Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Раҫҫейре пурӑнакансем хӑйсене телейсӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫук-ха. Аплах мар-ха. Хӑйсене телейлӗ тесе шухӑшланин индексӗ (ун пек индикатор та пур иккен) чакнӑ.
Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫейри центр ҫынсенчен ыйтса пӗлсе ҫавӑн пек пӗтӗмлетнӗ. Юлашки 15 ҫулта ҫав индекс 9 пункт таран чакнӑ.
Телей тенине, паллӑ ӗнтӗ, кашни тӗрлӗрен ӑнланать. Пӗриншӗн вӑл – яхтӑпа самолёт, чаплӑ машинӑпа тинӗс хӗрринчи кермен пулсан тепри ҫуран ҫӳресе общество транспорчӗпе усӑ курсан та, пӗчӗк хваттерте пурӑнсан та савӑнать. Ун пеккисемшӗн ҫиме ҫӑкӑр пултӑр та пуҫ сывӑ пултӑр, ҫывӑх ҫынсем ан чирлеччӗр, самани лӑпкӑ тӑтӑр.Тепри вара кӳршин пуянлӑхӗшӗн чунне ыраттарса-кулянса та телейсӗр ҫын пек нушаланать.
