Андреевӑн нумай вӑхӑтлӑха ирӗклӗхпе сыв пуллашма тивӗ. Палӑртса хӑвармалла, уголовлӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ пӑхса тӑнипе Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тишкерекен пайӗн ӗченӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче пушар тухнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула виҫӗ хуҫалӑх шар курнӑ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫамрӑксен урамӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫыннӑн сарай таврашӗнче пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна май ҫулӑм кил хуҫин ҫурчӗ ҫине куҫнӑ, кайран икӗ кӳршин пӳрчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ, пушарнӑйсем ултӑ автоцистернӑпа усӑ курнӑ. Пӗр ҫурт тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ, тепӗр иккӗшне ҫӑлма май килнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |