Персона
Ҫапла-ҫапла. Ҫырма мар, футбол выляма. «Российская газета» хаҫатӑн корреспонденчӗ Александр Кузин шӑпӑрлансене футбол выляма вӗрентет. «Гимнастикӑна е каратэне виҫӗ ҫултанах илеҫҫӗ, футбол выляма вара ҫичӗ ҫултан аслӑраххисене кӑна. Ҫавӑнпа эпӗ пӗчӗккисем валли секци уҫма шутларӑм», — тесе пӗлтернӗ вӑл. Ун патне паян 3 ҫултан пуҫласа 5 ҫулчченхи 18 ача таран ҫӳрет. Вӗсемпе пӗрле — ашшӗ-амӑшӗ те. Александр Шупашкарта зал ятарласа тара илнӗ, кирлӗ инвентарь туяннӑ. Халӗ вӑл пӗчӗкскерсене футбол выляма тӳлевсӗрех хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӗмпӗр хулинчи «Шанӑҫ» чӑваш хорӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» программӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистне Михаил Ефремова ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламланине хӑшӗсем, тен, курнӑ та пулӗ. Михаил Ефремовра чӑваш юнӗ чупни пирки калаҫҫӗ. Кунта сӑмах Иван Яковлев пирки пырать. Актерӑн амӑшӗ, Алла Покровская, Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать теҫҫӗ. Малаховӑн Ефремовпа ирттернӗ кӑларӑмне Чӗмпӗртен Ираида Гавриловӑпа Александр Чурбанов та хутшӑннӑ, чӑваш тумне тӑхӑнса тухса актера вӗсем чӑваш культурин центрӗ ячӗпе юбиляр-актера чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ. Андрей Малахова та кӳрентермен — ӑна чӑваш тӗрриллӗ ҫанӑсӑр кӗпе парнеленӗ. «Чӑвашсем хӑйсен авалтан пыракан йӑлине хисеплени мана савӑнтарать», — тенӗ Михаил Ефремов актер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Иртнӗ эрнере Вӑрнар тӑрӑхӗнчи культура пурнӑҫӗнче асра юлмалла пулӑм иртни пирки пӗлтерет асӑннӑ район администрацийӗ. Чӑн та, хирӗҫлемӗпӗр — ҫапла. Унта СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, 90-ри Вера Кузьмина пулнӑ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн (капла калани ӳстерсе калани мар тесе шухӑшлатпӑр) юратнӑ артистки ҫав кун икӗ тӗлпулу ирттернӗ: Санарпуҫӗнчи шкул ачисемпе тата Ҫӗрпелӗнче пурӑнакансемпе. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Вера Кузьминичнӑн сцена ҫинчи пурнӑҫӗпе кӑна мар, пурнӑҫӗнчи ытти фактпа та паллашма май килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Вера Кузьмина Смоленск тата Мускав хулисем патӗнче хӳтлӗх сооруженийӗсем тунӑ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тӑваттӑмӗш степеньлӗ ордена, «Мускава хӳтӗленӗшӗн», тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хастарлӑхшӑн медальсене тивӗҫнӗ. Тӗлпулура Вера Кузьмина «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли». «Салтак амӑшӗ», «Хура чӗкеҫ» спектакльсенчи сыпӑксене выляса панӑ, мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, сӑввисене вуланӑ. Тӗлпулу хыҫҫӑн пурте тенӗ пекех юратнӑ артисткӑна сырса илнӗ — автограф илме е пӗрле ӳкерӗнме хыпӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Музыкантова ӗнер хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Ӳнерти ӗҫ-хӗлне вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1972 ҫулта пуҫӑннӑ. Асра юлмалла рольсем сахал мар пулнине палӑртаҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗ пирки лайӑх пӗлекенсем. Тӗлӗнмелле сисӗмлӗ, чунтан вылякан, илӗртӳллӗ теҫҫӗ. Юбилейпа саламлама республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, культура ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Демидова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уяв каҫӗ аса илӳсемпе пуян пулнӑ. Валентина Музыкантова ертсе пынӑ радиокӑларӑмсен, правительство концерчӗсен сыпӑкӗсем те пулнӑ. Паллах, вӑл вылянӑ спектакльсенчи тата илемлӗ фильмсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Сӑнсем (45) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан йӑли-йӗркине, кӑмӑл-сипет пуянлӑхне капашсӑр хаклакан мӗнпур ҫыншӑн пысӑк уяв пулчӗ тенине ӳстерсе каланӑн йышӑнмасса шанатӑп. Ара ӗнер СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 90 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ-ҫке. Пӗр шутласан, тӑхӑр теҫетке ҫула кам ҫитнине пӗлмесен тем тӗлӗнмелли ҫук та пек туйӑнӗ. Калӑн, юбилей. Калӑн, 90 ҫул. Турра шӗкӗр, ҫав ҫула ҫитекенсем ҫук мар-ха. Анчах ӗнерхи юбилей хӑватлӑран та хӑватлӑ, мухтавлӑран та мухтавлӑ, пысӑкран та пысӑк ҫыннӑн — СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пулчӗ-ҫке. Календарьпе пӑхсан унӑн ҫуралнӑ кунӗ чӳк уйӑхӗн 16-мӗшне тивет. Тӑван, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче, юбилей каҫне ӗнер, чӳкӗн 23-мӗшӗнче, ирттерчӗҫ. Этем тени хӑй пурнӑҫне тӗрлӗрен пурӑнса ирттерет. Ҫук, ҫакна эпӗ начар тесшӗн мар-ха. Ачамӑрсемпе тӑванӑмӑрсен асӗнче ятӑмӑра хӑварни те паха. Ҫапах та тепӗр ҫын, тен, ҫак тӗнчери эпир ӑнланма пултарайман хӑват пил панипе-ши, кун-ҫулне ытти пин-пин ҫынтан расна ирттерет. Халӑхшӑн тейӗттӗм те, анчах теприсем кӑна сӑмах илемӗшӗн калани вырӑнне хурса йышӑнасран шикленетӗп. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑҫал Фёдор Миронович Лукин композитор, хор дирижёрӗ, педагог, музыкӑпа общество ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитрӗ. Вӑл Чӑваш музыкӑпа театр техникумне чи малтан пӗтернисенчен пӗри — унтан вӑл 1932 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Консерваторинче аслӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш музыканчӗсенчен пӗри пулнине те палӑртмалла. Федор Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа республикӑра тата Федор Лукинӑн тӑван, Красноармейски районӗнче кӑҫал тӑтӑшах тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Ыран, 17 сехетре, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пултарулӑх каҫӗ пулмалла. Ӑна хатӗрлекенсем уяв савӑк кӑмӑл парнелессе шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫак шӑматкун СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртет. Ятне каланипех ҫителӗклӗ ҫынсем пирӗн хушӑра йышлах мар. Вера Кузьмина вара шӑпах ҫавсен шутӗнчен. Унӑн хисеплӗ ячӗсем пирки каласа кайма кирлех те мар. Вӑл чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне вӑл тӑван ялӗнче те Тӑвайра та уявланӑ. Паллӑ кунпа саламлама унӑн пӗлӗшӗсемпе ачалӑхри тусӗсем пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗр спектакль пуҫӑнсанах ял артисткин сассине илтессишӗн радиоприемник ҫывӑхне вырнаҫнине аса илнӗ. Сцена ҫинче 60 ҫул вылянӑ хушӑра Вера Кузьмина епле кӑна роле калӑпламан-ши! Театра юратакансемшӗн вара вӑл паян кун та сцена ҫинче пулни чӑн-чӑн парне! Сӑмахран, «Укҫа чул кастарать» спектакле илер-и е тата тинтерех лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑна-и. Ҫак шӑматкун вара Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Унта вӑл халӗ вылякан спектакльсенчи сыпӑксемпе пӗрлех театр ӳнерне кӑмӑллакансем пысӑка хурса хаклакан «Хура чӗкеҫ» моноспектакль пайӗ те пулӗ. Сӑнсем (39) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш наци вулавӑшне каллех Светлана Старикова ертсе пырӗ. Мӗншӗн каллех тенине тӳрех ӑнлантарса хӑварар-ха. Ҫак ӗҫре вӑл унччен те тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх пуканне вӑл 2002–2012-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулнӑ Роза Лизаковӑна директор тилхепине шанса панӑ хыҫҫӑн Старикова пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑчӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Лизакова пуҫлӑх ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫне Стариковӑна пурнӑҫлама шанчӗҫ. Светлана Старикова 1955 ҫулта Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма паллашнӑ. Коллектива тата студентсене унпа республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов паллаштарнӑ. Тӳррипе, паллаштарнӑ тени тӗрӗсех те мар, мӗншӗн тесен директор пуканне йышӑннӑ Наталья Яклашкина музыка училищинче тӑрӑшакансемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл дирижер ӗҫне хӑнӑхтаракан тата хор класӗн преподавателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Наталья Морисовна Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче ӑс пухнӑ. Ятӗнчен вулакан ӑнланчӗ-тӗр — ҫӗнӗ директор Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ертӳҫин тата дирижёрӗн Морис Яклашкинӑн хӗрӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен кӑларнӑ черетлӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Черетлӗ тесе ахальтен каламарӑмӑр — тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен шучӗ 500-тен те иртет иккен. Анчах унчченхисенчен нумайӑшӗ ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. «Иртнӗ тапхӑрти сывлӑшпа ҫырнӑ кӗнекесем» текен те пулчӗ унта тухса калаҫакансенчен пӗри. Хальхи вара, «Пророк земли чувашской» ятли, раснарах тесе хакларӗҫ ӑна алла илсе шӗкӗлченисем. Тепӗр тесен, йӑлтах каласа пама кирлех те мар-тӑр — хӑвӑра тытса вулма сӗнетӗп. Кӗнеке авторӗ — Лидия Филиппова. Ку вӑл унӑн пӗрремӗш «пепки» мар. Тӗрлӗ жанрпа ҫыракан автор уйрӑм ҫынсем пирки те халиччен ҫырман мар. Хальхине, шутпа илсен вун иккӗмӗшне, шӑрҫалас шухӑш тӗлӗкре килнӗ тесен тӗрӗс. Геннадий Никандровича лайӑх пӗлнӗскер унпа пӗрре кӑна мар сӑмахланӑ-юмахланӑ. Волков академик «симфони-кӗнеке кирлӗ» тесе те каламан мар иккен. Хӑтлава учительсемпе преподавательсем, студентсем, Геннадий Волкова аван пӗлнӗ ҫынсем тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Геннадий Волковӑн шӑллӗ Анатолий Никандрович та пулчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |