Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискер Самар облаҫӗнчен килнӗ икӗ арҫынна ӗненнӗ те 30 пин тенкӗпе кӗрӗк туяннӑ, анчах кӗрӗкӗ шашкӑ тирӗнчен ҫӗлени маррине килне ҫитсен кӑна тавҫӑрса илнӗ. Кун пирки паян «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ. Юрать, ҫулланнӑ хӗрарӑм ҫухалса кайман — тӳрех йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ. Лешӗсем те ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ, суйса сутаканскерсене тытма ятарлӑ план хатӗрленӗ. Ҫапла майпа кӗрӗк сутуҫисен автомобильне ҫул-йӗр инспекторӗсем чарнӑ. Пакунлисем тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн 44 тата 45 ҫулсенчи ҫав арҫынсем Чӑваш Ене хӑйсен «Хендай-Солярис» машинипе темиҫе хут та килни палӑрнӑ. Ҫавӑнпа та, полици ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, вӗсен вӑлтине ҫакланакансем тата пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехетре Муркаш районӗнче хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Вӑл автобусран аннӑ кӑна – куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Хӗрарӑм общество транспортӗнчен тухсан машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине тӑрук чупса тухнӑ, малта «Toyota Land Cruiser» пынине асӑрхаман. Ҫӑмӑл автомашина ӑна ҫапса хӑварнӑ. Руль умӗнче Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын ларнӑ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Авари вӑхӑтӗнче машина водителӗ урӑ пулнӑ. Автобус водительне те явап тыттарма пултарӗҫ. Вӑл пассажира чарӑнура е урӑх ҫӗрте антарса хӑварнипе хӑварманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре ҫанталӑк самай сивӗ тӑрать. Шел те, ҫак кунсенче инкек те пулнӑ: пӗр ҫын шӑнса вилнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш районӗнчи пӗр ялта хӗрарӑм килӗ умӗнчех шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине пӳрчӗ ҫумӗнчи ҫырмара тупнӑ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Асӑрханӑр: канмалли кунсенче синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 23 градус сивве ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнчи 10 ҫулти ачана шыраҫҫӗ. Вӑл 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче килтен тухса кайнӑ иккен. Ӗрӗнпур облаҫӗнчи Сакмар районӗнчи Чапаевски поселокӗнче пурӑннӑ Данила Казаков халӗ ӑҫти паллӑ мар. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнпа пӑхсан ача вунӑ ҫулсенче пек курӑнать, ҫуллӗшӗ 140 сантиметра яхӑн, начаркка кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫутӑ тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чух капюшонлӑ хӗрлӗ куртка, чӗркуҫҫи тӗлӗнче кӗсьеллӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ джинс шӑлавар, ҫыхнӑ хура калпак, хура пушмак, кӑвак майка тӑхӑннӑ. Ача телефонсӑр тата укҫсӑрах тухса кайнӑ. Ача Чӗмпӗр облаҫӗ енне Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӑваш Ен, Мордва Республики тата Самар облаҫӗ урлӑ ҫул тытма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унта арҫын ачан ашшӗ пурӑнать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗрин картишӗнче пиллӗкмӗш класси ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Вӗрентекене «Тойота» машина рульне тытса пыракан хӗрарӑм-вӗрентекен суранлатнӑ. Урине хуҫнӑ ачана пульницӑна ӑсатнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Элкер урамӗнчи гимнази картишӗнче 14 сехет те 30 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. 43-ри вӗрентекен ача ҫине машинӑпа пырса кӗнине видеокадрта та сӑнланӑ. Пӗр ача шкул картишӗпе чупса пырать. Ҫав самантра сылтӑм енчен машина сиксе тухать. Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗсен кратишне уйрӑм ҫынсен хӑйсен транспорчӗпе кӗме юрамасть. Ҫул-йӗр правилине пӑснишӗн протокол ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле пульницин ача-пӑча уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ ача вилнӗ. Ӑна 28 ҫулти амӑшӗ пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ. Пӗчӗк хӗрача ҫӗрле хӑсӑкпа чыхӑнса вилнӗ. Шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкекре криминал ҫук. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна хут уйӑрттармасӑр пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хаҫат интернетри сайтӗнче хыпарланӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын ӗҫре, хурал будкинче, пулнӑ. Унтах ҫырӑнмасӑр пӗрле пурӑнакан арӑмӗ пынӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ. Тахӑш самантра харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулман — арҫын хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ та тухса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫапла майпа яваплӑхран тарма шухӑшланӑ вӑл. Хӗрарӑмӑн чӗри вара ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, арҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахранах тытса чарнӑ, судченех ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. 48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ. Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗнче пӗчӗк хӗрача эмел тупнӑ та ӗҫнӗ. Шел те, ӑна тухтӑрсем ҫӑлса хӑварайман. Ку инкек пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ, ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫын, пӗлтернӗ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ача асламӑшӗ тата инкӗшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх пулнӑ. Пӗчӗкскер тӑванӗн эмелне асӑрханӑ, вӑл курӑнмалли ҫӗртех выртнӑ. 2-ри хӗрача каҫхине вилнӗ. Ҫемйипе пӗрле хурланатпӑр. Эпир халӗ шокра», - тенӗ вӑл. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирпе Шупашкарта пассажир автобусӗ хыпса илнӗ. Инкек республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Кӳкеҫрен Шупашкара 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра сиксе тухнӑ. ПАЗикра ирхине 10 ҫын ларса пынӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе тӗрлӗ ҫӗре васканӑ вӗсем. Тӗлӗнмелле те савӑнмалла: инкек вӑхӑтӗнче водитель ҫухалса кайман — автобус алӑкне уҫнӑ, ҫынсем салонтан тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫулӑма пула ҫапла вара никам та шар курман, таса сывӑ. Водитель ҫулӑма хӑех сӳнтернӗ. Анчах транспортӑн салонӗ йӑлтах сиенленнӗ. Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр инспекторӗсем «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанине пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн двигателӗ юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |