Республикӑра
![]() Паян Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Денис Борисовпа паллаштарнӑ. Ӑна хальлӗхе тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ-ха. Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫынпа Федерацин суд приставӗсен службин директорӗн ҫумӗ — ҫӗршывӑн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денис Фирстов паллаштарнӑ. Денис Борисов — шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ. Ку тытӑмра вӑл 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Михаил Ноздряков Дениса Борисова чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() russiaedu.ru сайтри сӑн Авӑнӑн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Приорӑна» чарнӑ. Унччен маларах унти ҫынсем наркотик суту-илӗвӗпе явӑҫни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем салонра синтетика наркотикӗ тупнӑ, ҫавӑн пекех тараса, пластик кӗленчерен ӑсталанӑ «бульбулятор», пневматика пистолечӗ пулнӑ. Салонра тӑватӑ ҫын пулнӑ. Чи кӗҫӗнни – 16 ҫулта. «Антидилер» юхӑм хастарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри закладка хуракана вырнаҫма палӑртнӑ. Анчах вӑл закладка туса ӗлкӗреймен. Водитель юнра алкогольпе наркотик пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тест тума килӗшмен. Ӑна правасӑр хӑварӗҫ, 30 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта стела уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ. Медицина ӗҫченӗсене асра тытнине палӑртакан стелӑна Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине, Республикӑн судпа медицина экспертизин бюровӗн картишӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чумана, оспӑна, хӑрушӑ ытти инфекцие, ҫавӑн пекех кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑсем шутласа кӑларма хутшӑннисене хисеп туса уҫнӑ. Паян «хӗрлӗ зонӑра» ковидпа кӗрешекенсене сума сунине те палӑртнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсен хӑйсен тивӗҫне таса чунпа пурнӑҫламаллине аса илтерекен стела та пулӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӗмшеш ял тӑрӑхӗ Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ паян хӑйӗн йышне Чӑваш Енри паллӑ ҫыравҫӑна, поэта, журналиста илнӗ. Сӑмахӑмӑр Николай Ишентей пирки пырать. Академи пирки ҫакна палӑртмалла: ун йышне таврапӗлӳҫӗсемпе тӗрлӗ тӗпчевҫӗ-ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Академие 1992 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Асӑннӑ пӗрлӗх ӑслӑлӑхпа, ӳнерпе, таврапӗлӳпе, халӑх ӑс-хакӑлӗллӗ ӗҫсемпе, культурӑн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен ирӗкӗпе тата тӳлевсӗр ӗҫлекен тата вӗсене аталантаракан ҫынсене пӗрлештерет. Унӑн ертӳҫи — Евгений Ерагин. Паян академи ертӳҫи Евгений Ерагин Николай Ишентей ҫыравҫа академин хисеплӗ ӗҫченӗ ята пани ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавна ӗнентерекен паллӑпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧПУ санӳкерчӗкӗ Эльдар Алиев тата Аллабай Аманмуххаметов – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн студенчӗсем. Вӗсем Туркменистанран килнӗ. Ҫурла уйӑхӗнче икӗ каччӑ Хусана хӑнана кайнӑ. Тусӗн хваттерӗ пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. 21 сехет ҫитсен хайхискерсем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑма ҫамрӑк арҫын тапӑннӑ-мӗн, ӑна пӑвма пуҫланӑ. Каччӑсем пушмакӗсене тӑхӑнмасӑрах чӳречерен сикнӗ. Пӗри полицие шӑнкӑравланӑ, тепри хурах хыҫҫӑн чупнӑ. Студентсем хӗрарӑма ҫӑлнӑ хыҫҫӑн ЧПУна ҫыру килнӗ. Унта хӗрарӑм вӗсене тав туса ҫырнӑ. Нумаях пулмасть Эльдарпа Аллабая аслӑ шкул тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Раҫҫейри Яндекс тӗп директорӗ Елена Бунина килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ. Ҫавна май «Яндекс. Ветерансем валли» социаллӑ проект пуҫарнӑ. Хальлӗхе вӑл Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурнӑҫланать. Асӑннӑ хуласенче пурӑнакан ветерансем таксие уйӑхне тӑватӑ хутчен тӳлевсӗр чӗнсе илме пултараҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхпа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем; блокадӑри Ленинградра пурӑннисем; концлагерьсемпе геттона, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫавӑн пек вырӑна лекнисем; тыл ӗҫченӗсем; вӑрҫӑра вилнисен тӑлӑх арӑмӗсем усӑ кураяҫҫӗ. Такси чӗнес тесен социаллӑ пулӑшу паракан центрсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен шӑнкӑравламалла. Шупашкарта унӑн номерӗ – 8 8352 51-27-80, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 8 8352 78-02-46. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шарана страхлӗҫ. Ҫавна хӑш организацире пурнӑҫлассине палӑртмалли аукцион юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Патшалӑх служащийӗсене страхлама 2 миллион та 48 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Тӳре-шаран пурнӑҫне тата сывлӑхне ҫав суммӑлӑх страхлӗҫ. Пурӗ 1482 ҫынна страхлама палӑртнӑ. Кама мӗн чухлӗ тенкӗлӗх страхласси ӗҫченӗн окладне шута илӗҫ. Патшалӑх служащийӗ, Турӑ сыхлатӑр та, вилсен унӑн тӑванӗсене ҫав ҫыннӑн 75 оклачӗ чухлӗ тӳлӗҫ. Инвалида тухсан унӑн ушкӑнне кура 30 окладран пуҫласа 50 оклад таран парӗҫ; сусӑрлансан – 20 оклад; ҫӑмӑл суранлансан – 5 оклад. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() info.sibnet.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗнче республикӑра икӗ пепке ҫут тӗнчене васкаса вилнӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу машининчех ҫуралнӑ. Кун пирки Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ пулӑшу медицинин Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Куславкка районӗнчен ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑма Шупашкара илсе килме тухнӑ чухне вӑл ҫул ҫинчех ҫӑмӑлланма пуҫланӑ. Ача машинӑрах ҫут тӗнчене килнӗ. Шурӑ халатлисем Андрей Филипповпа Алена Гаврилова машинӑна чарса хӗрарӑма пулӑшнӑ. Сывӑ хӗрача ҫуралнӑ. Улатӑр районӗнче те кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хӗрарӑм ҫӑмӑлланма пуҫласан вӑхӑт нумай та иртмен – 5 минутран хӗрача ҫуралнӑ. Икӗ тӗслӗхре те амӑшӗсемпе ачисене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ене Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин килсе кайрӗ. Пӗччен мар. Унпа пӗрле Раҫҫей министрӗсем те пулнӑ. Мускавран килнӗ тӳре-шара Шупашкарта икӗ ҫӗре: Чапаев ячӗллӗ савута тата «Текстильмаш» предприятие – ҫитсе курнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Мишустин премьер-министр предприятисенче вӑрах тӑман. Протокол тӑрӑх, Чапаев ячӗллӗ савутра ун коллективпа калаҫмалла пулнӑ. Цехри «Ахаль рабочисем» тесе суйланисем рабочисем пулни иккӗленӳллӗ. Вӗсем унччен республикӑн Информаци политикин министерствинче, Стройминӗнче тата ытти ведомствӑра ӗҫленӗ-мӗн. Вӗсем савутра тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Анчах рабочи пулса тар тӑкни иккӗленӳллӗ. Андрей Иванов журналист, сӑмахран, министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Безрукова та «рабочисен йышӗнче» курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |