Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.4 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Чӑваш Енре ӗнертенпе Инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. Специалистсем пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем Шупашкарти ҫуртсене мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ – 20 миллион ытла тенкӗлӗх.

Аса илтерер: 15 ҫурт сиенленнӗ, вӗсенчен 10-шӗ – нумай хваттерлӗ ҫурт, пӗри – ача пахчи. 14 ҫын аманнӑ. Ӗнер ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 7 ҫын пульницӑра сипленет, тепӗр 7-шӗ ¬– килте, вӗсен йышӗнче ача та пур.

Ӗнер шар курнӑ ҫынсене техникум общежитийӗнче вырӑн сӗннӗ. Тӑватӑ ҫын килӗшнӗ, ыттисем тӑванӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ.

 

Республикӑра
ugo-lnk.kemobl.ru сайтри сӑн
ugo-lnk.kemobl.ru сайтри сӑн

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра регион шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку Шупашкарта беспилотникрен шар курнисене пулӑшма тата тӑкаксене саплаштарма пӗтӗм ресурса мобилизацилеме май парать. Хальхи вӑхӑтра тӑкаксене шутлаҫҫӗ, юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ ӗнтӗ.

Правительство лару-тӑрӑва ҫирӗп сӑнаса тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнарта пурӑнакан Борис Егорычев велосипед вӑррине ярса тытма пулӑшнӑ. Куншӑн вӑл полицейскисенчен Тав хутне тивӗҫнӗ.

Борис Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑнсӑртран темиҫе велосипед вӑрланӑ арҫынна, шыравра пулнӑскере, Вӑрнарта асӑрханӑ. Вӑл хӑйне мӗнле тыткалани ӑна сисчӗвлентернӗ, ҫавӑнпа пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ.

Ҫапла Борис Егорычев пулӑшнипе йӗрке хуралҫисем судпа унччен те айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫынна ярса тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_263525
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславккара причал тума «Нептун» компание суйласа илнӗ. Причалсӑр пуҫне вӑл ҫав территорие те илемлетӗ.

Подряд организацин мӗнпур ӗҫе 2027 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.

«Нептун» (ИНН 2130189390) тулли мар яваплӑ обществӑна 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унӑн учредителӗ тата директорӗ — Алексей Сухалов. Асӑннӑ общество ҫурт-йер тӑвассипе ӗҫлет.

 

Республикӑра

Куславккари Аксинья Кудряшова, 7-мӗш класра вӗренекенскер, Раҫҫей ШӖМӗ йӗркеленӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унӑн ӗҫӗ 12-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче палӑрнӑ.

Аксинья ашшӗ-амӑшне ӳкернӗ. Унӑн амӑшӗ Светлана Николаевна – полици капитанӗ. Ашшӗ Владимир Николаевич – отставкӑри майор. Вӗсем службӑра паллашнӑ. Халӗ 3 ача ӳстереҫҫӗ: Катя, Аксинья тата Андрей. Аппӑшӗ те хитре ӳкерет, вӑл та ку конкурса икӗ хут хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25494
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан Кудряшовсем кевер туя паллӑ тунӑ. Вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа тата вӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Петр Михайлович тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тӗрлӗ предприятире сварщикре ӗҫленӗ. Нина Зиноновна вара колхозра вӑй хунӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Хисеп хӑми ҫине пӗрре мар лекнӗ. Вӑл вырӑнти тата районти депутата суйланнӑ. Нина Зиноновна — ӗҫ ветеранӗ. 1973 ҫулта ӑна «Хисеп палли» орденпа чысланӑ.

Мӑшӑр ҫирӗп ҫемье вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ. «Пӗр-пӗрне итлеме тата илтме пӗлмелле», — теҫҫӗ Кудряшовсем.

 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
vk.com/gov_cap_ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енре 6 пин ытла водитель таксире ӗҫлет иккен. Кун пирки республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ. Анчах асӑннӑ йышран йӗркене пурте пӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн.

Таксистсене пула ҫул ҫинче инкексем те пулса иртеҫҫӗ. Кӑҫал ун пек пӑтӑрмах 10 хут пулнӑ, ҫав шутран виҫҫӗшӗнче пассажирсем шар курнӑ.

Республикӑн Транспорт министерстви 112 терӗслев ирттернӗ, йӗркене пӑснӑ 141 тӗслӗхе тупса палӑртса административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Вал е ку таксие суйланӑ чухне лицензи пуррине шута илме сӗнеҫҫӗ.

 

Республикӑра
ЧПГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ
ЧПГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» республикӑри форум иртесси пирки пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пулӗ.

Форума паллӑ критик тата литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-199080663_3042
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти Артем тата Даниил Михайловсем компьютерпа ӗҫлемелли сӗтел валли эко-подставка шухӑшласа кӑларса патент илнӗ. Вӑл сӗтел хушшинче нумай вӑхӑт ларнӑ чухне ҫӑмӑллӑх кӳрет.

Пӗррехинче 17-ри Даниил ашшӗне пӗчӗк сӗтел хушшинче ларма меллӗ мар пулнине каланӑ. Пӗрле вӗсем ансат та меллӗ япала шутласа кӑларнӑ: йывӑҫ подставкӑна кирлӗ пек вырнаҫтарма пулать.

Халӗ ку япалана вӗсем сутаҫҫӗ. Пӗрремӗш партие тусӗсемпе тата пӗлӗшӗсемпе кӑларнӑ. Вӗсене маркетплейссем урлӑ сутса пӗтернӗ.

Халӗ Михайловсем производство хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25452
 

Республикӑра
nta-pfo.ru сайтри сӑн
nta-pfo.ru сайтри сӑн

Паян кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетсенче, Улатӑрти 7-мӗш шкулта мина хунӑ тесе 112 пӗрлехи службӑна пӗлтернӗ.

Вырӑна оперативлӑ службӑсем, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, вырӑнти администраци ӗҫченӗсем, вӑй структуринчи ҫынсем килнӗ. Вӗренекенсене, вӗрентекенсене, шкулта ӗҫлекенсене эвакуациленӗ. Ун хыҫҫӑн шкула тӗрӗсленӗ. Сирпӗнекен хатӗр тупман.

Хальхи вӑхӑтра шкул яланхи режимпа ӗҫлет. Мина хуни пирки пӗлтернӗ ҫынна вара тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_466270
 

Страницӑсем: 1 ... 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, ...671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 21

1900
126
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1929
97
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.
2006
20
Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй