Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Наци телекуравне тата «Тӑван радиона» Чӑваш Енре ытларах та ытларах ҫын курма, итлеме пултарӗ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци телерадиокомпанийӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче радиопередатчик ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унта Наци телекуравӗпе «Тӑван радио» тест режимӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ радиокӑларӑмсене Комсомольски, Патӑрьел районӗнчи ҫынсем те итлеме пултараҫҫӗ. Иртнӗ ҫул «Тӑван радио» Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсене ҫитнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ перадатчиксем Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӑрҫӑ ачисене епле пулӑшасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Паян, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче канаш туса хурасси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Йышра – 25 ҫын. Канашӑн ертӳҫи пулма Наталия Партасовӑна шаннӑ. Общество канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче унӑн пайташӗсем тӗрлӗ комисси ӗҫне пӑхса тухнӑ, вӗсен ертӳҫисене палӑртнӑ. Вӑрҫӑ ачисене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсене пӑхса тухмалли пирки те калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pixabay.com сайтри сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче 66 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗрпӳ районне кил хуҫалӑхне тӗрӗслеме кайнӑ. Анчах хайхискер ҫула кӗскетме шутланӑ та уй урлӑ утнӑ. Таврара тӗттӗмленнӗ, хӗрарӑм вара ниепле те ял патне тухайман, ҫухалса кайнӑ. 23 сехет те 40 минутра ватӑ хӗрарӑм полицие шӑнкӑравланӑ. Ӑна шырама ҪҪХПИ нарячӗ, следствипе оперативлӑ ушкӑн кайнӑ. Шырав ҫӑмӑлах пулман, уйра ҫырма-ҫатра, йывӑҫлӑ вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑма ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. Йӗрке хуралҫисем сирена, фарӑсем ҫутнӑ. Апла пулин те хӗрарӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ тупма май килнӗ. Ватӑ хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йӗркеллех пулнӑ. Вӑл шыв кӑна пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑмӑн ҫухалнӑ япалисене те тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти 2-мӗш колонире Чӑваш Енри усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйӗ Александр Рыбаков тата омбудсмен аппарачӗн ертӳҫи Сергей Тихонов пулнӑ. Унта вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче усламҫӑ ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ виҫӗ хӗрарӑмпа тӗл пулнӑ. Ҫавсем усламҫӑлӑх енӗпе преступлени тунӑ. Вӗсене Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Айӑплава колонире ирттерекен хӗрарӑмсем тӗрме администрацийӗ пирки евитлемен. Условлӑ майпа кӑшт маларах тухма е айӑплав вӑхӑтне ҫемӗҫтерме май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Усламҫӑсен обмудсменӗ мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() visaapp.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫӗршыв арҫыннине Раҫҫее килме пулӑшас тесе унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Капла класан тӗрӗсех мар-ха: вӗсем пӗрле пурӑнман та, ҫыхӑну та тытман. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев ирттерсен палӑртнӑ. Ку – фиктивлӑ ҫемье пулнӑ. Ют ҫӗршыв арҫынни Раҫҫее килес тесе Шупашкар хӗрарӑмӗпе пӗрлешнӗ. Куншӑн вӑл ӑна 100 пин тенкӗ тӳленӗ. Прокуратура ку ҫемье фиктивлӑ пулнине ҫирӗплетме суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратурӑпа килӗшнӗ. Йышӑну саккунлӑ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moyalmetevsk.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫын хӗрӗшӗн алимент тӳлеменшӗн суда лекнӗ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, тӳрленмелли ӗҫсене янӑ, шалӑвне тытса юлӗҫ. Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын сӑлтавсӑрах хӗрӗшӗн алимент тӳлемен. Капла вӑл пӗрре мар хӑтланнӑ. Ҫапла унӑн парӑмӗ 65 пин тенке ҫитнӗ. Суд ӑна административлӑ майпа айӑпланӑ. Алимент тӳлемен арҫыннӑн 30 сехет ӗҫлесе татмалла. Шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе хисепе тивӗҫнисемпе, агропромышленноҫ комплексӗн хастарӗсемпе ӗҫлӗ тӗл пулу ирттернӗ. Калаҫӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннӑ. Регион ертӳҫи ветерансене нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата отрасль аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. «Отрасль аталанса пынӑ май эпир ялти халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне тата та ӳстерме пултарӑпӑр», – тенӗ республика ертӳҫи. Сергей Артамонов ҫӗрулмине тирпейлемелли комплекс тӑвассине, объекта «М-12» трасса тӑрӑхӗнче вырнаҫтарма палӑртнине хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ 6,4 хут ӳснӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хыпарлани тӑрӑх Чӑвашстат пӗлтернӗ. Пирӗн республикӑри Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче 29,1 пин ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенчинчен 6,4 хут нумайрах. Маларах асӑннӑ хисепрен 27,5 пинӗшӗ ӗҫсӗр шутланаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен пӗр ваканси пуҫне 1,7 ҫын тивет. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, шел те, пысӑк квалификациллӗ вакансисем сахалтарах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ку хутӗнче сакӑр ҫын хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусемпе пырса ҫитнӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Владимир Веселов ялти халӑхӑн пӑшӑрханӑвӗ пирки хыпарланӑ. Вӑл Ильин тӑвӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Асӑннӑ территорие Олег Николаев комплекслӑ аталантарма палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. Тыл ӗҫченӗсене чыс туса унта монумент тума та плана кӗртсе хӑварнине пӗлтернӗ. «Ӗҫсене комплекслӑ пурнӑҫласан, республикӑра пурӑнакансене анчах мар, ытти кӳршӗллӗ халӑха та вӑл тӗле килсе курма аван пулӗ. Ялти халӑх валли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ условисем йӗркеленесси никама та иккӗлентермест», – тесе ҫырнӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() regionorel.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ – автомобилист кунӗ. Ҫак уяв умӗн Ҫӗрпӳ хулинче васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗнче палӑк уҫма палӑртнӑ. Вӑл «03»-ӗн пӗрремӗш автомобилӗ пулӗ. Автомобилӗн макетне Ҫӗрпӳри колонире айӑпне каҫарттаракан ҫынсем хатӗрленӗ. Кун пирки васкавлӑ медпулӑшун пресс-служби хыпарлать. Палӑртмалла: юлашки 4 ҫулта васкавлӑ медпулӑшу машинисен паркӗ ҫӗнелсех пынӑ, вӗр ҫӗнӗ 189 машина туяннӑ. Кӑҫал тепӗр 30 машина илсе килнӗ. Уҫҫисене Шоферсен уявӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |