Республикӑра
![]() Канашри ҫар комиссариатне тӗпрен юсаса ҫӗнетесси пирки тахҫан пӗлтернӗччӗ. Унти ӗҫсем вӗҫленмен-ха. Строительство фирмин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 16 миллион тенкӗ вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Сӑмах «Стройсфера» компани директорӗ пирки пырать. Нумаях пулмасть ӑна сӗтев панӑшӑн, улталанӑшӑн, панкрута тухнӑ чухне саккуна пӑснӑшӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче 47 ҫулти ертӳҫӗ ҫар комиссариачӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетме килӗшӳ тунӑ. Хӑй вара ҫак ӗҫе тума шутламан. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, объекта ишсе антармалла. Кун пирки ертӳҫӗ те пӗлнӗ. Вӑл 16 миллион тенкӗ аванс илнӗ, анча унпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() progorodnsk.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемесӗр пурӑнннӑ. Парӑм питӗ нумай пухӑннӑ – 1 миллион таранах. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. 34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна сӑлтавсӑрах алимент тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Алимент тӳлемелли суд хушӑвне 2007 ҫулта кӑларнӑ. Унӑн шалӑвӗн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне тытса юлмалла пулнӑ. Арҫын вара алимент тӳлемен. Парӑм ҫулран ҫул пухӑнса пынӑ, 1 миллион тенке ҫитнӗ. Куншӑн ӑна тӗрмене 1 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Viber» мессенджерта «COVID-19: Чувашия» (чӑв. COVID-19: Чӑваш Ен) канал йӗркеленӗ. Ку хыпара республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ, сӑмах май, вӑл ушкӑна кӗчӗ. Унта хальлӗхе 161 ҫын ҫеҫчӗ. Канала малтан «Оперштаб Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн оперштабӗ) ят панӑ, кайран ылмаштарнӑ. Каналта кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ республикӑри лару-тӑрупа паллаштарма шантараҫҫӗ. Ушкӑн каҫҫи кунта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ольга Чепрасова Вырӑссем: «Сӑваплӑ вырӑн пушӑ пулмасть», – теҫҫӗ. Тӳре-шара йышӑнакан ҫемҫе пукан пирки сӑваплӑ тесе калама хӑяймӑпӑр. Апла пулин те ҫав вырӑн вӑрах вӑхӑт пушӑ тӑмасть. Паян Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, сити-менеджерӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тилхепене Ольга Чепрасовӑна тыттарнӑ. Ятарлӑ хушӑва Алексей Ладыков паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ольга Чепрасова пирки Шупашкарӑн сити-менеджерӗ «опытлӑ ертӳҫӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра чылай ҫул ӗҫленӗ», – тесе ырланӑ май юлашки ҫулсенче Ольга Чепрасова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() inlearno.ru сайтри сӑн Паян кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫулти массӑллӑ мероприятисем иртмессине пӗлтернӗ. Мускавра корпоратив банкечӗсене ирттерме чарнӑ. Чӑваш Енре те ҫаплах тӑвасшӑн. Элтепер юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ чару – банкетсем ирттерме чарни – ятарлӑ хушуччен вӑйра пулӗ. Ҫӗне ҫулта массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Эппин, уява хатӗрленмелле мар, ӑна килте ҫемьепе пӗрле ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Атӑл леш енне, Сосновкӑна, шыв пӑрӑхӗ хурӗҫ. Анчах ҫынсен киле шыва хӑйсен кӗртмелле. Сосновкӑра шыв пӑрӑхне хурас ӗҫ пуҫланнӑ ӗнтӗ. Инвестици программипе килӗшӳллӗн, ку ӗҫсене «Водоканал» пурнӑҫлать. 1 ҫухрӑма яхӑн пӑрӑха Тальниковая, Ҫамрӑклӑх урамӗсенче хурӗҫ. Ҫавӑн пекех ку урамсенче шыв пӑрӑхӗн сакӑр ҫӑлне, тӑватӑ пушар гидрантне тӑвӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен пӑрӑхсене ҫӑвӗҫ, дезинфекци тӑвӗҫ. Проекта 1,3 миллион тенкӗпе пурнӑҫлӗҫ. Киле шыв кӗретес тесен ҫынсен «Водоканала» каймалла. Киле кӗртнӗ чухнехи тӑкаксене хӑйсен саплаштарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫӑкӑр касмалли хатӗр туянма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хатӗрсем шкулсем валли пулӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 4 905 480 тенкӗ. Саккас параканӗ – ЧР Вӗренӳ министерстви. Аукциона хутшӑнкансенчен заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве чӳкӗн 19-мӗшӗнче тӑвӗҫ. Килӗшӗве алӑ пуссан подрядчикӑн 20 кунра ҫӑкӑр касмалли хатӗрпе тивӗҫтермелле пулӗ. Пӗтӗмпе 69 шкул валли туянӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Роскомнадзор «Спортивная панорама Чувашии» журналӑн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Ку йышӑнӑва журналӑн учредителӗ – Чӑваш Енри вӑй-хал культурине тата спорта аталанма пулӑшакан фонд – йышӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗнӗ массӑллӑ информаци хатӗрне регистрациленӗ. Вӑл «ТРИНАТРИ» ятлӑ, судокусен пуххи. Учредителӗ – Максимов Борис Павлович. Вӑл Чӑваш Енре саланать. Журнал эрнесерен А6 форматпа тухӗ, пӗр кӑларӑмра 10 пуҫватмӑш, «Бинго-Бонус- Пусто-Пусто» парнеллӗ вӑйӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() el-site.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «республика Элтеперӗ» валли «Genesis G80» автомобиль туянасшӑн. Кун пирки патшалӑх закупкисен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Машина туянасси пирки «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» хысна учрежденийӗ пӗлтернӗ. Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӑҫал кӑларнӑскер тата тулли приводлӑ пулмалла. Двигателӗн хӑвачӗ — 197 лаша вӑйӗ. Автомобиле пилӗк пассажир вырнаҫтӑр. Машина туянма хыснаран 3 миллион та 203 пин те 500 тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ok.ru сайтри сан Етӗрне хулинчи Ямоз микрорайонта карантин пулнине палӑртнӑ. Ку чӗрчунсен урнӑ чирӗпе ҫыхӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Карантин ятарлӑ хушуччен, чӗрчун урнӑ чирпе аптӑраман тӗслӗх икӗ эрне пулмасан, вӑйра пулӗ. Хушӑва вара паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑтӗнче асӑннӑ микрорайонта йытӑсемпе кушаксен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма, килти выльӑха сутма, йытӑ-кушака республика тулашне илсе тухма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |