Культура
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Екатеринбургри Б.Н.Ельцин Президент центрӗнче «Эткер» регионти пӗрремӗш интерактивлӑ форум иртнӗ. Унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл 5 патшалӑхпа ҫӗршывӑн 11 регионӗнче пурӑнакансене хӑй патне илӗртнӗ. Форума Свердловскри чӑвашсен культура центр йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ирттерни Свердловск тӑрӑхенче пурӑнакан йӑташӑмӑрсен культруине упраса хӑварассипе тата аталантарссипе ҫыхӑннӑ. Форума ирттерме тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗсем тата культура учрежденийӗсем кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирӑпа юмор каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ, «Капкӑн» сатира журналне никӗслекенӗ Иван Мучи ҫуралнӑранпа 125 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе (ертӳҫи — Лидия Филиппова) пӗрле йӗркелеме палӑртнӑ. Литература каҫне ҫыравҫӑсем, чӑваш эстрада артисчӗсем, «Капкӑн» журналӑн редакторӗнче тата пичет кӑларӑмӗнче ӗҫленисем пухӑнӗҫ. Иван Мучи Шупашкар районӗнчи Тойтирекре 1895 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти вӗрентекенсен семинарӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӑл актер, тӗпчевҫӗ, литература тата театр критикӗ пулнӑ. Истори тата сатира прозин ӑсти тӗрлӗ жанрпа ӗҫленӗ май калавсем, фельетонсем, халапсем, шӳтсем, памфлетсем, юмахсем, репортажсем, очерксем ҫырнӑ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Кулӑшла калавсем», «Катка хыҫӗнчи этем», «Суйласа илнисем», «Хӗрлӗ кулӑш» т.ыт.те. Антон Чехов хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи Литература каҫӗ 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ирина Оленкина. Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 80 ҫул тултарать. Ҫавна май юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре Парнесен кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерӗҫ. Парнесен кунӗ пирки ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 /8352/ 62-21-43. Музей директорӗ Ирина Оленкина ҫыравҫӑсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле экспоната та хапӑлласа йышӑнассине пӗлтерет. Вӗсем ҫитес ӑрушӑн та хаклӑ. Ирина Вячеславовна ҫак йӗркесен авторне каланӑ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэчӗн Стихван Шавлин хӗрӗ Ольга Степановна ашшӗн пичетлемелли машинине музея парнелес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cheb-news.net сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Самар хулинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Унта «Волжские театральные сезоны» (чӑв. Атӑлҫи театр тапхӑрӗсем) пӗтӗм ҫӗршыври V фестиваль уҫӑлӗ. Мероприятие театрӑн балет труппи А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» (чӑв. Аттилла. Халап ҫурални) балетпа тухса кайӗ. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш сцени ҫинче Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивалӗ иртӗ. Тӗнче хореографийӗн шедеврӗсемпе («Дон Кихот», «Баядерка», «Корсар», гала-концерт) пӗрлех «Хуркайӑк ҫулӗ» балет премьерине кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Анатолий Рыбкин Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре, Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Раҫҫей ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗн Анатолий Рыбкинӑн «Палитра памяти» куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава Мускаври Пречистинка урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра уҫӗҫ. Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Питӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче, Красноярскри художество институтӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Мускавра 1980 ҫулта иртнӗ Олимпиадӑна художник пулса хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӗҫӗпе Анатолий Рыбкин Францире, Индире, Тунисра, Китайра тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. 50-а яхӑн курав уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен хайлавӗсенчен тӑракан «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекене тишкернӗ. Кӑларӑма 11 авторӑн: Нина Царыгинан, Екатерина Кошелеван, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинан, Анастасия Владимирован, Валентина Селенинан, Ирина Кошкинан, Мальвина Петрован, Анастасия Данилован, Екатерина Устинован, Олесч Михайлован – хайлавӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑмра тӗрлӗ темӑна хускатнӑ: тӑватӑ ураллӑ туссем, ҫутҫанталӑка хӳтӗлесси, ҫемьери хутшӑнусем ҫинчен тата ытти те. Кӗнекене хаклама авторсем те пуҫтарӑннӑ. Литература клубне пухӑннисем кӗнекери калавсем, юмахсем, халапсем – вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли питех паха хайлавсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
3. Presens-Futurum е тыткӑнри тӗлӗксем2020-мӗш Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗнчи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене уҫса тухрӑм. Ӗлӗксенче литературӑн е уйрӑм журналсен утӑмӗсене ятарласа тишкерӳсенче, ҫыракансемпе вулакансен пухӑвӗсенче, тӗпчев институчӗн литпай ларӑвӗсенче пӗтӗмлетекенччӗ. Кутемӗн тишкерӳ тавраш курмарӑм, ҫавӑнпа мӗн вуланине пӗрле пӑхса илес-ха терӗм. Кӑҫал камсем «ТА» журнала унаса-пӗҫерсе тӑраҫҫӗ? Редколлегире генерал-тӗремен Татьяна Вашуркина, малтанхи тӗремен Лидия Михайлова тата хальхи шеф-тӗремен Арсений Тарасов, Юрий Артемьев профессор, Шупашкартан Юрий Сементерпе Геннадий Максимов, Пушкӑртстанран Николай Ишимбай, Чӗмпӗртен Николай Ларионов, Хусантан Евгений Турхан, Самартан Владимир Левуков. Пурте журналта нумайранпа пичетленеҫҫӗ. Вӗсемсӗр пуҫне камсем пур журналта? Хӑшне-пӗрне (хам тӑтӑшах вуласа пынисене) асӑнса хӑварам. Пӑраснаҫӑсем (прозаиксене ҫапла калама хӑнӑхса кайрӑм - мӗнрен начар вара?): Денис Гордеев, Сергей Павлов, Улька Эльмен, Валентин Константинов, Елен Нарпи, Елена Мустаева, Ольга Туркай, Владимир Степанов, Николай Андреев. |
Культура
Раҫҫейӗн теле- тата радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗнче Патӑрьел районӗнче радио калаҫма тытӑнни пирки хыпарланӑ. Унта сӑмах «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанци пирки пырать. Асӑннӑ радион программисене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче пурӑнакансем итлеме пултараҫҫӗ. Эфира регионти кӑларӑмсене те кӗртеҫҫӗ. Радио тата телекурав станцийӗ Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Чӗпкасра вырнаҫнӑ. Раҫҫей радиовне итлес тесен FM-диапазон ҫинчи 105,2 МГц юхӑм ҫине кӗмелле. Радиостанци ирхи пилӗк сехетрен пуҫӑнса ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗ кӗнеке хӑтлавне йыхравлать. Шупашкарти Уруков урамӗнчи 2-мӗш «а» ҫуртра ирхи вунӑ сехетре «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кӗнеке-альбомпа паллаштарӗҫ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑларӑма федераци тата республикӑри архивсенчи, ҫӗршыври ӑслӑлӑх учрежденийӗсенчи тата вулавӑшсенчи сайра тӗл пулакан 100 документ кӗнӗ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе 1469 ҫултанпа пуҫласа паллаштараҫҫӗ. Хаклӑ материалсене пухас тесе нумай тимлеме тивнӗ. Кӗнеке-альбом хӑтлавне ӑсчахсемпе тӗчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсемпе преподавательсене, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, кӑмӑл пур мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. «Паттӑр юмахӗсем» ятлӑ кӑларӑм «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа кун ҫути курнӑ. Кӗнекене чӑваш юмахӗсене классификацилесе кӗртнӗ. Унта вӗсене унта ӑнлантарса пани те пур. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн архивӗнче упранакан ал ҫырусенчен хатӗрленӗ материалсем кӗнӗ. Кӑларӑмра оригинал текстпа пӗрлех вырӑсла куҫарнисем те пур. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ. Текстсене Надежда Ильина пухса хатӗрленӗ тата вырӑсла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |