Республикӑра
![]() profiz.ru сӑнӳкерчӗкӗ Больничнӑйшӑн паракан укҫана Раҫҫей почти ҫитерсе пама тытӑннӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ку пулӑшупа пирӗн ҫӗршыври 6 пине яхӑн ҫын усӑ курнӑ. Укҫана почта уйрӑмӗнче илес тесен ӗҫри бухгалтерире ятарлӑ заявлени ҫырмалла. Социаллӑ страховани фончӗ тӳлеве почтӑн уйрӑмне ярса парать. Укҫа ҫитнине пӗлтерсе ҫын патне извещени килет. Тӳлеве почта урлӑ куҫарнӑшӑн ҫынран комисси тытса юлмӗҫ. Хӑвӑршӑн меллӗ почта уйрӑмӗн адресне Раҫҫей почтин сайтӗнче е унӑн мобильлӗ приложенийӗнче пӑхма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Максим Васильев сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» укҫан пулӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра тата ытти хӑш-пӗр регионта «вӑрҫӑ ачи» статуса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсенчен хӑшӗсем ятарлӑ удостоверени те илме ӗлкӗрчӗҫ. Анчах ку хут хальлӗхе нимех те памасть. Укҫан пулӑшу памаҫҫӗ. «Вӑрҫӑ ачисене» хушма пулӑшу памаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нуша-тертне самай тӳснӗ ватӑсене пулӑшмалла тесе общество членӗсем пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() akket.com сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче республикӑри икӗ ҫын ултавҫӑсене 500 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Шел те, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсене халӗ те ӗненеҫҫӗ, вӗсен вӑлтине ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарти 30 ҫулти хӗрарӑм тата Шупашкар районӗнчи 47-ри арҫын та ҫак мелпех улталаннӑ. Вӗсем патне хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсем шӑнкӑравланӑ, карточкисем ҫинче иккӗленӳллӗ операци пулнине пӗлтернӗ. Укҫа ҫухаласран сыхланас тесен нухрата резерв счет ҫине куҫарма сӗннӗ. 30-ти хӗрарӑм 124 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Арҫын вара ултавҫӑсене 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗхсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() m.alterainvest.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри аптекӑсенче кирлӗ эмелсем пур-и? Вӗсем ҫителӗклӗ-и? ҫакна прокуратура тӗрӗслӗ. Кун пирки ведомство Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Прокуратура республикӑри аптекӑсенче кирлӗ эмелсе пуррипе ҫуккине тӗрӗслӗ. Ҫавӑн пекех эмелсен хакне тишкерӗ. Тӗрӗслеве хулари тата районти прокуратурӑсем те хутшӑнӗҫ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртсан тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Сӑмах май, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аптекӑсенче хӑш-пӗр антибиотике тупса туянма йывӑр-мӗн. Кӑшӑлвируспа чирлекенсене вара вӑл питӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() YouTube сайтри сӑн Чӑваш Енре «лӑпкӑ сехет» кирлӗ-и? Хӑш-пӗр регионта ку саккуна йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра Шупашкар хула администрацийӗ тата Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Тӗслӗхрен, Мускав облаҫӗнче йышӑннӑ саккунпа килӗшӳллӗн, «лӑпкӑ сехетре» 13-15 сехетсенче шавлама юрамасть. Куншӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 21 сехетрен пуҫласа ирхи 8 сехетчен, канмалли кунсенче 22 сехетрен пуҫласа 10-ччен шавлама, хваттерте юсав ӗҫӗсем тума, юрӑ-кӗвӗ итлеме, телевизор хытӑ яма юрамасть. Куншӑн 500 тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре кунашкал «лӑпкӑ сехет» йышӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинчи икӗ муниципалитеа пӗрлештерес шухӑшлӑ. Ӗнер Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче Ҫӗмӗрле районӗпе хулин ҫитес пилӗк ҫулхи аталанӑвне тишкернӗ. Унта хутшӑннисем икӗ муниципалитета пӗрлештерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Аслӑ экономика канашӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков районпа хулана пӗрлештерес шухӑш вырӑнти пуҫлӑхсемпе тата предприяти ертӳҫисемпе калаҫнӑ май ҫуралнине пӗлтернӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ку шухӑша ырлать. Ыйтӑва татса париччен ӑна вырӑнти халӑхпа тӗплӗн сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен Чӑваш Республикинче вертолет анса лармалли икӗ лапам хатӗрлӗҫ. РФ Сывлӑх сыхлав министрӗ регионсенчи санавиаци валли вертолет лапамӗсем тӑвас ыйтупа видеоселектор канашлӑвӗ ирттернӗ. Чӑваш Республикинче икӗ лапам пулӗ: Улатӑр районӗнчи тӗп пульница тата Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници ҫывӑхӗнче. Лапамсене ҫутатмалла тӑвӗҫ. Вӗсене бетонпа хытарнӑ, унта машинӑпа пыма асфальт сараҫҫӗ. Улатӑр районӗнче ҫутӑ кабелӗ хунӑ, кӗҫех хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Ӗнер тӗлне республикӑра 27 пациента, вӑл шутра 1 ачана, пульницӑна вертолетпа илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче видеокамерӑсем лартса тухӗҫ. Пурӗ 3,8 миллион тенкӗлӗх. Видеосӑнав камерисене администраци ҫурчӗн кашни хутӗнче вырнаҫтарӗҫ. Унта «Optimus IP-E015.0 (2.8)P_V.2» маркӑллӑ 14 камера вырнаҫтарма палӑртнӑ, «Optimus IP-E025.0 (2.8)P» маркӑллине – 74, «Optimus IP-E025.0 (2.8-12)P» маркӑллине – 16, «Optimus IP-E025.0 (2.8-12)AP» – 6. Видеокамерӑсене раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вырнаҫтарса пӗтермелле. Пӗрремӗш хутра 30 камера лартӗҫ, 15-мӗш хутра – 8 камера. Ытти хутра 5–6 камера пулӗ. Правительство ҫурчӗн техника хучӗсенче (вӗсем – 16-мӗш тата 17-мӗш хутсем) тата нӳхреп пайӗнче камерӑсем кирлӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анатолий Аксаковӑн халӑх тетелӗнчи страницинчи сӑн 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче шкул ҫунма тытӑннӑ. Инкекре 106 ача тата 4 вӗрентекен вилнӗ. Унтанпа нумай ҫул иртнӗ, ҫапах хуракассем ҫак хура кун алӑк умне пухӑнса митинг ирттереҫҫӗ. Паян та Хуракассинче вилнисене асӑнса митинга пухӑннӑ. Ҫав кун, 1961 ҫулта, шкулта акт залӗнче уяв концерчӗ иртнӗ. Кӳршӗ пӳлӗмре физика вӗрентекенӗ аслӑ класра ӑс пухакан икӗ ачапа пӗрле кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Бензинпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран ҫулӑм тухнӑ. Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫине пытарнӑ. 1994 ҫулта инкек пулнӑ вырӑнта палӑк лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() krasota.pskovlive.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫавна май тухтӑрсен ӗҫӗ кунра-кун йывӑрланать. Йывӑр лару-тӑрура вӗсене пулас медиксем, студентсем, пулӑшӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсене аслӑ шкулта е колледжра аслӑ курссенче вӗренекен студент-медиксем пулӑшӗҫ. Халӗ республикӑра нимеҫӗсен штабӗсене те йӗркеленӗ. Нимеҫӗсем тухтӑрсем валли транспорт хатӑрлеҫҫӗ, пациентсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, эмелсем илсе ҫитереҫҫӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухакан 70-е яхӑн студент тухтӑрсене «хӗрлӗ зонӑра» пулӑшма пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу бригадисенче те ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти медицина колледжӗн 50-а яхӑн студенчӗ поликлиникӑсенче медсестрасене пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |