Персона
Ҫак шӑматкун СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртет. Ятне каланипех ҫителӗклӗ ҫынсем пирӗн хушӑра йышлах мар. Вера Кузьмина вара шӑпах ҫавсен шутӗнчен. Унӑн хисеплӗ ячӗсем пирки каласа кайма кирлех те мар. Вӑл чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне вӑл тӑван ялӗнче те Тӑвайра та уявланӑ. Паллӑ кунпа саламлама унӑн пӗлӗшӗсемпе ачалӑхри тусӗсем пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗр спектакль пуҫӑнсанах ял артисткин сассине илтессишӗн радиоприемник ҫывӑхне вырнаҫнине аса илнӗ. Сцена ҫинче 60 ҫул вылянӑ хушӑра Вера Кузьмина епле кӑна роле калӑпламан-ши! Театра юратакансемшӗн вара вӑл паян кун та сцена ҫинче пулни чӑн-чӑн парне! Сӑмахран, «Укҫа чул кастарать» спектакле илер-и е тата тинтерех лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑна-и. Ҫак шӑматкун вара Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Унта вӑл халӗ вылякан спектакльсенчи сыпӑксемпе пӗрлех театр ӳнерне кӑмӑллакансем пысӑка хурса хаклакан «Хура чӗкеҫ» моноспектакль пайӗ те пулӗ. Сӑнсем (39) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш наци вулавӑшне каллех Светлана Старикова ертсе пырӗ. Мӗншӗн каллех тенине тӳрех ӑнлантарса хӑварар-ха. Ҫак ӗҫре вӑл унччен те тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх пуканне вӑл 2002–2012-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулнӑ Роза Лизаковӑна директор тилхепине шанса панӑ хыҫҫӑн Старикова пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑчӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Лизакова пуҫлӑх ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫне Стариковӑна пурнӑҫлама шанчӗҫ. Светлана Старикова 1955 ҫулта Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма паллашнӑ. Коллектива тата студентсене унпа республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов паллаштарнӑ. Тӳррипе, паллаштарнӑ тени тӗрӗсех те мар, мӗншӗн тесен директор пуканне йышӑннӑ Наталья Яклашкина музыка училищинче тӑрӑшакансемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл дирижер ӗҫне хӑнӑхтаракан тата хор класӗн преподавателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Наталья Морисовна Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче ӑс пухнӑ. Ятӗнчен вулакан ӑнланчӗ-тӗр — ҫӗнӗ директор Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ертӳҫин тата дирижёрӗн Морис Яклашкинӑн хӗрӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен кӑларнӑ черетлӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Черетлӗ тесе ахальтен каламарӑмӑр — тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен шучӗ 500-тен те иртет иккен. Анчах унчченхисенчен нумайӑшӗ ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. «Иртнӗ тапхӑрти сывлӑшпа ҫырнӑ кӗнекесем» текен те пулчӗ унта тухса калаҫакансенчен пӗри. Хальхи вара, «Пророк земли чувашской» ятли, раснарах тесе хакларӗҫ ӑна алла илсе шӗкӗлченисем. Тепӗр тесен, йӑлтах каласа пама кирлех те мар-тӑр — хӑвӑра тытса вулма сӗнетӗп. Кӗнеке авторӗ — Лидия Филиппова. Ку вӑл унӑн пӗрремӗш «пепки» мар. Тӗрлӗ жанрпа ҫыракан автор уйрӑм ҫынсем пирки те халиччен ҫырман мар. Хальхине, шутпа илсен вун иккӗмӗшне, шӑрҫалас шухӑш тӗлӗкре килнӗ тесен тӗрӗс. Геннадий Никандровича лайӑх пӗлнӗскер унпа пӗрре кӑна мар сӑмахланӑ-юмахланӑ. Волков академик «симфони-кӗнеке кирлӗ» тесе те каламан мар иккен. Хӑтлава учительсемпе преподавательсем, студентсем, Геннадий Волкова аван пӗлнӗ ҫынсем тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Геннадий Волковӑн шӑллӗ Анатолий Никандрович та пулчӗ. |
Персона
Республикӑра Германи кунӗсем иртнӗ чух (ун пирки эпир пӗлтернӗччӗ) наци вулавӑшӗнче те тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ-мӗн. Вулавӑш шучӗпе чи паллӑ пулӑм шутӗнче — «Сассӑр кино + чӗрӗ кӗвӗ» ятпа киноконцерт йӗркелени. Унта Алексей Айгипе Ансамбль 4'33'' хутшӑннӑ. Геннадий Айхи ывӑлӗ Алексей Раҫҫейри чи паллӑ кинокомпозиторсенчен пӗри пулнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Вӑл — Валерий Тодоровскин «Страна глухих» тата «Любовник» фильмӗсем, Владимир Хотиненкон «Гибель империи» тата «Достоевский» сериалӗсем тата ытти валли музыка ҫыраканӗ. Наци вулавӑшне Алексей Айхи «Hard Disc» музыка дискӗ тата «ОРДА» фильм валли хатӗрленӗ саундтрека парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Ӑрусен ҫыхӑнӗвӗ» ятпа ҫӗршывра конкурс ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ теме юрать. Кӑҫал та йӗркеленӗ ӑна. Хальхинче — тӑваттӑмӗш хут. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пенсионерсен районти канашӗн председателӗ Р.Н. Ракова та хутшӑннӑ. Мускаври мероприятие кайма тивӗҫиччен вӑл тӗрлӗ номинаципе виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен», «Ватлӑх мана килте тӗл пулаймӗ», «Сывӑ ӳт-пӳре — сывӑ чун хавалӗ». Раҫҫейӗпе 270 проект пухӑннӑ. Вӗсенчен 50-шне суйласа илсе жюри интернет-сасӑлава кӑларнӑ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Р.Н. Ракова ӗҫӗсем 5,3 тата 1-мӗш вырӑнсене тухнӑ. Иккӗмӗш турӑн хаклавҫисем чи лайӑх 20 проекта суйласа илнӗ. Маларах асӑннӑ «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен» проект «Вӗренӳ программи» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Юпан 30-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Хӑй мар паллах. Пултаруллӑ поэт паян пирӗнпе ҫук-ҫке. Анчах унӑн хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашла ҫырнӑ сӑввисем швед тата норвеги чӗлхисемпе кун ҫути курмалла. Халӗ ҫак ӗҫпе ҫине тӑрсах швед издателӗ тата куҫаруҫи Микаэль Нюдал тӑрӑшать. Ӑна Геннадий Айхин йӑмӑкӗ Ева Лисина пулӑшать тесе пӗлтерет Рита Кириллова журналист. Геннадий Айхи тӗнче шайӗнчи поэт пулса тӑни вӑл Литература институтӗнче вӗреннӗ тапхӑрпа та ҫыхӑннӑ темелле. Ун чух вӑл хӑйӗн сӑввисемпе Борис Пастернак патне пырать. Лешӗ ӑна вырӑсла ҫырма сӗнет. Ҫавӑнтанпа Айхи тӗнче шайӗнчи вырӑс авангарчӗн поэчӗ пулса тӑрать. Чӑвашла ҫырнӑ сӑввисем вара хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ ӗҫе вӗҫлесен вӗсем Европа шайне тухайӗҫ. Микаэль Нюдал куҫаруҫӑ Айхин хайлавӗсен пуххине вырӑсла, шведла тата норвегилле кӑларма ӗмӗтленет. Хатӗрленӳпе пуху тапхӑрӗ сахалтан та 5 ҫула тӑсӑлмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Суд приставӗсен федераци службин республикӑри управленийӗ чи лайӑх водителе палӑртнӑ. Анчах ҫакна вӑл «Эсӗ мана килӗшетӗн, эсӗ вара аплах мар» тесе мар, конкурс ирттерсех суйланӑ. Мероприятие Автотранспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунне халалланӑ. Конкурса 11 водитель хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен ҫул-йӗр правилине епле пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ. Конкурсӑн тепӗр пайӗнче руле ӑста тытнине кӑтартмалла пулнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, тен, ҫук та пулӗ, пӗрремӗш вырӑна хӗрарӑм-водитель тухнӑ. Вӑл — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Татьяна Григорьева. Иккӗмӗшӗнче — суд приставӗсен Шупашкарти Калинин районӗнчи пайӗн водителӗ Артем Зайцев, виҫҫӗмӗшӗнче — управленин пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен пай водителӗ Алексей Каргин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Францинче пурӑнакан вырӑс художникӗ Николай Дронников Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне парнепе савӑнтарнӑ. Унччен те вӑл хӑйӗн кӗнекисене тата художество произведенийӗсене парнелекеленӗ иккен-ха. Хальхинче вӑл мӗнпе савӑнтарнине вулавӑш ӗҫченӗсем пӗлтерме васкамаҫҫӗ. Кӑсӑкланакаснем юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 11 сехетре вулавӑша ҫул тытма пултараҫҫӗ. Ун чух ҫав парнесене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парассине йӗркелӗҫ. Николай Дронников Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ҫывӑх юлташӗ пулнӑ. Наци вулавӑшӗпе те вӑл туслашма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов Красноармейски районӗн вырӑсла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Упи ялӗн тӗп урамӗн лапамӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ тата Раҫҫей I Патшалӑх Думинчи эсерсен фракцийӗн депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине паллӑ туса тата ӑна халалласа сквер уҫнӑ. Абрамов Яков Абрамович — Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ. 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ. Пурнӑҫӗ: Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пӗрремӗш Патшалӑх Думине лекнӗ. Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |