Харпӑр шухӑш
Культура
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр. М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ! В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать! Пирӗн ҫамрӑксен театрӗ чӑваш чӗлхинчен ютшӑнас ҫул ҫине тӑчӗ-ҫке! Мӗн тумалла-ха?! Пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул: Валерий Николаевич Яковлева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне куҫарасси! Хӑй лартнӑ «Нарспи», «Кушар», «Кай, кай, Ивана» тата нумай-нумай чаплӑ спектакльсене выляттарас Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрӗн артисчӗсене! Пархатарлӑ шухӑш! Валерий Николаевич халӑхӑмӑрӑн шӑпипе пурӑннӑ ӗмӗр-ӗмӗр! К.В. Иванов ячӗллӗ театртан тухса кайма питӗ йывӑр! Анчах каймалла! В.Н. Яковлевӑн (100) ҫӗр ҫулхи паллӑ кунне Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрта ирттермелле пултӑр! |
Культура
vezdekultura.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланине влаҫ органӗен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш халӑхӗшӗн тӗрӗ яланах пысӑк мӑнаҫлӑх палли пулнӑ. Вӑл – пирӗн нацин хӑйне евӗр сӗмӗ, унӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне, талантне, ӗҫченлӗхне сӑнарлакан мул. Ҫавна май эпир кӑҫал пирвайхи хут паллӑ тӑвакан ҫӗнӗ уявӑн хӑйӗн йӑлисем йӗркеленме те тытӑнни нимӗн чухлӗ те иккӗлентермест. Ҫав шутра – наци тумтирӗн элеменчӗсене йышпа пӗрле тӗрлени, онлайн ӑсталӑх класӗсем, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни», — ҫырнӑ саламра. «Чӑваш тӗррин кунӗ чӑваш халӑхӗн пӗрлӗхне, культура чӗрӗлӗвне, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи йӑхташӑмӑрсен чӑмӑртанӑвне пулӑшасси пирки иккӗленместӗп», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ҫӗнӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ. Аса илтерер: паян — Чӑваш тӗррин кунӗ. Ку датӑна ытахальтен суйламан. Шӑп та лӑп ҫав кун чӑваш тӗррин ӑсти Екатерин Ефремова ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ май республикӑра тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 17 сехетре савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Республикӑра тӗрлӗ акци пуҫарнине палӑртмалла. Сӑмахран, чӑваш тумӗпе ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗксене, чӳречене чӑваш тӗррипе илемлетнине тата ыттине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарчӗҫ. Кӑшӑлвирус саманинче чӑваш тӗрриллӗ маскӑсемлӗ ҫынсене те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче асӑрхама май килчӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫченӗсем республика шайӗнчи флешмоба хутшӑнса ӗҫе паян чӑваш тӗрриллӗ маскӑпа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ малалла тӑсӑлать. Музыка ӳнерӗн уявӗ Дж. Вердин «Бал-маскарад» оперипе малалла тӑсӑлать. Оперӑна ҫак самантра «Культура.рф» порталта тӳрӗ эфирта курма май килет. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланчӗ. Оперӑна К.С. Станиславский тата Вл.И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври академи музыка театрӗн режиссерӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ Людмила Налетова лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ пултарулӑх ушкӑнӗ гастроле тухса кайнӑ. Йыша ӳнер учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов ертсе пырать. Пукане театрӗн артисчӗсем Улатимӗр тата Рыбинск хулисенче спектакль кӑтартӗҫ. Вӗсем Улатимӗрти тата Рыбинскри пукане театрӗсен сценисем ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Гастроль чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пырӗ. Инҫе ҫула артистсем Ева Лисинан «Лопухий Илюк», Самуил Маршакӑн «Кошкин дом» спекталкьсемпе тата «Петушок – золотой гребешок» вырӑс халӑх юмахӗпе тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«OCEAN-TV» телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ 2018 ҫулта мӑнаҫлӑ Атӑл тӑрӑхӗнчи регинонсене ӳкернӗ. Ку юханшыва темиҫе субъект та хӑйӗн теме пӑхать те пулӗ. Эпир те, чӑвашсем, ун хӗрринче вырнаҫнӑ май хамӑрӑн тесе хӑюллӑнах калама пултаратпӑр. Паллӑ ӗнтӗ, мӑнаҫланни кӑна мар, упрама та пӗлмелле. «OCEAN-TV» телеканал Атӑлҫи регионсен историне, культурине, йӑли-йӗркине халалланӑ документлӑ кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗ. 11-мӗш сери этнографилле. Ҫулҫӳрев Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Сувар» паркра пуҫланнӑ. Унтан телекурав ӗҫченӗсем «Ясна» этнопаркра пулнӑ. Фильм ӳкерекенсене Шупашкарти Сӑра тата Трактор музейӗсем те килӗшнӗ. «Хам ӗмӗрте эпӗ нумай музейре пулнӑ. Анчах Трактор историйӗн музейӗ пеккисем ҫук», — тенӗ проект ертӳҫи тата авторӗ Владимир Плешаков. «Великие реки России. Волга (Чебоксары)» серие ӗнер, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 22 сехет те 30 минутра, тата паян, 14 сехет те 30 минутра, кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗрпӳ хулинче культура эткерлӗхне юсаҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пулнӑ. Министр хулари ача-пӑча ӳнер шкулне те ҫитнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫурта тулаш енчен юсанӑ, ҫивиттине сарнӑ. Акт залне, пӳлӗмсене, урайсене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑя юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ. Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ – XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ. Ӑна та юсаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Музыка ӳнерӗн уявне Итали композиторӗн Винченцо Беллинин «Капулетти и Монтекки» оперипе уҫӗҫ. Вӑл ӗҫе «Культура.рф» порталти «Культурный стриминг» платформӑра тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Онлайн-трансляци валли ҫӗршыври уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ 40 пулӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне Чӑваш оперӑпа балет театрӗн 2 мероприятийӗ лекнӗ. Тата хӑш спектакле е концерта кӑтартассине театр каярах хыпарлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Аҫаҫури» ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Денис Гордеев. Денис Гордеевӑн «Ир такӑнсан», «Чи вӑрӑм кун», «Куккуклӑ сехет», «Акман ыраш», «Ҫурта кунӗ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Пӑсташ» тата ытти кӗнекисене вулакансем юратса вулаҫҫӗ. Прозаик хӑйӗн повеҫӗсемпе калавӗсенче чӑваш халӑхӗн хальхи пурнӑҫне сӑнарлать. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Укҫа кимми», «Турӑ алӑкӗ», «Хӑямат» повеҫсем, «Шӗвӗ кулач», «Аҫаҫури» тата «Вӑрттӑн медаль» калавсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑна халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тӗрӗ» фирма йӗркеленӗ. «Паха тӗрӗ» фирма директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Ҫак паллӑ предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ. Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗсем Зинаида Вороновӑпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |