Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ. Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ. Услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ. Ҫын ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ иккен. Анчах малтан вӑл вӑрӑпа ҫакланнӑ. Халӗ ӑна 12 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пушарта ҫуннӑ ҫурт Вӑрмар районӗнче паян ҫӗрле пушар алхаснӑ. Унта чутах амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлман. Пушарта шар курнӑ хӗрарӑма, пиҫсе кайнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатать. Пушар ирхи 2 сехет ҫурӑра 84 ҫулти кинемей килӗнче тухнӑ. Йывӑҫ ҫурт хӑвӑрт ҫунма тытӑннӑ. Пӳртре кинемей тата унӑн 54 ҫулти хӗрӗ пулнӑ. Пушар тухнине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсемех кил хуҫисене урама тухма пулӑшнӑ. 54-ри хӗрарӑм хытах пиҫсе кайнӑ. Ӗнер Шупашкарти Алькеш поселокӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 37 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ кӗлленнӗ. Унӑн 62 ҫулти ашшӗ, шел те, ҫӑлӑнайман. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 331 пушар алхаснӑ, вӗсенче 33 ҫын вилнӗ, 32-ӗн аманнӑ, 195 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмарти спорт шкулӗнчи бассейн. Cap.ru-ран илнӗ сӑн Вӑрмар районӗнчи спорт шкулӗн инструкторне судпа айӑпласшӑн. Унӑн айӑпне пула арҫын бассейнра путса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Вӑрмар поселокӗнчи спорт шкулӗн инструкторӗ хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнчен кайнӑ, ҫавӑнпа бассейна ӳсӗр арҫын ним мар лекнӗ. 52 ҫултискер ишнӗ вӑхӑтра шывпа чыхӑнса кайнӑ та путнӑ. Бассейнра пулнӑ тепӗр арҫын ӑна туртса кӑларнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Шел те, ӳсӗрскере ҫӑлма май килмен. Ҫак пӑтӑрмахшӑн инструктора ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Вӑрмар район администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Пуҫиле ӗҫе вара суда пӑхса тухма янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмар районӗнче ваккатпа йӗрке хуралҫи хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Вӑрмар район прокуратури «Республиканская» (чӑв. Республикӑри) ваккатсен коллегийӗн Тӑвай районӗнчи филиалӗн ваккачӗ тӗлӗшпе айӑплав ҫирӗплетсе ӗҫе район судне ярса панӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехетсенче вакката РФ Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Пакунлисен куҫӗ тӗлне вӑл ӳсӗр пирки ҫакланнӑ. Полици уйрӑмӗнче ваккат тарӑхнӑ, хирӗҫнӗ, усал сӑмахпа перкелешнӗ пулать. Пакунли асӑрхаттарсан ӑна вӑл икӗ ҫын умӗнче кӳрентернӗ. Следстви умӗнхи тӗпчев вӑхӑтӗнче ваккат хай айӑпне йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иван Игнатьев амӑшӗпе тата ашшӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнах-ши тесе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, унта 20-ри тата 17-ри икӗ каччӑ 15-ри виҫӗ каччӑпа хирӗҫнине палӑртнӑччӗ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ планеркӑра ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӑтӑрмах пирки те калаҫу пулнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине 10 сехет те 15 минутра Оперӑпа балет театрӗ ҫывӑхӗнче 15-17 ҫулхи шӑпӑрлансем хушшинче хирӗҫӳ ҫуралнӑ. Тӑватӑ ача пӗрне-пӗри ӑнланмасӑр тавлашма пуҫланӑ. Ҫакна Игнатьев Иван Михайлович асӑрханӑ та, тӳрех чарма пикеннӗ, Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствине хыпарланӑ». МИХсем «айӑплисене» палӑртма ӗлкӗрнине вара министр ҫумӗ дознани органӗсене витӗм кӳме тӑни тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакан ахаль те нушаллӑ ҫемье тата хур курнӑ. Ачине хаклӑ йышши операци тутарма укҫа пухнӑ ҫак ҫемьене ултавҫӑсем ҫаратнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи ҫемье операци валли укҫа пухса пама пулӑшу ыйтса интернетри халӑх тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен — вӗсем патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, 300 пин тенкӗ куҫарса пама пултарассине пӗлтернӗ. Анчах укҫана криптовалютӑпа куҫармашкӑн тӳлевӗн электронлӑ тытӑмӗнче счет уҫмалла-мӗн. Ачин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакан ҫемье операци часрах тутарма май килессине шанса арҫын хушнине пурнӑҫланӑ. Хайхи программа часах 300 пин тенкӗ счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ, анчах ку укҫана илме хӑйсен те нухрат хумалла имӗш. Ҫемье 18 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Темиҫе ҫеккунтран компьютер программи ҫухалнӑ, унпа пӗрлех укҫа та. Халӗ йӗрке хуралҫисем путсӗрле ҫак ӗҫе кам тунине тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти ресторансенчен пӗринче иртнӗ туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ. Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ. Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗччӗ, ака уйӑхӗн 11-мӗшенче лару иртнӗччӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшменччӗ. Ҫапла ку ӗҫе урӑх суд тишкерессине эпир ун чухнех хыпарланӑччӗ. Тавлашуллӑ ыйтӑва Тутарстанри тӳресен коллегийӗ тишкерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Свердловск облаҫӗнче пурӑнакан арҫын амӑшне пытарнӑ хыҫҫӑнхи кун тӑван пиччӗшне вилмеллех хӗненӗ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, хайхи арҫын Шупашкара нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилсе кайнӑ амӑшне пытарма килнӗ, ӑна юлашки ҫула 24-мӗшӗнче ӑсатнӑ. Тепӗр кунхине вӑл амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ 56 ҫулти пиччӗшӗ патне пынӑ. Хайхискерсем харкашса кайнӑ, аякран килнӗ хӑна пӗртӑванӗ эрех-сӑрапа иртӗхнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Тавлашу ҫапӑҫӑвах куҫнӑ — шӑллӗ пиччӗшне чунӗ тухичченех хӗненӗ. Палӑртса хӑвармалла, унчченех хупса хунӑ арҫын шӑпине суд ҫитес кунсенчех татса парӗ, ӑна ҫын сывлӑхне вилмеллех сиен кӳнӗшӗн явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче пушар алхаснӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушар пӳртӗн шалти пайне тата тӑррине сиенлетнӗ. Шел те, ҫулӑм виҫӗ арҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 50 ҫулти кил хуҫин тата 40-ри, 37 ҫулти ентешӗсен виллине тупнӑ. Ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнине кӳрши асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Путишле тес путишлех те мар ҫак тӗслӗх Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, асӑннӑ хулара пурӑннӑ пӗр этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн кравать айне пытаннӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна пӗрех асӑрханӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 56-ри хӑнапа 49-ти кил хуҫи тавлашса кайнӑ. Асли кӗҫех алла ҫӗҫӗ ярса тытать, тарӑхтаракана мӑй тӗлӗнчен 4 хутран кая мар чикет. Кил хуҫи вилет, хӑна тарать. Вӑл пӗр тусӗ патӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫавӑнта ӑна шыраса пырсан хайхи арҫын кравать айне кӗрсе тарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫын вӗлерекене суд 14 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |