Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксури тӗп вулавӑшра чӑваш ҫемйисем пуҫтарӑнчӗҫ. Кунашкал тӗлпулу пуҫласа пулчӗ тесе пӗлтерет Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат. Мероприятие ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗ Валентина Давыдова йӗркеленӗ. Тӗллевне вара тӗрлӗ ҫынна паллаштарса тӑван чӗлхепе калаҫса хутшӑнтарасси тесе палӑртнӑ. Тӗлпулӑва тӑватӑ ҫемье килнӗ — Кивӗ Саврӑшран, Саврӑшпуҫӗнчен, Аслӑ Сӗнчелӗнчен тата Кивӗ Ӳселӗнчен. Мельниковсем, Максимовсем, Калуковсем тата Артамоновсем тӑван чӗлхене, йӑх-несӗлӗсене, вырӑнти ҫыравҫӑсене, юрра-кӗвве еплерех тарӑн пӗлнине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн Паян, акан 24-мӗшӗнче, ЧР наци вулавӑшӗнче ЧНК ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑва Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Петрович Станьял ертсе пычӗ. Чи малтанах вӗренӳ тытӑмӗнчи йывӑрлӑхсене ҫӗклерӗ. Хӑй хатӗрленӗ 8-мӗш класра чӑваш литературине вӗренмелли кӗнекене рецензентсем тиркесе тӑкнине сивлерӗ. Ҫак кӗнекенех 2003 ҫулта кӑларнӑ пулнӑ, ун чухне те рецензенчӗсем ҫавсемех пулнӑ имӗш. Анчах та малтан ырланӑ пулсан, хальхинче пичете тивӗҫлӗ мар тесе хак панӑ пулать — рецензентсене «ҫӗршыв» тата ытти сӑмахсене хальхи орфографи ыйтнӑ пек ҫырманни килӗшмен имӗш. Виталий Петрович каланӑ тӑрӑх ку пӗтӗмпех Юрий Виноградов хистенипе пулса тухнӑ. Ку ыйту хыҫҫӑн ача пахчисем тавра та, тӗн урокӗсене валли чӑваш литературин сехечӗсене илни пирки те, тӑван ен культури урокӗсене чакарни пирки те, вӗренӳ министерстви чӑваш чӗлхине вӗрентекенсене ачасен пӗлӗвне паллӑ лартса хаклама пӑрахма сӗннине те, чӑваш чӗлхипе экзаменсене пӗтерни пирки те калаҫрӗҫ. Ҫак пӗтӗм ыйтура — шкулсенче ачасене тӑван чӗлхерен сивӗтме, пӑрма тӑрӑшни сисӗнни пирки сӑмахларӗҫ. Виталий Петрович ҫавӑн пекех Петр Краснов патне янӑ ҫыру ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» туризм бренчӗн логотипне хатӗрлеме конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ ят тӑван республикӑмӑр туризм тӗлӗшӗнчен тата ытти уйрӑмлӑха пӗтӗҫтерекен ӑнлав пулнине шута илмелле. Ҫутҫанталӑк, истори, социаллӑ культура, наци йӑлисен, пулӑмсемпе ытти хӑйне евӗрлӗх тӑрӑх Чӑваш Ене уйрӑса илмелле тӑвакан сӑмахҫаврӑнӑш уҫса паракан бренд логотипне палӑртмалли конкурса ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗвне ака уйӑхӗн 30-мӗшне палӑртнӑ. Конкурс йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) Культура министерствин сайтӗнче паллашма пулать. Документсене Шупашкарти Президент урамӗнчи 17-мӗш ҫуртри 631-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес: culture36@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 64-22-94. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тюменьри наци культура пӗрлӗхӗсен фестивалӗ Тӗменри ачасен пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» 14-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Тупӑшӑва облаҫри ҫирӗм ытла наци культура пӗрлӗхӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире: халӑх тата эстрада вокалӗ, хореографи, илемлӗ сӑмах, наци декораципе хушма искусство, живопиҫ, кӳлепе енӗпе — хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Конкурса Ишим, Тӗмен, Ялуторовск, Тобольск, Заводоуковск хулисен, облаҫӑн кӑнтӑр пайӗнчи 18 район, Петропавловск хулин (Казахстан) юрӑҫисемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль гала-концертпа хупӑннӑ. Наци ӗҫӗсен комитечӗн, Тӗмен облаҫӗн тата Хула думин представителӗсем, наци общество пӗрлӗхӗсен тата ыр кӑмӑллӑх фончӗсен ертӳҫисем ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ «Хӗлхем» ушкӑнӗсем (кӗҫӗн тата аслӑ ӳсӗмрисем, ертӳҫи Ю. Лактионова) «Халӑх хореографийӗ» номинацире диплома тивӗҫнӗ. Ытти чӑваш ачи те вӗсенчен юлман. «Халӑх вокалӗ» номинацире Дмитрий Бендорф, Ксения Кучкильдинова, инструментпа калакансен хушшинче Мария Мироненко, ал ӗҫ ӑстисен хушшинче Исетск районӗнчи Солобоево ялӗнчи ачасен ушкӑнӗ (ертӳҫи Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Музей урамран пуҫланать тесе шухӑшлаҫҫӗ канашсем. Ҫавӑн пиркиех унти аваллӑх управҫисем музей тавралли территорие усӑ курма тӗллев лартнӑ. Ҫапла вара экспонатсем этнографи залӗнче кӑна упраннӑ пулсан урамра «Чӑваш картишӗ» кӗтес йӗркелесшӗн. Ку шухӑш патне пӗлтӗр уҫнӑ «Юрату, шанчӑклӑх тата ҫураҫу сакӗ» йывӑҫ скульптура композицийӗн авторӗ Геннадий Захаров ҫитсе тухнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хресчен пурнӑҫӗн йӑлари пурнӑҫне кӑтартасшӑн. Унта вырӑнти халӑх авал мӗн ӗҫлесе пурӑннине, унӑн культурине, ӳнерне кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне халӑхӑн хальхи вӑхӑтри пурнӑҫне те ҫутатӗ вӑл. Хальлӗхе вара Канашри таврапӗлӳ музейӗ «Музее экспонат парнеле» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Этнографи кӗтесӗ валли ҫӑл пури, ӗҫ-хӗл хатӗрӗ, килти хатӗр-хӗтӗр пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Ӗпхӳ хулинче Атӑлҫи федераци округӗнчи саккун кӑларакан органсен ассоциацийӗн 38-мӗш ларӑвӗ иртнӗ май унта чӑваш парламенчӗн депутачӗсем те хутшӑннӑ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пулнӑ май Юрйи Попов спикер унти чӑвашсен вырсарни шкулне ҫитсе курнӑ. Ҫав вӗренӳ заведенине 1992 ҫулта уҫнӑ иккен. Асӑннӑ шкул коллективӗ унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханать. Пуҫа ыраттармалли-шухӑшлаттармалли вара шкул вырнаҫнӑ ҫурта сутлӑха кӑларнӑ хыҫҫӑн сиксе тухни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫурта Ӗпхӳри усламҫӑна 25 ҫуллӑха тара панӑ хыҫҫӑн чӑвашсен вырсарни шкулне ҫуртӑн пӗр пайӗнче кӑна кӗтес уйӑрса памалла-мӗн. Унччен вара усламҫӑ ҫурта юсаса ҫӗнетӗ. Ҫав тапхӑрта шкула хулари пӗр гимназие куҫарӗҫ. Юрий Попов коллектив, вӗренекенсен тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ шкул ҫуртӑн самай пайне ҫухатнине ӑнланине пӗлтернӗ. Спикер вӗсене Чӑваш Ен влаҫӗсем ентешсен ыйтӑвне ӑша хывма тата пулӑшма хатӗррине ӗнентернӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Элӗкри тӗп вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурспа килӗшӳллӗн чӑваш юррин уявӗ иртнӗ. Унта «Юрӑ пултӑр парне» кӗнекен хӑтлавӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурса хутшӑннӑ. Кӑларӑма (редакторӗ — Нина Маслова) чӑваш халӑхӗн юррисене, чӑваш композиторӗсен юрату, Тӑван ҫӗршыв, ҫутҫанталӑк, ҫемье пирки кӗвӗленӗ хайлавӗсене кӗртнӗ. Уява чӑваш юррисене кӑмӑллакансене чӗннӗ. Мероприятие вулавӑш пӳлӗмӗн библиотекарӗ Алиса Егорова уҫнӑ. Вӑл пухӑннисене халӑх уявӗсем, йӑли-йӗрки, юрри-ташши ҫинчен, культурӑри тата ӳнерти пултаруллӑ ҫынсем пирки каласа кӑтартнӑ. Зоя Удякова «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» куравпа паллаштарнӑ, «Юрӑ пултӑр парне» кӗнекене тишкернӗ. Чӑвашсем ӗлӗкренпех юрлама юратнӑ. Юрӑра — чӑваш халӑхӗн чунӗ. Юрӑ — чӑваш культурин пуянлӑхӗн пӗр пайӗ. Чӑваш юррисем халӑх сӑнне, унӑн кӑмӑлне уҫса параҫҫӗ. Мероприятие хутшӑнакансем наци костюмне тӑхӑнса чӑваш юррисене, такмакӗсене юрланӑ. Паллах, купӑс та пулнӑ. Чӑваш чӗлхи, халахӗ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши пуян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак ыйту ЧР Наци библиотекинче иртӗ ҫавра сӗтеле хутшӑнакансене шухӑшлаттарнӑ. Унта чӑваш халӑхӗн этногенезне пырса тивекен ҫивӗч ыйтӑва хускатнӑ. Унта Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ӑсчахсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗ тӗпчевҫӗсем хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтелре чӑваш халӑхӗ епле пулса кайнин тӗрлӗ теорине, гипотезине, шухӑшне пӑхса тухнӑ. Ҫак темӑна чӑваш чӗлхин томонимикипе хатӗрленӗ докладра, несӗл йывӑҫӗнче, чӑваш этносӗ пирки каланӑ пӗрремӗш документра, руна ҫырулӑхӗнче тата ыттисенче уҫса кӑтартнӑ. А.Ф.Иванов тухса калаҫнӑ, тӗслӗх вырӑнне Ҫӗрпӳ районӗнчи виҫӗ ял ячӗсен топонимикине уҫса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Самар облаҫӗсенчи, Тутар Республикинчи чӑваш тымарӗллӗ ял-сала пирки калаҫнӑ. О.Н.Цыпленков журналист Раҫҫей картти ҫинчи чӑвашсемпе, чӑваш тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ, хӑй пулса курнӑ ӗлӗкхи вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫавра сӗтел вӗҫленнӗ май унта хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн этногенезне тата тӗпчемеллине палӑртнӑ. Чылай документ алҫырӑвӗнче юлать, материалсене пичетлесе халӑх патне ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти хула стоматологийӗн поликлиники наци ҫи-пуҫӗн уявне ирттернӗ. Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие паян ӗҫлекен тухтӑрсемпе пӗрлех ветерансене те йыхравланӑ. «Хулари медицина отраслӗ тӗрлӗ наци ҫыннисенчен тӑрать. Уяв тӗллевӗ — ӗҫтешсем хушшинче килӗшӳпе ҫураҫӑва хуҫалантарасси», — тенӗ поликлиникӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Яковлева. Уявра чӑвашсен ҫи-пуҫӗн историйӗ, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата ытти ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Наци тумтирӗн уявне художество ӳнерӗсен «Паха тӗрӗ» фирми те хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн коллекцийӗнчи ҫи-пуҫа кӑтартнӑ. Уявра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Вырӑнти ӳнер шкулӗн «Чарлан» ансамблӗ хуткупӑспа вылянӑ, Шупашкар районӗнчи «Шордан» фольклор ансамблӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Чӑваш туйӗн йӑли-йӗркипе те паллаштарнӑ уявра. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи сесси «Хавал» пӗрлӗх Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме сӗнсе ҫырупа тухнӑ. «Чӑваш Республикин Конституцийӗпе республикӑра икӗ чӗлхе: чӑвашла тата вырӑсла — пӑхса хӑварнӑ. Апла тӑк чӗлхесене усӑ курассипе нимӗнле чӑрмав та пулмалла мар. Ҫавӑнпа та эпир Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме ыйтатпӑр», — тенӗ иккен ҫырура. «Енчен те чӑваш чӗлхие патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе хут ҫинче кӑна каламастпӑр пулсан Патшалӑх Канашӗн сессине ҫулталӑкра пӗрре кӑна мар, тӑтӑшах чӑвашла ирттермелле», — тесе каланӑ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата асӑннӑ организацин пайташӗсенчен пӗри. Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче (ун чухне Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ) паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑвашла пӗлменнисем валли «хавалҫӑсем» синхронлӑ куҫару йӗркелеме сӗнеҫҫӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат сесси вӑхӑтӗнче чӑвашла калаҫма хӑтланни 2011 ҫулта хирӗҫ-тӑрупа вӗҫленнине аса илтерет. Ун чух Чӑваш наци конгресӗн президентӗнче тӑрӑшакан Геннадий Архипов чӑвашла калаҫни хӑш-пӗр депутата килӗшмен иккен, вӗсем ӑна вырӑсла калаҫма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |