Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче 1970 ҫулхи арҫын хӑйӗн тӑван мар хӗрне вӑл 13-ре пулнӑ чух пусмӑрланӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Шӑв-шавлӑ историе ҫакланнӑ ҫемьере арҫын ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратни паллӑ. Унӑн арӑмӗ икӗ ачине ашшӗ мар арҫынпа — хӑйӗн упӑшки пулнӑ ҫынпа — пӑрахса хӑварнӑ иккен. Ачисем пирки маннӑскере Чулхула облаҫӗнче тупнӑ, ӑмӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Тӑван мар ашшӗпе пурӑнакан хӗрача пӗр ҫулхине пӑтӑрмаха ҫакланнӑ тесе сас-хура тухрӗ. Ӑна ача уйлӑхӗнче пусмӑрланӑ иккен. Пуҫтахланнисенчен пӗри чапла вырӑн йышӑнакан этем ывӑлӗ-мӗн. Ачана пусмӑрланине тӗпченине РФ Следстви комитечӗ терӗслесси таранах хыпарланӑччӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан ҫемьере Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй та пулнӑччӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьен ҫурт-йер ыйтӑвне лайӑхлатма патшалӑх пулӑшнӑччӗ. Халӗ ачисене пӗччен ӳстерекен арҫынна хӑйне айӑпласшӑн иккен. Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче судпа айӑпланни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн экс-директорне бассейнра 9 ҫулти ача путса вилнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Вӑл суд умне кӗҫех тӑрӗ. Кун пирки «Честное СМИ» портал пӗлтерет. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ирттернӗ тӗрӗслевсем шкул директорӗ пулнӑ ҫыннӑн ӗҫӗнче нумай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, тӳлевлӗ занятисем иртнӗ вӑхӑтра ӗҫлеме ишев инструкторне штата илмен, бассейна кирлӗ хӳтӗлев хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтермен. Иккӗмӗшӗнчен, тухтӑрсем енчен те тивӗҫлӗ сӑнав йӗркелемен. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхи бассейнра инкек пулнӑ: 9 ҫулти ача шыва анса кайнӑ. Ӑна бассейнра ишекенсем асӑрханӑ та туртса кӑларнӑ, анчах арҫын ачана ҫӑлса хӑварма май килмен: унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Полици ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет. Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын иртнӗ эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пӗрремӗш май урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 79 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ун чухне пӑрӑнса кайман-ха вӑл, тивӗҫлӗ канурискере хӑйӗн машинине лартса унӑн тӑванӗсем патне леҫнӗ. Кайран вара йӗп пек ҫухалнӑ. Кайран тин тӑванӗсем хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнине кура васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ. Чӑнах та, унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми суранланнӑ... Палӑртса хӑвармалла, ҫул-йӗр инспекцийӗ ҫак пӑтӑрмаха курнисене полицие 73-11-62 е 89276675984 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем хваттер ҫунтарса янӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫапла майпа хӑй тунӑ преступлени йӗрне пӗтересшӗн пулнӑ. Хваттерте пушар тухни пирки кӳрши пӗлтернӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи пӗр ҫуртра хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен тӗпелте кил хуҫин виллине тупнӑ. 37 ҫулти арҫыннӑн хулпуҫҫи ҫинче ҫӗҫӗпе суранлатнӑ йӗрсем пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак преступление тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун вӗсем ҫӗрле хваттер хуҫипе эрех ӗҫнӗ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. 29-ти арҫын кил хуҫине ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ, лешӗ юн нумай ҫухатнӑран вилнӗ. Кун хыҫҫӑн хӑна залри япаласене чӗртсе янӑ, тӗпелте газ плитине ҫутнӑ та алӑка питӗрсе тухса кайнӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫаратнӑшӑн тата ют ҫын пурлӑхне чӗртсе янӑшӑн айӑпланнӑ. Вӑл тӗрмерен 2017 ҫулта тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан арҫын Магнитогорскри йӗрке хуралҫисене ура ҫине тӑратнӑ. Ҫавскер асӑннӑ хулари Карл Маркс проспектӗнчи чарӑнура сирпӗтмелли хатӗр пуррине пӗлтерсе шӑнкӑравланӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ те хӑрушшши нимӗн те тупса палӑртман. Пустуй шӑнкӑравласа минретекен арҫынна та часах тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар поселокӗнче пурӑнаканскер пулнӑ. «Znak.com» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри вӑй питти «Красное& Белое» экспедиторӗнче ӗҫленӗ. Арҫынна пакунлисем килӗнче тытса чарнӑ. Суя хыпарпа шӑнкӑравласа хуйхатнӑскер ӳсӗр пулнӑ. Мӗн тӑвас, ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран ҫеҫ теҫҫӗ те... 34-ри экспедитор тӗлӗшпе пакунлисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти юсанмалли 1-мӗш колонире ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫын колонире айӑплава ирттерекен икӗ ҫынна карас телефонӗ панипе ята кӗнӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, колони ӗҫченӗ хайхи икӗ ҫынна карас телефонне укҫалла кӗртсе пама сӗннӗ. Ҫавӑншӑн пӗринчен вӑл 25 пин тенкӗ ыйтнӑ, тепринчен — 11 пин тенкӗ. Лешсем килӗшнӗ. Пакунлӑ ҫын саккуна хирӗҫле ӗҫ тунине Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн шалти хӑрушсӑрлӑх подразделенийӗ, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса палӑртнӑ иккен. Айӑпланнисем телефонӗсене кӗҫех туртса илнӗ. Колонире ӗҫленӗ ҫынна тӗрмене хупмасӑр усрамалла ҫулталӑк ҫурӑлӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинчи «Спектр» ятлӑ хӑна ҫурчӗ ҫынсене шалу тӳлеменнине тупса палӑртнӑ. Ҫакна Канашри районсем хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне хӑна ҫурчӗ 16 ҫын умӗнче 407 пин тенкӗ ытлалӑх парӑма кӗрсе кайнӑ. Ӗҫлекенсен правине хӳтӗлес тӗллевпе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Ҫапла вара тӳре шалу шыраса илмелли ҫинчен суд приказӗ хатӗрленӗ. Республикӑн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗпе паянхи куна татӑлса пӗтнӗ. Ӗҫлекенсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн хӑна ҫурчӗн явапла ӗҫченне Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна вӑл 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашра 6 султи хӗрача кӗске вӑхӑтлӑха ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, лешсем йӑпӑртлӑха кӑна тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗчӗкскер пушар тума ӗлкӗрнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашри Ленин урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Аслисем килте ҫук чухне хӗрача шӑрпӑк тупнӑ та япаласене чӗртсе янӑ. Тӗтӗм йӑсӑрланнине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах хваттере чупса кӗрсе хӗрачана урама илсе тухнӑ. Юрать, пӗчӗкскер шар курман. Ҫулӑм прихожӑйри стенасене сиенлетнӗ. Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр ачасен айӑпне пула 16 пушар тухнӑ, вӗсенче виҫӗ шӑпӑрлан аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка хулинчи пӗр кафере бармен пулса ӗҫлекен хӗрарӑма телефонпа шӑнкӑравласах 6 пин тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫав преступление уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Кафене палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Сӗтел саккас панӑ, хаклӑ йышши коньяк кирлине пӗлтернӗ. Хайхи коньякне ятарлӑ лавккасене кӑна сутаҫҫӗ иккен. Кӑштахран арҫын тата шӑнкӑравланӑ, коньяка хӑех туяннине, ҫавна май укҫана тавӑрса парса спирт шӗвекне кайса илмеллине каланӑ. Бармен «прокуратура ӗҫченӗ» мӗн чухлӗ ыйтнине йӑлтах куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн эрех лавккине ҫул тытнӑ, анчах унта ӑна никам та кӗтмен. Асӑнса хӑвармалла, йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ен ҫынни марри кӑна паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 32 ҫулти водитель паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнче пӗр хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ те тӗрӗссипе ятарлӑ вырӑнта каҫман-ха. Водитель тыткаларӑшӗ те питех тӗлӗнтерет. Пӑтӑрмах паян ирхи 7 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Рено Логан» автомобиль рульне тытса пыракан 32-ри арҫын Шупашкартан Ҫӗрпӗве кайнӑ чух ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Шар курни ҫавӑнтах вилнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑма ҫул айккине сӗтерсе кайнӑ. Ӑна вӑл юрпа хупласа хӑварма хӑтланнӑ. Кайран вырӑнтан кайса ҫухалнӑ. Инкеке лекнӗ (ҫаплах каламалла ӗнтӗ. Асӑрханусӑрлӑха пула хӑй те хуйха ӳкнине тавҫӑрма йывӑр мар) водитель хӑтланкаларӑшне куракансем пулнӑ. Кӗҫех водителе ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |