Чӑвашлӑх
![]() «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» аваллӑх управҫи мӗнпе куракана хапӑл пулнине ятӗнченех ӑнланма пулать. Кивӗ шкул пулнӑ ҫуртра хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ ҫак культура учрежеднийӗ таврара ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Пӗр вырӑнта тӑмасть музей. Аталанса пырать. Ҫав шутра «Чӑваш картишне» асӑнма пулать. Музей ҫумӗнчи лапамра вырнаҫнӑскер пирки ытлашши темех каласа кӑтартма та мар-тӑр, мӗншӗн тесен ӑна та ячӗ уҫса парать. Унта юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑрсем пырса ҫӳресси йӑлана кӗме тытӑннӑ иккен. Ҫавӑн пек самантсенчен Апашри «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ те юлмасть. Иртнӗ эрне кун та вӑл унта ҫитнӗ. Тин кӑна мӑшӑрланнисене ушкӑн чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Съезда хутшӑннӑ чӑвашсем Нумаях пулмасть Тутарстанри Арск хулинче Раҫҫейӗн тӗп халӑхӗсен ассоциацийӗн йӗркелӳ пухӑвӗ тата I съезчӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи наци республикисенчен хутшӑннӑ. Чӑвашсенчен пухӑва тата съезда наципе культура чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Дмитрий Степанов) кайнӑ. Пухӑва хутшӑннисем Патшалӑх Думи тата регионсенчи Патшалӑх Канашӗсем «Вӗренӳ ҫинчен» тата «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисем ҫинчен» саккунсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнине тиркенӗ. Съездра ҫӗршывӑн Президенчӗ, федераци парламенчӗн икӗ палатине тата Атӑлҫи тӑрӑхсенчи регионсен: Чӑваш Енӗн, Тутартсанӑн, Пушкӑртстанӑн — ертӳҫисемпе вӗсенчи парламентсене ямалли резолюци йышӑннӑ. Асӑннӑ хутра виҫӗ саманта палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, регионсене хӑйсен ертӳҫисене епле калассине хӑйсене суйлама ирӗк пама ыйтнӑ. Иккӗмӗшӗ Чӑваш Ене кӑна пырса тивет. Унта Чӑваш ене патшалӑх ят тавӑрасси пирки сӑмах пырать. Виҫҫӗмӗшӗнче вырӑнти халӑхсене хӑйсен чӗлхипе пӗлӳ илме тан майсем туса парасси ҫинчен каланӑ иккен. Республикӑсенче, сӑмахран, тӑван чӗлхепе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттарма май туса пани аван тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускав студенчӗсем Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ. Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ. Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл. Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ. Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ. Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн художниксен союзӗн пайташӗсемпе Вениамин Мефодьевпа тата Анатолий Петровпа тӗл пулнӑ. Анатолий Петров 34 ҫул Чукоткӑри Анадырь хулинче пурӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫей художниксен союзӗн Чукоткӑри регионти уйрӑмӗн правленине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхне таврӑннӑ, живопиҫпе аппаланать, чӑваш тумӗпе тата натри чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе кӑсӑкланать. Вулавӑшра Евдокия Каширина ӑста «Ал ӑсти» кружокӑн куравӗпе паллаштарнӑ, пуҫа тӑхӑнмаллисене хатӗрлеме вӗрентнӗ. Кружок пайташӗпе Зинаида Тихоновӑпа иккӗшӗ наци тумне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗнче вырнаҫнӑ «Созвездие» (чӑв. ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) ача пахчинче «Чӑваш пӳрчӗ» пӗчӗк музей уҫӑлнӑ. Унта ачасем тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркипе тата пурнӑҫӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Музей тӗллевӗ — ачасенче ӑс-хакӑлпа этеплӗх туйӑмӗсене аталантарасси, тӑван халӑхӑмӑр ламран лама пухнӑ пуянлӑха вӗсем патне ҫитересси теҫҫӗ. Халӑхӑн сӑмахлӑхӗпе — ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе, юмах-халапӗпе тата ыттипе — паллаштарассине те музей йӗркелекенсем пӗчӗкрен пуҫламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар администрацийӗн Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗн ҫуртне юсамалла. Анчах лицее Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищипе пӗрлештерес ӗҫ пырать-мӗн. Училищӗне ҫӗнетмелли проект документацине йышӗнни пирки хыпар сарӑлнӑ. Документпа килӗшӳллӗн, училищӗне ҫӗнетнӗ май пристрой тума палӑртнӑ. Вӑл Г.Лебедев ячӗллӗ Чаваш наци интернат лицӗйӗн пултаруллӑ ачисем валли пулӗ-мӗн. Асилтерер: ЧР Аслӑ сучӗ пркуратура майлӑ пулса ҫурта 2015 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗччен юсамалла тесе йышӑннӑччӗ. Прокуратурӑри суд искӗнче каланӑ тӑрӑх, лицей мӗнле пулнӑ — ҫапла кирлине палӑртнӑ. Шел те, хула администрацийӗ лицее суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫав вырӑнтах ҫӗнетсе хута ярасшӑн марри куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Республика» хаҫатӑн йышӗ Леонид Лукин депутатпа (канура пирки Евгений Филиппов дизайнер ку сӑнӳкерчӗкре, шел те, ҫук) Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ унччен те чӑвашла калаҫнӑ-ха. Унта ӗҫлекенсенчен пурте тенӗ пекех чӑвашла та, вырӑсла та шӑкӑлтататаҫҫӗ. Хаҫатӑн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова вулакансен шухӑшне шута илсе хӑй вӑхӑтӗнче хаҫатра чӑвашла страницӑсем те ҫӗнӗрен (хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ-ха ун пекки, анчах кайран пӑрахӑҫланнӑ) кӑларма тытӑнчӗ. Ҫак кунсенче вара чӑваш парламенчӗн хаҫачӗн алӑкӗсем ҫине «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарчӗҫ. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи «Кунта та чӑвашла калаҫатпӑр» наклейкӑсем сарма тытӑнчӗ. Алӑк ҫинче ҫапла стикер пулсан унта кӗрсен ҫынсем чӑвашла хӑюллӑнах калаҫма пултарнине пӗлтерет — апла тӑк вӑл пӳлӗмрисем ӑнланмасран шикленмелле мар. Сӑмах май каласан, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн официаллӑ порталӗнче парламент ятне икӗ чӗлхепе ҫырнӑ, пӗрне — вырӑсла, теприне — чӑвашла. Ытти влаҫ органӗсенчен хӑшӗсен порталӗсене юриех пӑхрӑм та, хам кӗрсе тухнисенче ведомство ячӗсене сайтра чӑвашла ҫырнине асӑрхамарӑм. |
Чӑвашлӑх
![]() Ҫурлан 18–23-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче Ҫурҫӗр Ҫӗпӗрти чӑвашсен историйӗпе культурине тӗпчекен пӗрремӗш экспедици иртнӗ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, археологи, этнографи тата регионти истори кафедрин профессорӗ В. Васильев ертсе пынӑ. Экспедицие Тӗменри ӑсчахсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче унти Культура, ӳнер тата социаллӑ технологи патшалӑх академийӗн Музыка, театр тата хореографи институчӗн директорӗн, культурологи докторӗн Л. Деминан, Урал федераци округӗнчи Чӑвашсен наципе культура тата общество пӗрлешӗвӗсен координаци канашӗн ертӳҫин, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн В. Логиновӑн, вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗн И. Маслова культурологӑн, Тӗменти патшалӑх университечӗн магистрӗ Д. Хоринӑн ятне асӑннӑ. Экспедицие хутшӑннисем чӑваш диаспорин йӑли-йӗркине тӗпченӗ кӑна мар, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе те тӗл пулнӑ. Тӗмен облаҫӗн Наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫипе Е. Воробьевпа тата Анат Тавда район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе В. Семеновпа регионти наци ыйтӑвӗсем пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Шевлере» каннӑ ачасем Етӗрне районӗнчи «Ача-пӑча канӑвӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра кӑҫал «Шевле» профиль смени ӗҫлерӗ. Унта чӑваш чӗлхипе, литературипе тата тӑван кӗтес культурипе ирттернӗ олимпиадӑсемпе мероприятисене хастар хутшӑннисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене кантарчӗҫ. Асаилтеретпӗр, йышра Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне районӗсенчи ачасем пулнӑ. Икӗ эрнене тӑсӑлнӑ смена вӑхӑтӗнче ачасем мастер-классене, экскурсисене, викторинӑсене хутшӑннӑ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ. Профиль сменине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ ятап ирттернӗ мероприятие тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Шевлере» каннисемпе республикӑн Вӗренӳ министерствин специалисчӗ Т. Николаева, Етӗрне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн мониторинг центрӗн ертӳҫи О. Данилова курнӑҫнӑ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |