Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Кӑмаша ялӗнчи сысна комплексӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, пушарта выльӑх нумай вилнӗ. Ҫулӑмра 131 сысна ами, 1993 ҫура ҫунса вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра та калаҫнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пушар мӗнрен тухма пултарнине пӗлтернӗ: электропралук чӑхӑмланӑ. «Пушарта сысна нумай вилнӗ: 131 сысна ами тата 1993 ҫура», - тенӗ министр планеркӑра. Вӑл аш-какай комбиначӗн пурлӑх комплексне, выльӑха пӗтӗмпех страхламаннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи техника инвентаризацийӗн бюровне ертсе пыракан Сергей Ермолаев пакунлисен аллине ӳсӗрле каллех ҫакланнӑ. Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 5-мӗшӗсенче сиксе тухнӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ҫак ҫын унччен те ларнӑччӗ. Аса илтерер, Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чух вӑл райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче пӗлтӗр тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗччӗ, анчах инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗччӗ. Темиҫе кунтан Сергей Ермолаев ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑччӗ. Сергей Ермолаев кӑштахран районӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен муниципалитет предприятине инженера вырнаҫнӑ, кайран техника инвентаризацийӗн бюрвӗнче пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Tavanen.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑаш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин хысна учрежденийӗ шутланакан Шупашкар район пульницинче ӗҫ саккуне пӑснӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр право акчӗсенче те кӑлтӑк тупӑннӑ. Ҫитменлӗхе республикӑн Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ палӑртнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем шурӑ халатлисем патне ушкӑнпа ҫырнӑ ҫырӑва илнӗ хыҫҫӑн персе ҫитнӗ. Инспекторсем тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн пульницӑра ӗҫ саккуне пӑснине тата хӑш-пӗр правӑпа норматив хучӗсенчи кӑлтӑка асӑрханӑ. Яваплисем тӗлӗшпе Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ РФ Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 5,27-мӗш статйин 1-мӗшӗ пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пульницӑна 30 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ, тӗп врачӑн тивӗҫне пурнӑҫлакана — пӗр пинлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем Вӑрмар районӗнчи арҫынран сунарҫӑ пӑшалне туртса илнӗ. Хайхискер банк умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суд приставӗсем патне банк умӗнче 180 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ ҫитнӗ. Ҫавна пурнӑҫласа приставсем ухтару тунӑ, кивҫенрен тухайман арҫыннӑн килӗнче пулнӑ пӑшала туртса илнӗ. Пакунлисем ӑна вырӑнти полици уйрӑмне управа панӑ. Палӑртса хӑвармалла, халӗ специалистсем пӑшал хакне палӑртаҫҫӗ. Енчен те парӑмҫӑ банка укҫа хывмасан хайхи пӑшала аукцион ирттерсе сутӗҫ, укҫине вара банка куҫарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Беккерӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ хулинче стена йӑтӑнса аннӑ. Пурӑнмалли ҫуртӑн мар-ха. Котельнӑйӑн. Хулари котельнӑйӗн ишӗлнӗ стенаи пирки Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн дппутачӗ Сергей Беккер Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Ҫӗрпӳри чи пысӑк микрорайона тивӗҫтерекен котельнӑй стени йӑтӑнса аннӑ. Хулари пӗлтӗрхи ҫулла юсанӑ ҫулсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи евӗр. Ҫакӑн сӑлтавӗ — хулана тата района ӑнӑҫсӑр ертсе пынинчӗ», — тесе шухӑшлать Сергей Беккер. Унтан депутат кадр политикишӗн пӑшӑрханнине систерсе республика ертӳҫисем тата мӗн пулса иртессе кӗтеҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. «Районсемпе ял тӑрӑхӗсене халӑхпа суйлас йӑлана вӑраха хӑвармасӑр тавӑрмалла!!!» — предложение Сергей Беккер виҫӗ кӑшкӑру паллипех вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Марискин Улатӑр районӗн судӗнче асӑннӑ хула администрацине ертсе пынӑ Михаил Марискин тӗлешпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Ҫакна «Коммерсант» хаҫат ӗнер хыпарланӑ. Судра Михаил Марискинсӑр пуҫне унӑн экс-ҫумӗн Олег Добрынкинӑн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн экс-ертӳҫин Елена Басюкӑн тыткаларӑшне тишкереҫҫӗ. Улатӑрти районсем хушшинчи прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи Александр Емельянов Михаила Марискина РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйипе, тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнишӗн, 10 эпиоздпа айӑпласа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха ӑсатма, влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме чарма ыйтнӑ-мӗн. Суда материалсем 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсакан организацисене Михаил Марискин 2008–2009 ҫулсенче 34,8 млн тенкӗ куҫарса панӑ, лешсем ӗҫне пурнӑҫламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккунпа килӗшсе тӑман ытти ӗҫпе те вӑл аппаланнӑ тесшӗн. Михаил Марискин хай айӑпне йышӑнман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Ставрополь тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 41 ҫулти ӗҫсӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 359-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Киева тухса кайнӑ. Унта вӑл Украинӑри Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ районӗнчи хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннӑ теҫҫӗ. Киевҫ кайсан Украинӑри националистсен пӗрлешӗвне кӗнӗ. Ятарлӑ ҫар чаҫӗнче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Донецк облаҫӗнче «Генрих» ятпа перекен пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн. Уншӑн ӑна укҫа тӳленӗ. Украинӑра ҫапӑҫнӑ ҫынна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче наркотик сутнишӗн тытса чарнӑ. Вӑл Украинӑра ҫапӑҫни ҫавӑн чухне ҫиеле тухнӑ иккен. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хулинчи следстви изоляторӗнче пӗр кун харӑсах икӗ пӑтӑрмах пулнӑ: айӑплакансенчен пӗри куҫсӑр тӑрса юлнӑ, тепри вилсе кайнӑ. Кун ҫинчен «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать. Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахсем пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Айӑпланакансенчен пӗри, ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор вӑя кӗме ӗлкӗреймен, хӑйне хӑй амантса куҫсӑр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те ӑна медицина пулӑшӑвӗ пама ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл сипленет. Тепӗр айӑпланакан вара сывламах чарӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш пулман, ҫавӑнпа ӑна никам та пусмӑрламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ахӑртнех, унӑн чӗри чирлӗ пулнӑ. Палӑртса хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗрӗс хаклас тӗллевпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫавна май мӗн пур материала следстви органӗсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ фирмӑна ертсе пыракан арҫын приставсем туртса илесрен хӑраса хаклӑ йышши ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ. Асӑннӑ службӑн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ патшалӑха 800 пин тенкӗ налук тӳлемен арҫын тӗлӗшпе пурнӑҫлав производстви пуҫарнӑ. Ӗҫ-пуҫа тишкерме тытӑннӑ кун хайхискер хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи 1 миллион тенкӗ тӑракан Nissan Muran машинине арӑмне документсем хатӗрлесех парнеленӗ. Ҫакна кура суд приставӗсем налук инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Ҫӗрпӳ районӗн судне ҫитнӗ, парне хутне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Суд ыйтӑва туллин тивӗҫтернӗ. Ӗҫ пурнӑҫлакан пристав ҫӑмӑл машина ҫине арест хурсанах арҫын юратнӑ «тимӗр урхамахӗсӗр» юласран сехӗрленсе парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ZaRulem.ws портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче таксиста тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. Кайран 26 ҫулти каччӑ тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑна Канаш хулинче тытса чарнӑ. Вӑл унта кукамӑшӗ патӗнче пытанса пурӑннӑ. Ӑна Канашри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраса тупнӑ. Ӑна Мускав облаҫне конвойпа илсе кайнӑ. Кун валли ятарласа Балашихӑри полицейскисем килнӗ. Ҫамрӑкскертен следовательсем ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |