Культура
Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвас ҫӗре хутшӑннӑ паттӑрсене халалласа асӑну комплексӗ тӑвӗҫ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Алла Салаева премьер-министр каланӑ тӑрӑх, «Строители безмолвных рубежей» проекта РФ Культура министерстви грантпа пулӑшнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, комплекс Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 гектар ҫӗр лаптӑка уйӑрнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен унта геологи тата геодези ӗҫӗсене туса ирттерӗҫ. Асӑну комплексӗн эскизне суйлама конкурс ирттерӗҫ, вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗччен пулӗ. Асӑну комплексне 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Куракансене «Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легендӑна чӗнеҫҫӗ. «Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнин хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та. «Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легенда чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать», — тесе пӗлтернӗ театр Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре Ял кинофестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет. Ӑна хальхинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ, вӑл 5 районта иртӗ. Паллах, Роспотребнадзор сӗнӗвӗсене те шута илӗҫ. Паян кинофестиваль Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче уҫӑлӗ. 18 сехетре унти кинозалта пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Кинозалта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Ҫынсем-халапсем» ярӑмри документлӑ фильмсемпе паллашма май пулӗ. Киностудин фондӗнчи илемлӗ фильсемпе те паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – «Ржев» тата «28 панфиловцев». Юпан 20-мӗшӗнче кинофестиваль Тӑвай районӗнче иртӗ, унтан – Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче. Юпан 23-мӗшӗнче мероприяти Муркаш районӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноярскри Ӗҫпе килӗшӳ керменӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ. Мероприятие хутшӑннисем И.Я. Яковлев ҫинчен видеофильмсем курнӑ, ун кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ. Йӑхташӑмӑрсем РСФСР халӑх художникӗн В. Мешковӑн ӳкерчӗксен куравне те йӗркеленӗ. Сӑмах май каласан, вӑл В. Мешковӑн куравӗ чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Чӑваш культуиин кунӗнче Ачасен ӗҫӗсен куравӗ те ӗҫленӗ. Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокель художникӑн палӑкне уҫнӑ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов Фейсбукра пӗлтернӗ. Алексей Кокель – академи пӗлӗвӗ илнӗ пирвайхи чӑваш художникӗ. Художник ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 140 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Турханта 1880 ҫулта ҫуралнӑ. Харьковра ӗҫлесе пурӑннӑ. Украинӑн пулас художникӗсене туптанӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче художникӑн музей-ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑччӗ. Унта республикӑн ертӳҫи Олег Николаев хутшӑннӑччӗ. Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Кокель палӑкне уҫас шухӑш Лев Кураковӑн пулнӑ. Уншӑн вӑл ӑна тав тунине палӑртнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Алексей Кокелӗн ятне тӑван тӑрӑхра сарас енӗпе культурологи докторӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев самай ҫине тӑнӑ. Ӑна вӑл вӑхӑтра университет ректорӗнче тӑрӑшнӑ Лев Кураков академик пулӑшса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне туса хунӑ. Кун пирки Олег Николаев паян хушу кӑларнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулӗ. Ҫак куна ахальтен суйламан. Шӑпах ҫав кун Екатерина Ефремова художник ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн тӗрӗ ӳнерне аталантарма нумай тӑрӑшнӑ. Екатерина Иосифовна 1914 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗнчи Якурккел ялӗнче (халӗ – Тутарстанри Нурлат районӗ) ҫуралнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Паллӑ ӑста Мускаври техникумра тата институтра ӳнер ӑсталӑхне вӗреннӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленни ҫинчен эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла пӗлтернӗччӗ . Ӑстасем республикӑн ун чухнехи Элтеперӗпе, Михаил Игнатьевпа, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑччӗ. Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫин, Альбина Юратӑвӑн сӑвви Турцири журналта пичетленнӗ. «Юлашки вӑхӑтра питех те кӑсӑклӑ пурӑнма пуҫларӑм. Пуян пӗр пулӑм тепринпе, кӑсӑклӑрах та кӑмӑллӑраххипе, ылмашать. Пӗр шухӑшлӑ ҫын, тахҫанхи тус, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ, куҫаруҫӑ, поэт, журналист, Тутарстанри Айрат Галимзянов халӗ ҫеҫ ырӑ хыпар пӗлтерчӗ. Кӗвӗҫ чунлӑ маррисене тата пире ӑнӑҫу ҫеҫ сунакансене пӗлтерме васкам. Турцири «Guncel Sanat» журналта манӑн «Чӑваш» сӑвва пичетленӗ», – тесе ҫырнӑ Альбина Юрату Фейсбукра. Сӑвва маларах асӑннӑ Айрат Галимзянов куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Чӑваш Енри пултаруллӑ мӑшӑра – Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна – асӑнса хисеп хӑми вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хӑмана сцена ӑстисем чылай ҫул пурӑннӑ ҫурт ҫине ҫакнӑ. Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова асӑну хӑмине уҫма хутшӑнниех пысӑк чыс тесе палӑртнӑ. «Паллӑ скрипач, педагог тата общество ӗҫченӗ Захар Зиновьевич хӑйӗн нумай енлӗ ӗҫӗпе паллӑ. Оперӑпа балет театрӗнче вӑл чылай-чылай ҫул пӗрремӗш ҫын пулнӑ. Тамара Ивановна историе чӑвашсен пӗрремӗш опера юрӑҫи пек кӗрсе юлнӑ», – тенӗ вӑл. Мероприятие хутшӑннӑ ытти ҫын та пултаруллӑ мӑшӑр пирки нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ҫинче «Кӗтӳҫ» премьерӑпа тухӗҫ. Ӑна Владислав Николаев пьесипе лартнӑ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак автора театра юратакансем аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» мюзикла та куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер хальхи вӑхӑтра журналист пулса ӗҫлет. Владислав Николаев юптарусем ҫырать, ытти жанрпа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Хальхи трагикомедие Василий Иванов режиссер лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государственности чувашского народа» (чӑв. Наци строительствин историлле опычӗ тата чӑваш халӑхӗн патшалӑхӗ аталанни) пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем тата АПШра, Францире, Великобританире, Казахстанра, Беларуҫ Республикинче, Украинӑра, Эстонире тата Молдавире пурӑнакан ентешӗмӗрсем видеоконференци мелӗпе хутшӑнӗҫ. Мероприятие уҫнине 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен онлайн-мелпе ҫак адреспа https://www.youtube.com/watch?v=YvJ6cJ92xq8&feature=youtu.be пӑхма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |