Чӑвашлӑх
![]() Аслӑ пуху умӗн Чӑваш наци конгресӗн ҫӗнӗ сайчӗ ӗҫлесе кайрӗ. Вӑхӑтлӑха Президент ӗҫне туса пыракан Валерий Клементьев ыйтнипе ку сайта Николай (Аҫтахар) Плотников ӑсталаса панӑ. Сайт www.chnk.ru адреспа вырнаҫнӑ. ЧНК ӗҫченӗсем ыйтнипе сайта чӑвашла йӗркеленӗ. Унта эсир хыпарсемпе, конгресс йышӑннӑ документсемпе паллашма пултаратӑр. Унсӑр пуҫне ЧНК-ан уставӗ те унта вырнаҫнӑ. Ыйтусем пур пулсан — ҫак сайтрах ыйту яма май пулать. Аслӑ пуху умӗн Чӑваш наци конгресӗн сайтне съездпа ҫыхӑннӑ документсене те вырнаҫтарнӑ: съезд программи, ӗҫ йӗрки, кун йӗркин планӗ. Сӑмахран, унти хутсене ӗненес пулсан, Аслӑ пухура Михаил Игнатьевпа Юрий Попова та сӑмах парассине пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ пуҫтарӑниччен эрне ытларах ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ — вӑл ҫитес шӑматкун юпан 26-мӗшӗнче иртмелле. Ҫак кунсенче влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсем те хӑйсем кама кӑмӑлланине пӗлтернӗ пулас — Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ЧНК Президенчӗ пуканӗ ҫинче «ТУС» компанин ертӳҫине Николай Угаслова курасшӑн. Кандидачӗпе хӑйӗнпе те калаҫнӑ пулать, лешӗ хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ (пӗлме: ӑна малтанах лартасшӑн пулнӑ, анчах Николай Фёдорович вӑл вӑхӑтра хӑй килӗшмен). ЧНК Аслӑ Пухӑвӗ умӗн эрне ытларах юлнине шута илсе эпир ыйтӑм ирттерес терӗмӗр — ЧНК Президентне эсир кама суйланӑ пулӑттӑр? Пурӗ 7 кандидата вырнаҫтартӑмӑр (кунта алфавит йӗркипе): Архипов Геннадий Николаевич, Клементьев Валерий Леонидович, Лукоянов Николай Егорович, Оринов Вячеслав Николаевич, Портнов Константин Петрович, Угаслов Николай Фёдорович, Яковлев Константин Геннадьевич. Эсир сасӑланине шута илмӗҫ пулин те пирӗн сайт хӑнисем епле шухӑшланине палӑрнине те уҫӑмлатма вӑхӑт ҫитрӗ пуль тетпӗр. |
Чӑвашлӑх
![]() Литература музейӗн пӗр кӗтесӗ ЧНК Аслӑ пухӑвӗ умӗнчи ятарлӑ халӑх пухӑвне ирттерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Хайхи вӑхӑтне те, кунне те паянхи куна палӑртнӑ иккен — умпуху эрнекун, юпан 18-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре. Умпухӑва йӗркелекенсем ЧНК-ан Ваттисен канашӗ тата Чӑваш Енри ентешлӗхӗсем. Ку пухӑва Чӑваш наци конгресӗн пур ертӳҫӗсене те чӗннӗ. Унсӑр пуҫне умпухӑва ентешлӗх президиумӗсен ертӳҫисем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Ку мероприятире ҫитес аслӑ пухӑвӑн ӗҫ йӗркине сӳтсе явасшӑн тата ытти пӗтӗмӗшле ыйтусене пӑхса тухасшӑн. Тӗп тӗллев вара — аслӑ пухӑва хирӗҫӳсӗр те йӗркеллӗ, ҫураҫуллӑ ирттересси пулӗ. Мӗн енпе пулӑшмалла, туса ҫитереймен мӗнле ӗҫсем пуррине палӑртса вӗсене туса ҫитермелле — ҫак ыйтусене пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |