Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен федераци хысни шучӗпе хваттер туянма май пур. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 11 ватӑ хваттер черетӗнче тӑрать. Вӗсем валли хыснара 15,7 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ. Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас шухӑшлӑ ветерансене 1,4-шар миллион тенкӗлӗх свидетельство парӗҫ. Вӑл укҫапа ватӑсем е хваттер, е пӳрт туянайӗҫ. Ҫитменнине, паллах, хушма тивӗ. Ветерансемпе ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккуна 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи 8-мӗшӗнче йышӑннӑранпа 6034 ветерана хваттерпе тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче пурӑнакан 17 ҫулти Дмитрий Нелюбовской нарӑс уйӑхӗн 22-мешӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие ӑна опекӑна илнӗ ҫын пӗлтернӗ. Дима ҫухалнӑ кун кӑвак куртка, тӗттӗм трико, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 15-16 ҫулти пек курӑнать, имшеркке, ҫӳҫӗ кӗске, куҫӗ кӑвак. Сылтӑм алли ҫинче медуза ӳкернӗ татуировка пур. Полици арҫын ачана курнисене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Куславкка районӗнче «Мерседес» машинӑна чарнӑ. Унта вара наркотик тупнӑ. 30 ҫулти водитель инспекторпа калаҫнӑ чухне лӑпкӑлӑхне ҫухатнӑ. Кайран хӑйех салонра наркотик пурри пирки каланӑ. Вӑл ӑнлантарна тӑрӑх, вӑл наркотика хӑйӗн валли туяннӑ. Экспертиза акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: икӗ хутаҫра, пӗтӗмпе 0,38 грамм, кокаин пулнӑ. Водитель медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Хӑйне административлӑ майпа арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Николаевӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Юсав ӗҫӗсем вӑраха тӑсӑлнине пула Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӗренекенсем авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларайман. Ӗҫе вӗҫлес тесе подрядчике улӑштарнӑ. Вӑрнартан лайӑх хыпар ҫитнӗ – ачасем юпан 19-мӗшӗнче парта хушшине ларайӗҫ. Шкулта 1-мӗш тата 2-мӗш хутсенче сӗтел-пукан вырнаҫтараҫҫӗ. Ӗҫ хӑвӑртрах вӗҫлентӗр тесе ачасен ашшӗ-амӑшӗ те пулӑшать. «Вӑрнар шкулӗ – мӗнле ӗҫлеме юраманнине кӑтартакан тӗслӗх. Кун пек тӑрлавсӑрлӑх урӑх пулмалла мар. Мерӑсем йышӑннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Палӑртмалла: хальлӗхе кӗҫӗн классем 1950-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ зданире вӗренеҫҫӗ, аслӑ классем – дистанци мелӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проектне пурнӑҫласси пирӗн республикӑри хӑш-пӗр районпа хулара тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫланса пыманнине иртнӗ эрнере Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн объектсенче тӗреслев пуҫарнӑ. Республикӑн Стройминӗн тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пайташӗсем Ҫӗрпӳ тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пулнӑ. Ҫӗрпӳри Никитин урамӗнчи Тӗп паркри пӗвене хӑтлӑлатма йышӑннӑ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах материал кӳрсе килессипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Лиственница вырӑнне йӳнӗ лӑсӑллӑ йывӑҫ кӳрсе килнӗ. Халӗ кирлӗ материала турттарса килнӗ. Пӗве тавралли территорире хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Подряд организацийӗ ӗҫе юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Раҫҫей почти» акционерсен обществин Атӑл тӑрӑхӗнчи макрорегионӗн директорӗпе Александр Вакуленкӑпа тӗл пулнӑ. Александр Вакуленко Раҫҫей почтин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Максим Ладиловпа паллаштарнӑ. Шӑпах ун пирки вӑл регионти филиалӑн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидат тесе каланӑ. Ведомствӑн ҫӗнӗ ертӳҫи почта тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа Максим Ладилов Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Фото minust.cap.ru Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫасси мар тенӗ ваттисем. Пӗве кӗрсе ҫемье ҫавӑратпӑр, анчах пӗрне-пӗри ӑнланса пурӑнма ӑс-тӑнӑмӑр пур чухне те ҫитеймест. Кил-тӗрӗшре чашӑк-тирӗк шакӑртатмасӑр пулмасть-ха. Уйрӑлсан лайӑх-ши е пӗрле пурӑнсан-и? Пӗрне-пӗри каҫармалла-и? Ҫемьере килӗшӳпе тату хуҫалантӑр тесен мӗн тумалла? Ҫак тата ытти ҫавӑн евӗрлӗ ыйтӑва Шупашкар хулинчи Мӑшӑрлану керменӗнче кашни шӑматкунсерен 11 сехетре сӳтсе яваҫҫӗ. Мероприятие республикӑн Юстици ӗҫӗсен комитечӗ йӗркелет. Ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ калаҫӑва мӑшӑрланас ӗмӗтлисем те, ҫемье ҫавӑрма ӗлкӗрнисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри мӑнаҫлӑ пулӑмсемпе тата ҫынсемпе ятарлӑ хэштегсем кӑтартса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӑнаҫланма чӗнсе каланӑ. Республика Элтеперӗн Инстаграмри странцинче #ВместеГордимся #ПерлеМухтанатпар хэштегсемпе усӑ курма сӗннӗ. Телефонти айсарӑмра чӑваш саспаллийӗсем пуррисем (ун пек шрифтпа усӑ курма паян нумайӑшӗ пӗлет пулӗ), пирӗн шухӑшпа, #ПӗрлеМухтанатпӑр тесе ҫырма пултараҫҫӗ. Олег Николаев пирӗн тӑрӑх мӑнаҫланмалли пулӑмсемпе пуяннине палӑртнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл темиҫе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. Сӑмахран, Хусанта иртнӗ марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ Алина Прокопьева. Экологи нимеҫисем канмалли кунсенче Йӑлӑмра чӑрӑш хунавне лартнине те асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() opni.3dn.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакансем кӑшӑлвируспа чирлеме пултарнӑ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Юпан 10-мӗшӗнче икӗ пациентка пуҫ ыратнине пӗлтернӗ, ӳт температури те хӑпарнӑ. Вӗсене изоляцие хупнӑ, ыттисене вара тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тепӗр икӗ пациента изоляцие лартнӑ. Пӗрне компьютер томографийӗ тунӑ, унӑн ӳпки пӗр енчен 5 процент сиенленни палӑрнӑ. Унӑн ытти чир пуррипе шута илсе ӑна инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ҫав каҫах тепӗр 8 пацентӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мерӑсем йышӑнма хушнӑ. Паян интернатра ӗҫлекен ҫынсенчен тата пациентсенчен анализ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mkrkuvshinka.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри строительство организацийӗсенчен пӗрне, «Лидер» СЗ» тулли мар яваплӑ обществӑна, панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвас текенни — республикӑн Правительстви. Ҫакӑн пирки чувашинформ.рф журналисчӗсем хыпарланӑ. Тӳре-шара ку йышӑнӑва ытахальтен туман. Строительство объекчӗсенчи лару-тӑрӑва сӑнанӑ, строительство организацине укҫа хывнисен шухӑш-кӑмӑлӗпе кӑсӑкланнӑ, пуҫланӑ объектсене туса пӗтерме инвестор ҫуккине шута илнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене строительство организацийӗ Шупашкарта икӗ вырӑнта хӑпартма пуҫланӑ: «Гагарин» тата «Кувшинка» комплекссенче. Хвтатер илме 853 ҫын укҫа хывнӑ. Предприятие панкрута кӑларсан Пайҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен фонд пулӑшӑвӗпе усӑ курасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |