Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашла кунталӑк (календарь) кӑларас йӑлана эпир кӑҫал малалла тӑсрӑмӑр. Асаилтеретпӗр, чи пирвайхи чӑвашла календаре эпир виҫӗмҫул кӑлартӑмӑр — ун чухне 2012 ҫулхи паллӑ юбилярсене вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑвашла кунталӑк пӗлтӗр те кӑларса, анчах «Сӑвар» фондпа пӗрле. Ӑна эпир Анатолий Розов ӳнерҫе халалласа хатӗрленӗччӗ. Кӑҫал вара эпир тахҫанах шухӑшласа хунӑ кунталӑка пичетлесе кӑлартӑмӑр — хальхинче чӑваш уявӗсемпе. Пирӗн кӑҫалхи календарьте эсир хӑҫан Сурхури, хӑш кун Калӑм эрни пуҫланнине, Ҫӑварнине хӑҫан уявламаллине пӗлме пултарайратӑр. Ҫавӑн пекех Кӑшарни, Хӗр сӑри, Мӑнкун, Ҫимӗк, Питрав, Нартукан уявӗсене кунӗсене те палӑртнӑ. Вӗсене уявламалли кунсене тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче тӗрлӗрен кӑтартаҫҫӗ. Эпир вара уяв кунӗсене Фёдор Мадуровпа тата Виталий Станьялпа канашласа палӑртрӑмӑр. Кунталӑкра официаллӑ уявсене палӑртма та манса кайман. Унсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр паллӑ кунсене уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш кил-ҫурчӗн ҫуртне тума шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн пӗрремӗш чулне хунӑ та ӗнтӗ. Пӗрремӗш кирпӗче хывма облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов хӑй хутшӑннӑ иккен. Чӑваш кил-ҫуртне хулари Ҫамрӑксен хулинче тума пуҫланӑ. Ӑна «Наци ялӗ» текен этнокультура соооруженийӗсен комплексӗнче хута яраҫҫӗ. Наци ялӗнче тӑхӑр халӑх ҫыннисен культурине кӑтартмалла тӑвасшӑн. Ҫавӑнта сакӑр номерлӗх хӑна ҫурчӗ, ампарлӑ тата лаша витиллӗ музей ҫурчӗ, ҫулла ӗҫсе-ҫимелли уҫӑ вырӑн хӑпартса лартасшӑн. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмӗпӗрти наципе культура автономийӗ хӑйӗн комплексне тума чи малтан ирӗк илнисенчен пӗри-мӗн. Тӗп ӗҫсене килес ҫул тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, чӳкӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки конгресӑн сайчӗ пӗлтерет. Ларура пӑхса тухнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри VIII Аслӑ Пухӑвӑн йышӑнӑвӗсене редакциленӗ хыҫҫӑн тепӗр хут сӳтсе явса ҫирӗплетесси пулнӑ. Президиум пайташӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх тата вырӑнти органӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса чӑваш халӑхӗн хӑйевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, культурине тата чӗлхине малалла аталантарас енӗпе малашне те тӗллевлӗ ӗҫлемеллине, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи тата урӑх ҫӗршывсенчи чӑваш наципе культура ушкӑнӗсемпе ҫыхӑнӑва анлӑлатмаллине, пӗрлештернӗ ӗҫ планӗ тумаллине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисем Конгресӑн тӗп ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеме 11 комитет туса хучӗҫ. Вӑл шутра — чӑваш ялне аталантарас, халӑх сывлӑхне сыхлас, ӑна социаллӑ хӳтӗлев парас, культура, вӗрентӳ шайне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекеннисем. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ ушкӑнсене пӗрлештерме, сӑмахран, ҫамрӑксен тата хӗрарӑмсен ыйтӑвӗсене ҫӗклеме, ятарлӑ комитетсем пулӗҫ. «Чи кирли — эпир кунта калаҫни сӑмах купи кӑна пулса ан юлтӑр. Ҫанӑ тавӑрса пуринпе те ҫураҫуллӑ ӗҫлемелле», — ларӑва вӗҫленӗ май ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ҫапарах сӑмахсем каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗпӗр чӑвашӗсем ҫинчен Г.Дубров каласа парать Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ муниципалитетӑн бюджет тытса тӑракан Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Георгий Тусли уҫрӗ. Ларӑва правлени пайташӗсемсӗр пуҫне районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ шкул ачисем, тӑван ен историйӗпе культури енӗпе наукӑпа тӗпчев ирттернӗ ҫамрӑксем, вырӑнти ҫыравҫӑсем хутшӑнчӗҫ. Ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Чӑваш Наци Конгресӗн VIII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисем ҫинчен, Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче иртнӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» ҫинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси тата вӗсен пултарулӑхне аталантарасси ҫинчен. Пӗрремӗш ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗн делегачӗ Виталий Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл конгресс съезчӗ мӗнле иртни тата унта йышӑннӑ резолюцисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен туллин ӑнлантарса пачӗ. Пухӑннисем ЧНК кӑларса тӑракан «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра пичетленнӗ резолюцисемпе паллашрӗҫ тата конгресс ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина Петр Эйзин, Любовь Мартьянова, Петӗр Яккусен, Алексей Аттил, Георгий Федоров, Михаил Сунтал, Марина Карягина тата Надежда Сельверстрова сӑввисене тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ял тӑрӑхне кӗрекен Кечкей ялӗнче «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» ятпа историлле юмах-халапсен сехечӗ иртнӗ. Е.В. Павлова библиотекарь вулавӑша пухӑннӑ ачасене «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» кӗнекепе паллаштарнӑ. Вӗсене вӑл тӑван халӑхӑмӑр тӑхӑннӑ ҫи-пуҫа, капӑрланмаллисене кӑтартнӑ. Ачасене вӑл авалтан пыракан йӑла-йӗркепе ҫыхӑнӑва кӑтартас тенӗ. Лешсем вара чӑннипех те кӑсӑкланса кайнӑ: хӑшӗсен вӗсене, калӑпӑр, пуҫа ҫыхмаллисене, хушпу-тухьяна — туянас е тӑвас килсе кайнӑ тесе пӗлтерет Карапаш ял тӑрӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те. Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ. Сӑнсем (131) |
Чӑвашлӑх
![]() Олег Цыпленков сӑнӗ Эрнекун, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстан чӑвашӗсен отчётпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ — икӗ ҫул хушшинчи ӗҫе тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ. Депутатсен йышӗнче районсенчи тата хуласенчи наци автономийӗн уйрӑмӗсенчен суйланӑ ҫынсем пулчӗҫ. Пухӑва Тутарстанӑн тӳри-шарисем те хутшӑннӑ, сӑмахран, ТР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ Римма Ратникова. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйланнӑ ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑннӑччӗ. Хусанти пухура иртнӗ ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ, малалла тумалли плансене палӑртрӗҫ. Тутарстанра наци политикин концепцине йышӑнни республикӑри халахсен культурине те чӗлхисене те упраса аталантарма пулӑшни пирки сӑмах каларӗҫ. Константин Яковлев хӑйӗн сӑмахӗнче 2014 ҫулта республикӑри тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш ачисем валли сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑх (лагерь) йӗркелеме планлани пирки каларӗ. Вӗренӳри улшӑнусене сӳтсе явма Анат Камӑри гимназире кашни ҫул вӗрентекенсен пухӑвне йӗркелеме те сӗнчӗҫ. Суйлавра, виҫӗ кандидатурӑна пӑхса тухрӗҫ — хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Константин Яковлева, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне Константин Малышева тата Хусанти чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫине Александр Саиткина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Илле Иванов Чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ, каярах ӑна суд «экстремистла» тесе хакланӑ статья тӗлӗшпе айӑпланнӑ Илле Иванов журналист тата ӑна хӳтӗлекенсем виҫӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫалани пирки «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. Пӗрремӗш ҫӑхава Илле Иванов тата унӑн адвокачӗ Николай Столбов ячӗпе ҫырнӑ. Иккӗмӗшне, чӑвашла, Илле Иванов хӑй шӑрҫаланӑ. Виҫҫӗмӗшне Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, суда вӑл хӳтӗлевҫӗ евӗр хутшӑннӑ, хатӗрленӗ. Ҫӑхавсем суд процесне пӑснипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Сӑмахран, асӑннӑ «преступлени» тӗлӗшпе айӑплав пуҫармалли вӑхӑт кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухнӑ-мӗн, Муркаш район прокуратури вара ӗҫе суда ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне приговорта айӑплава ҫирӗплетмелли мӗнпур факта пуҫиле процессуаллӑ саккуна пӑсмасӑр пухни пирки каланӑ-мӗн те, анчах Илле Иванов тата «Сӗтев» хаҫатӑн ытти ӗҫченӗн телефонне итлени те ҫиеле тухнӑ имӗш. Ивановпа Столбов ҫырнӑ ҫӑхавра тӗпчеве тата суда айӑпланаканӑн тӑван чӗлхипе — чӑвашла — ирттерменнине палӑртнӑ. Ку вара Конституцие тата Пуҫиле процессуаллӑ кодекса пӑсни пулать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пензӑра Чӑваш наципе культура автономине туса хунӑ. Сӑмахпа мар, официаллӑ майпа ӑна РФ Юстици министерствинче шута илтерттернӗ. Общество организацийӗ хӑйӗн тӗллевӗ шутне чӑваш халӑхӗн интересне тӗрлӗ шайра хӳтӗлессине кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл наци йӑли-йӗркине, чӑвашсен культурӑпа тӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тата аталантарас, нацин общество ытти организацийӗпе пӗр шухӑшлӑн ӗҫлесе пырас тӗллеве те палӑртса хӑварнӑ. Пензӑри обществӑн ҫав организацине Денис Щербаков хастар ертсе пырӗ. Пенза облаҫӗсенче чӑвашсем, сӑмах май, — тымар халӑхран пӗри. 2002 ҫулхи ҫырав вӑхӑтӗнче Пенза хулинче 773 чӑваш пурӑннине шута илнӗ. Облаҫри наципе культура автономине вара 2003 ҫулта йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |